Общество

Машина рульне алӑран яман

Машина рульне алӑран яман

Аслӑ ӑру ҫыннисенчен чылайӑшӗ, хӑйсен  пурнӑҫӗнче темӗнле нуша-терт, йывӑрлӑх витӗр тухнӑ пулин те, ҫирӗп те тӗреклӗ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ. Акӑ, Хирти Шӑхасан ялӗнче пурӑнакан Петр Леонтьевич Автономов мартӑн 23-мӗшӗнче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума  хатӗрленет. Петр Леонтьевич 1934 ҫулта Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ. Арҫын ача колхозра хушнӑ пӗр ӗҫрен те юлман, ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн аслисемпе пӗрле вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшнӑ. Пӗве кӗнӗ каччӑ техникӑна питӗ килӗштернӗ, ҫавӑнпах шофер ӗҫне суйласа илнӗ. Петр 45 ҫула яхӑн машина рульне алӑран яман, 32 ҫул «Красный Октябрь» колхоз председателӗн В.А.Арсентьевӑн водителӗ пулнӑ. Ҫак хушӑра вӑл миҫе пин ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ-ши, ӑҫта кӑна ҫитмен-ши! Килтен тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тухса кайнӑ та тӗттӗмленсен ҫеҫ тав
Ӑна поэзи хавхалантарнӑ

Ӑна поэзи хавхалантарнӑ

Вена Игнатьевна Бахматова Коммуна поселокӗнче (халь Хырай ,нел ялӗ) ҫуралса ӳснӗ. Вӑл Мария Петровнӑпа Игнатий Алексеевич Руссаковсен ултӑ ачаллӑ ҫемйинче виҫҫӗмӗш пулнӑ. Вена шкул ҫулӗсенчех хӑйӗн калемне тӗрӗслесе пӑхнӑ. Унӑн пӗрремӗш заметки 1952 ҫулхи февралӗн 7-мӗшӗнче районти «Октябрь ялавӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ. Комсомольски вӑтам шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑк корреспондент ҫав кун 17 ҫул тултарнӑ. Шкулта лайӑх вӗреннӗ хӗрача Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине пӗтернӗ. Кивӗ Сӗнтӗр ял библиотекин заведующийӗнче, Александровкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ, «Правда» колхозри комсомол организацийӗн секретарӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне те вӑл хаҫатпа ҫыхӑну тытма пӑрахман. Ҫавна май хастар хӗре 1959 ҫулта рабселькорсен республикӑри съездне хутшӑнма делегата суйланӑ

Халӑх суйлава хастар хутшӑннӑ

Мартӑн 15—17-мӗшӗсенче ҫӗршывра  Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ иртрӗ.  Вӑл виҫӗ куна тӑсӑлчӗ. Ҫӗршывӗпе пӗтӗмпе 94 пин, Чӑваш Енре 1033 суйлав участокӗ алӑкӗсене уҫнӑ. Кӑҫал халӑх, яланхи пек суйлав участокӗсене ҫитсе бюллетень илсе сассисене панипе пӗрлех, маларах заявленисем парса килтен тухмасӑрах электронлӑ майпа та сасӑлама пултарчӗ. Ҫак йӗркепе Раҫҫейри 29  регионта, ҫав шутра Чӑваш Республикинче пурӑнакансем те, усӑ курчӗҫ. Пирӗн округра пурӑнакансем те Раҫҫей Президенчӗн суйлавне хастар хутшӑннӑ. Списока кӗртнӗ ҫынсен 97,84  проценчӗ суйлав участокӗсене ҫитсе хӑйсен сассисене  панӑ. Пӗтӗмпе  округра 36 суйлав участокӗ ӗҫленӗ. Пӗрремӗш кунах округра пурӑнакансен 39 проценчӗ суйлава хутшӑннӑ. Суйлав участокӗсене мӑшӑрӗсемпе те, пӗтӗм ҫемйипе килекенсем те пулнӑ. Ас
Медальпе чысланӑ

Медальпе чысланӑ

Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин иртнӗ вырсарникун Йӑла пулӑшӑвӗн тата комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ. Маларах пултаруллӑ ӗҫченсене, «Мой дом» ОООра вӑй хуракан, округ аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ Вениамин Еремеевпа Александр Такина  Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа юбилей медалӗпе наградӑланӑ. Малашне те вӗсене йывӑр та пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Ӗҫ тухӑҫлӑ пултӑр, продукци конкуренцие чӑттӑр

Ӗҫ тухӑҫлӑ пултӑр, продукци конкуренцие чӑттӑр

Раҫҫейре «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» («Производительность труда») наци проекчӗ 2019 ҫултанпа ӗҫлет. Чӑваш Республики унта проекта пуҫарса ярсанах ҫӗршыври  малтанхи регионсенчен пӗри пулса хутшӑнма тытӑннӑ. Чӑваш Енре «Ӗҫ тухӑҫлӑхне  ӳстерес енӗпе ситемӑллӑ мерӑсем» тата «Предприятисенче ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме адреслӑ пулӑшу парасси» проектсем вӑя кӗрсе пыраҫҫӗ. «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри ҫӗршывра чӗртавар кӑларассипе ҫыхӑнман вӑтам тата пысӑк предприятисен  производствине 5 процент таран ӳстересси пулса тӑрать. Ҫӗнӗ технологисене алла илсе ӗҫ вырӑнӗсене модернизацилесси, ӗҫлекенсен пӗлӗвӗпе квалификацине ӳстерсе пыма майсем туса парасси. Ку проекта Раҫҫейри регионсенчи  тирпейлекен, ял хуҫалӑх, транспорт, строительство, суту-илӳ отраслӗсенчи 6 пине яхӑн предприяти  хутшӑнать.
Ҫие юлнисемшӗн алӑ ӗҫӗ туни усӑллӑ

Ҫие юлнисемшӗн алӑ ӗҫӗ туни усӑллӑ

Ҫие юлнӑ хӗрарӑм яланах хавхаланупа пурӑнать. Пӗчӗккипе тӗл пулассине кӗтсе вӑл мӗн туянмаллине, хатӗрлемеллине, тумаллине шутлать. Уйрӑмах ҫак ӑнтӑлу иккӗмӗш триместртан аталанма пуҫлать, ку вӑхӑт тӗлне токсикоз иртсе кайнӑ, ультрасасӑ диагностики туса тӗпренчӗкне курнӑ, тен, хӗр е ывӑл пулассине те пӗлнӗ. Чӗпӗ тухнӑ вӑхӑта кайӑк йӑва ҫавӑрнӑ пек, пулас амӑшӗ те тӗпренчӗкӗ ҫут тӗнчене килнӗ тӗле йӑлтах хатӗрлеме тӑрӑшать. Декретра пушӑ вӑхӑт та ытларах, ҫавӑнпа хӗрарӑмӑн хӑйӗн аллипе мӗн те пулин тӑвас туртӑм ҫуралать. Алӑ ӗҫӗ тунин усси самаях пысӑк. Вӑл сывлӑхпа кӑмӑл-туйӑм ҫине лайӑх витӗм кӳрет, пуҫ мимин ӗҫне лайӑхлатать, астӑвӑма, алӑ моторикине аталантарать, пӗр евӗрлӗ хусканусем кӑмӑл пӑтраннине ирттереҫҫӗ.  Хальхи вӑхӑтра япаласем хаклине шута илсен, ача валли кофта,
Пресс-конференци ирттернӗ

Пресс-конференци ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мартӑн 12-мӗшӗнче журналистсемпе пресс-конференци ирттернӗ.  Унта массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакан 80 ытла ӗҫчен хутшӑннӑ. Олег Алексеевич 2 сехет те 20 минут пынӑ тӗлпулура 46 ыйту ҫине хуравланӑ. Журналистсем ыйтусене хатӗрленӗ май халӑх шухӑш-кӑмӑлне те республика Пуҫлӑхӗ патне ҫитерме тӑрӑшнӑ. Ыйтусем ытларах ҫул-йӗрпе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата социаллӑ обьектсем тӑвассипе, вӗрентӳ отраслӗпе, ҫемье тата унӑн хаклӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех пичет ӗҫченӗсене ялсенче кадрсем ҫитменни, спорт аталанӑвӗ, Раҫҫей Президенчӗ В.Путин Чӑваш Ене килсе кайни  тата ытти ыйтусем те интереслентернӗ. Олег Алексеевич пур ыйту ҫине те тулли хурав пама тӑрӑшнӑ, блокнот ҫине те ҫырса хунӑ. Ку Олег Николаевшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫӗнч
Шыв-шур ыйтӑвӗпе – канашлу

Шыв-шур ыйтӑвӗпе – канашлу

Кӑҫал хӗлле юр нумай ҫурӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтсах яман пулин те ҫурхи шыв-шура йӗркеллӗ ирттерсе яма малтанах хатӗрленмелле. Ҫак ыйтупа округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче канашлу пулса иртнӗ. Ларӑва округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Ун ӗҫне округ прокурорӗ Д.Ю.Бородов, РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмӗн начальникӗ А.К.Алексеев,  РФ потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен федераллӑ служба управленийӗн  Чӑваш Республикинчи — Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ С.Е.Петрянкина, округ администрацийӗн мобилизацилле хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ А.В.Соловьева тата территори уйрӑмӗсен начальникӗсем хутшӑннӑ. Канашлура ҫурхи шы
Ҫулталӑк учительне палӑртнӑ

Ҫулталӑк учительне палӑртнӑ

«Учитель тени вӗрентетӗп тени кӑна мар, учитель тени — вӗренетӗп тени», тесе каланӑччӗ пӗр ҫыравҫӑ. Чӑннипех те, педагогӑн ачасен умне тухас тесен нумай пӗлмелле, вӗсен кашни ыйтӑвне хуравлама хатӗр пулмалла. Ҫавӑнпа та учителӗн хӑйӗн те ӗмӗр тӑршшӗпех вӗренме тивет. Мӗн те пулин ҫӗннине пӗлес, ӑса хывас тесен вара семинарсемпе конференцисене, фестивальсемпе конкурссене хутшӑнмасӑр ниепле те май ҫук. Малалла аталанас тӗллевлисем ҫапла тӑваҫҫӗ те.    Акӑ, мартӑн 12—13-мӗшӗсенче Урмаел вӑтам шкулӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2024» республика конкурсӗн муниципаллӑ тапхӑрне округри 6 педагог хутшӑннӑ. Конкурс ҫулсерен шкулсенчи чи хастар та пултаруллӑ педагогсене пуҫтарать. Вӗсен кашнинех ӗҫтешӗсене каласа памалли тата жюрие мӗн кӑтартмалли пур. «Ҫулталӑк учителӗ» ко
«Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акци пырать

«Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акци пырать

2024 ҫулхи мартӑн 13—24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре наркотика хирӗҫле «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцин  I тапхӑрӗ иртет. Унӑн тӗллевӗ — общественноҫа наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне хирӗҫ тӑма явӑҫтарасси, профилактика ӗҫӗсем ирттересси, оперативлӑ пӗлтерӗшлӗ хыпар пухасси тата тӗрӗслесси, наркотик тыткӑнне ҫакланнӑ ҫынсене сиплес тата реабилитацилес ыйтусемпе квалификациллӗ пулӑшу, консультаци парасси. Акци шайӗнче ҫул ҫитменнисемпе ҫамрӑксем йышлӑ пухӑнакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Наркотик хатӗрӗсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫса парас, ҫамрӑксене  ҫак ӗҫе явӑҫтаракан ҫитӗннӗ ҫынсене тупса палӑртас тата уголовлӑ явап тыттарас тӗлӗшпе тимлӗҫ. Наркотикпа усӑ куракансем, сутакансем ҫинчен пӗлетӗр пулсан ҫакӑн пирки ятарлӑ службӑна хыпарлама ыйтатпӑр. Чӑваш Енри Ш