Халӑх суйлава хастар хутшӑннӑ

Мартӑн 15—17-мӗшӗсенче ҫӗршывра  Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ иртрӗ.  Вӑл виҫӗ куна тӑсӑлчӗ. Ҫӗршывӗпе пӗтӗмпе 94 пин, Чӑваш Енре 1033 суйлав участокӗ алӑкӗсене уҫнӑ. Кӑҫал халӑх, яланхи пек суйлав участокӗсене ҫитсе бюллетень илсе сассисене панипе пӗрлех, маларах заявленисем парса килтен тухмасӑрах электронлӑ майпа та сасӑлама пултарчӗ. Ҫак йӗркепе Раҫҫейри 29  регионта, ҫав шутра Чӑваш Республикинче пурӑнакансем те, усӑ курчӗҫ.

Пирӗн округра пурӑнакансем те Раҫҫей Президенчӗн суйлавне хастар хутшӑннӑ. Списока кӗртнӗ ҫынсен 97,84  проценчӗ суйлав участокӗсене ҫитсе хӑйсен сассисене  панӑ. Пӗтӗмпе  округра 36 суйлав участокӗ ӗҫленӗ.

Пӗрремӗш кунах округра пурӑнакансен 39 проценчӗ суйлава хутшӑннӑ. Суйлав участокӗсене мӑшӑрӗсемпе те, пӗтӗм ҫемйипе килекенсем те пулнӑ. Аслӑ Чурачӑкри Петровсем 6 ачипе суйлав участокне ҫитнӗ. «Вӗсем — пулас суйлавҫӑсем. Суйлав мӗнле иртнине мӗн пӗчӗкрен курса ӳсчӗр.

Ӳссен кӑмӑлтан хӑйсен граждӑнла тивӗҫне пурнӑҫлаччӑр», — тенӗ вӗсем. Мартӑн 17-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑкри культура ҫурчӗ умӗнче ял халӑхӗ хӗле ӑсатса Ҫӑварни уявне паллӑ тунӑ. Тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем пӗрле пуҫтарӑнса Ҫӑварни юррисене шӑрантарнӑ. Пылак чейпе икерчӗ ҫинӗ. Ача-пӑча шӑнкӑрав янратса лашапа катаччи чупса савӑннӑ. Суйлав кунӗсенче  округри ытти ялсенче те Ҫӑварнипе ҫыхӑннӑ мероприятисем иртнӗ.

Хырай Ӗнелӗнчи 809-мӗш суйлав участокне килекенсем хӑйсен сассисене  панӑ хыҫҫӑн ялти алӑстин Т.В.Квасован ӗҫӗсен выставкипе те  паллашма пултарнӑ. Анат Тимӗрчкассинчи 830-мӗш суйлав участокӗнче те «Умелые руки творят чудеса» выставка йӗркеленӗ. Кивӗ Сӗнтӗрти 808-мӗш суйлав участокӗнчи Раҫҫейри Ҫемье, Чӑваш Республикинчи экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсене халалласа стендсем, «Рукам работа — сердцу радость» ал ӗҫӗсен выставки те суйлава килекенсен кӑмӑлӗсене кайнӑ.

Киров поселокӗнче пурӑнакан Н.К.Скворцов, 94 ҫулта пулсан та, халӑхпа пӗрле пулма тӑрӑшать. «Суйлавҫӑ тивӗҫне пурнӑҫламаллах», — тет ветеран.

Суйлав участокӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ялсенчи граждансене ӑнӑҫлӑ сасӑлама май парас тесе куҫса ҫӳрекен суйлав участокӗсем те йӗркеленӗ.

Пӗрремӗш хут сасӑлава хутшӑнакансене пурнӑҫӗнчи ҫак паллӑ кун ячӗпе асӑнмалӑх парнесем панӑ.

Суйлав вӑхӑтӗнчи йӗркелӗхе шалти ӗҫсен пайӗн, Россгвардин ӗҫченӗсем, халӑх дружинникӗсем сӑнаса тӑнӑ.

Республикӑпа илсен халӑхӑн 74,13 проценчӗ сасӑлава хутшӑннӑ. Уйрӑмах Патӑрьел, Елчӗк, Комсомольски, Красноармейски, Тӑвай, Улатӑр округӗсенчи суйлавҫӑсем хастарлӑхпа палӑрнӑ.

Малтанхи кӑтартусемпе Раҫҫейре те, Чӑваш Республикинче те, пирӗн округра та  Владимир Владимирович Путин ытти кандидатсенчен чылай нумай сасӑ пуҫтарни паллӑ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе тӗплӗнрех хаҫатӑн ҫитес номерӗнче паллаштарӑпӑр.

Сайтсенчи материалсем тӑрӑх Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *