Четверг, 25 апреля

Хăрушсăрлăх йĕркисем – кашниншĕн

Хăрушсăрлăх йĕркисем – кашниншĕн

Çанталăк сивĕтсе пынă май çынсем ăшăтмалли хатĕрсемпе активлăн усă кураççĕ. Çав вăхăтрах çуртсене е хваттерсене ăшăтма юсавсăр электроприборсемпе усă курнă тĕслĕхсем те пур. Çакă вара пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Çурта ăшăтма хушма электроприборсемпе усă курни электропроводкăн ĕçне йывăрлатать. Çавăнпа та электричество пралукĕсене йĕркене пăхăнмасăр сыпăнтарнă е кивелнĕ пралуксемпе усă курнă çĕрте кĕске замыкани пулма пултарать.
Çынсенчен нумайăшĕ вĕсен кил-çуртĕнче пушар тухма пултараймасть тесе шутлать. Анчах кун пек çирĕплетсех калама юрамасть. Çулăм ан тухтăр тесен кил таврашĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла, уйрăмах электроприборсемпе ĕçленĕ чухне сыхă пулмалла. Электропралуксен, розеткăсен, сÿнтеркĕчсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Абажурсене электричество пралукĕ çине çакмалла мар, пралуксене обойсем айне хăварма, çуллă сăрăпа сăрлама юрамасть. Килтен тухса кайнă чухне йăлара усă курмалли электроприборсене чарса хăвармалла.
Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă май, кăмакасемпе усă курнă чухне пăхăнмалли хăрушсăрлăх йĕркисене те аса илтерес килет. Çунакан кăмакасене пăхсах тăмалла, кăмакана ытлашши вĕрилентерсе ямалла мар. Кăмака хутнă чухне хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă курма юрамасть.
Кăмакаран тухакан пушарсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕрремĕшĕсенче çулăм хыпса илни кăмакана тĕрĕс мар вырнаçтарса лартнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, кăмакан мăрйипе çуртăн йывăç пайĕсем хушшинче çителĕксĕр вырăн пулни е кăмака ани çывăхĕнче тимĕр листи çукки пушар сăлтавĕ пулма пултарать. Тепĕр тĕрлĕ пушарсем вара кăмакапа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнипе çыхăннă. Аса илтеретпĕр: кăмакара вутă çуннă чухне унăн алăкĕсем хупă пулмалла, кăмака ани патĕнче япала е вутă типĕтме юрамасть. Енчен те кăмака çинче çурăк асăрхасан, ăна çийĕнчех хупламалла, кăмакана хутран-ситрен шуратмалла, мăрьене хăрăмран тасатмалла.
Хăвăршăн тата çывăх çыннăрсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратас мар тесен нихăçан та вырăн çинче пирус ан туртăр, сÿнтермен пирус тĕпĕсене урайне ан пăрахăр. Енчен те пушар тухрĕ пулсан, 01 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр, пушар хуралĕн ĕçченĕсем килсе çитиччен çывăх çыннăрсене çунакан çуртран илсе тухма тăрăшăр.
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *