Четверг, 25 апреля

Эпир – хастар ачасем

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче виçĕ çул ĕнтĕ «Земляне» экоотряд ĕçлет. Ку отряд хастарĕсем макулатура пухаççĕ, сырăшсем тăваççĕ, тĕрлĕ акцисем, конкурссем ирттереççĕ, видеороликсем ÿкереççĕ, çутçанталăка упрама чĕнеççĕ. Раççей шайĕнче иртекен «На старт, экоотряд!» конкурса хутшăнса финала та тухнăччĕ вĕсем, Мускава та çитсе килнĕччĕ. 3 çул хушшинче ку отрядра ачасем те улшăнсах пыраççĕ. Кăçал отряда 14 ача çырăннă. Вĕсем те ахаль ларасшăн мар. Паянхи куна вĕсем макулатура пухаççĕ, кĕçĕннисене çутçанталăка упрама вĕрентсе тĕрлĕ вăйă ирттереççĕ.
Нумаях пулмасть вĕсем виççĕмĕш класс ачисем патне васкарĕç. Вăрман патшине вупăр вăрланă иккен. Патшана çăлас тĕллевпе экологи волонтерĕсем тата виççĕмĕшсем кроссвордсем шутларĕç, тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç. Сывă пурнăç йĕрки çинчен аса илсе  хушма  урок  ирттерес  терĕç.  Тупăшу  хĕрнĕçемĕн  хĕрсе  пычĕ. «Дружба» /командирĕ  Н.Матросов/  тата  «Космос» /командирĕ А.Филиппов/ командăсем тата  ыттисем те парăнас темерĕç. Ăмăртура ачасем «туслăх» вăйĕпе çĕнтерчĕç.
Ку мероприятие экологи волонтерĕсем Лидия Матросова, Анна Курицына, Елизавета Наумова тата Александра Федотова йĕркелесе ертсе пычĕç. Экоотряда çÿрекенсем, паллах, хăйсем çеç тăрăшнипе çутçанталăка упрас ыйтусене пĕтереймĕç. Анчах та вĕсен сăмахне шăпăрлансем илтсе юлсан, ăнланма тăрăшсан çитес ăру, тен, тавралăха ытларах юратĕ, упрĕ, сыхлĕ.
Аня КУРИЦЫНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *