Понедельник, 20 мая

Машина рульне алӑран яман

Машина рульне алӑран яман

Аслӑ ӑру ҫыннисенчен чылайӑшӗ, хӑйсен  пурнӑҫӗнче темӗнле нуша-терт, йывӑрлӑх витӗр тухнӑ пулин те, ҫирӗп те тӗреклӗ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ. Акӑ, Хирти Шӑхасан ялӗнче пурӑнакан Петр Леонтьевич Автономов мартӑн 23-мӗшӗнче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума  хатӗрленет.

Петр Леонтьевич 1934 ҫулта Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ. Арҫын ача колхозра хушнӑ пӗр ӗҫрен те юлман, ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн аслисемпе пӗрле вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшнӑ.

Пӗве кӗнӗ каччӑ техникӑна питӗ килӗштернӗ, ҫавӑнпах шофер ӗҫне суйласа илнӗ. Петр 45 ҫула яхӑн машина рульне алӑран яман, 32 ҫул «Красный Октябрь» колхоз председателӗн В.А.Арсентьевӑн водителӗ пулнӑ. Ҫак хушӑра вӑл миҫе пин ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ-ши, ӑҫта кӑна ҫитмен-ши! Килтен тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тухса кайнӑ та тӗттӗмленсен ҫеҫ таврӑннӑ. Тӑрӑшулӑхӗшӗн, тӳрӗ чунпа ӗҫленӗшӗн вӑл IX, X пилӗкҫуллӑхсен ударникӗ, «Коммунизмла ӗҫ ударникӗ» хисеп паллисене тата «,ҫри хастарлӑхшӑн. В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. 

Мӑшӑрӗпе, Клавдия Николаевнӑпа, виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗрентсе, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Пур ачи те аслӑ е ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнӗ, хӑйсем юратса суйласа илнӗ профессипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пурте ҫемьеллӗ, ура ҫинче ҫирӗп тӑраҫҫӗ. Ачисем, 9 мӑнукӗпе 13 мӑнмӑнукӗ ватӑсене чунтан юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Май пур таран вӗсене тӗрлӗ ӗҫ тума пулӑшаҫҫӗ, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантараҫҫӗ. Пысӑк уяв-  сенче, канмалли кунсенче яланах ашшӗ-амӑшӗн килӗнче пуҫтарӑнса савӑнаҫҫӗ.

Хисеплӗ мӑшӑр алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатма пуҫланӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче 65 ҫул ҫитет. Ҫемье институтне ҫирӗплетес тӗлӗшпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевнӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа наградӑланӑ.

Уяв кӗрекине ларас умӗн ачисем, мӑнукӗсем Петр Леонтьевича сумлӑ юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлаҫҫӗ, ырлӑх-сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунаҫҫӗ. Хаклӑран та хаклӑ, ҫывӑх ҫыннисене хӑйсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑшӑн, вӑхӑтра ӑс парса вӗрентнӗшӗн ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.   

 В.Автономов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *