Образование

Эпир – хастар ачасем

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче виçĕ çул ĕнтĕ "Земляне" экоотряд ĕçлет. Ку отряд хастарĕсем макулатура пухаççĕ, сырăшсем тăваççĕ, тĕрлĕ акцисем, конкурссем ирттереççĕ, видеороликсем ÿкереççĕ, çутçанталăка упрама чĕнеççĕ. Раççей шайĕнче иртекен "На старт, экоотряд!" конкурса хутшăнса финала та тухнăччĕ вĕсем, Мускава та çитсе килнĕччĕ. 3 çул хушшинче ку отрядра ачасем те улшăнсах пыраççĕ. Кăçал отряда 14 ача çырăннă. Вĕсем те ахаль ларасшăн мар. Паянхи куна вĕсем макулатура пухаççĕ, кĕçĕннисене çутçанталăка упрама вĕрентсе тĕрлĕ вăйă ирттереççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем виççĕмĕш класс ачисем патне васкарĕç. Вăрман патшине вупăр вăрланă иккен. Патшана çăлас тĕллевпе экологи волонтерĕсем тата виççĕмĕшсем кроссвордсем шутларĕç, тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç. Сывă пурнăç йĕрки çинчен аса илсе&nbs
Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Çак кунсенче сăнÿкерчĕксен регионти "Хĕрлĕ кĕнеке пуласлăхĕ" конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене тăватă номинацире палăртнă. 17 çул тултарман вĕренекенсем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш "а" класра пĕлÿ пухакан Максим Романов 3-мĕш вырăн йышăннă. Аслăраххисем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ Петр Родионов 2-мĕш вырăна тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн воспитателĕ Алена Родионова тĕрлĕ номинацисенче 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.  

Кашни куна зарядкăран пуçлар

Çĕнĕ куна зарядкăран пуçлани çав тери усăллă пулнине эпир мĕн пĕчĕкрен пĕлетпĕр. Зарядка вăхăтĕнче эпир пĕтĕмпех вăранса çитетпĕр, мышцăсене вăрататпăр, энергипе пуянланатпăр. Зарядкăна кашни ирех туса пыни ачана йĕркене хăнăхтарать. Çакăн пек туни шăпăрлансене хăйсен кулленхи тивĕçĕсене пурнăçлама та çăмăлтарах. Паянхи кун ача шкулта ĕлкĕрсе пыни çине унăн сывлăх шайĕ чылай витĕм кÿрет. Хальхи вĕренÿ тытăмне илес пулсан, ачан чылай вăхăт уроксем çине тăкаклама тивет. Куна пĕлсе йĕркелемесен организма йывăр килет, ача кулленхи ĕçсене вăхăтра тата туллин пурнăçлайми пулать. Çавăнпа та кашни куна зарядкăран пуçламалла. Çакă нерв тытăмне çирĕплетме те, чир-чĕртен сыхланма та пулăшать. Уроксем пуçланиччен гимнастика туни организм çине лайăх витĕм кÿрет, кĕлеткене, пуç мимине вăратма, юн çаврă

Алина Федосеева: «Ача ачаш чунлă, ăна тимлĕх кирлĕ»

Алина Михайловна воспитатель шухăшĕпе, ачасем улшăнмаççĕ, 30 çул каялла мĕнле пулнă — халĕ те çаплах, ырă кăмăллă, таса чунлă... Эсĕ хăвна мĕнле тытатăн — вĕсем те сана çавăн пекех хаклаççĕ. "Çак профессие суйланăшăн пĕрре те ÿкĕн-местĕп. Халĕ ĕнтĕ, 33 çул ĕçленĕ хыççăн, хама урăх ĕçре курмастăп та. Пытармастăп, ачасемпе ĕçлеме çав тери кăсăклă. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл. Шăпăрлансем тĕрлĕ вăйăсене, конкурссене, фестивальсене, ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах пулма тăрăшаççĕ, — терĕ сăмах пуçарса Алина Федосеева. Вăл — "Смешарики" кĕçĕн ушкăнăн воспитателĕ. Ачасем пирки калаçнă май унăн сăн-пичĕ çуталса, илемленсе пычĕ. Унра ырăлăх, ăшпиллĕх тапса тăни палăрчĕ. "Хитре кăмăлĕпе вĕттисене кăна мар, аслăраххисене хăй патне туртать ĕнтĕ вăл", — шухăшларăм эпĕ. "

«Ÿсĕм вырăнĕ» хута кайрĕ

Хальхи вăхăтра вĕренÿ тытăмĕнче ачасене пысăк пахалăхлă пĕлÿ парассине, тĕрлĕ енлĕн аталантарассине, çĕнĕ технологисемпе усă курма вĕрентессине мала хураççĕ. Пур енĕпе те ăнăçлăн ĕлкĕрсе пыни професси суйлассине чылай çăмăллатĕ, паянхи цифра технологийĕсен ĕмĕрĕнче çĕнĕлĕхсенчен айккинче тăрса юлни, паллах, усă кÿмест. Çак кунсенче "Паянхи шкул" проектпа килĕшÿллĕн республикăри 40 вĕренÿ учрежденийĕнче цифра тата гуманитари профилĕсен "Ÿсĕм вырăнĕ" вĕренÿ центрĕсем уçăлнă. Хĕрĕх шкул шутне пирĕн районти Комсомольски 2-мĕш, Урмаел тата Тукай Мишер вăтам шкулĕсем те кĕнĕ. Сентябрĕн 24-мĕшĕнче вĕсенче хушма вĕренÿ центрĕсем хута кайрĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансене çак пулăмпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов килсе çитрĕ. Вăл вĕренекенсене активлă

Ырă çын ырă тăвать

Паянхи кун нумайăшĕ хăйĕн çинчен çеç шутлать, хăй çеç лайăх пурăнма тăрăшса таврари çынсене асăрхамасть те. Хăш чухне вара кÿршĕре пурăнаканах пирĕнтен пулăшу кирлĕ. Çынна пулăшма нумай та кирлĕ мар, ăшă сăмахпа хавхалантарни те тепĕр чухне ылтăнран хаклă. Августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен районта "Вĕренме кайма пулăш" ыр кăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Ăна йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Акци вăхăтĕнче районти халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çемьене тата ачасене пулăшакан уйрăмĕн ĕçченĕсем çул çитменнисен прависене хÿтĕлекен комиссипе пĕрле шкул валли япаласем пуçтарассине йĕркеленĕ. Ыр кăмăллăх акцине районта пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Уйăхлăх вăхăтĕнче канцеляри таварĕсен 19 пуххине, 2 шкул ранецне,

Кăмăлĕ те, тĕллевĕ те çирĕп

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра ăс пухма тытăннă Аня Матросова тăван чĕлхене юратать. Мĕншĕн тетĕр-и? Хĕрача тăван чĕлхепе çав тери таса калаçать çеç мар, вулама кăмăллă, илемлĕ статьясем шăрçалать, тĕрлĕ социаллă сетьсенче те чăн чăваш чĕлхипе çырать. Шăпах унăн статйисене интернетра вуланă хыççăн "куç хыврăмăр" ăна. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Аня пире тăтăшах шкул пурнăçĕпе паллаштаратчĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех материалсем шăрçаласа яратчĕ. Ĕçе пĕлсе, вăр-вар пурнăçлакансене вара эпир яланах хавас, çуллахи каникулта хĕре "Каçал ен" хаçат редакцине ĕçлеме чĕнтĕмĕр. Икĕ уйăх ытларах ĕçленĕ хушăра "Каçал ен" хаçат тусĕсене вăл чылай материалпа паллаштарма ĕлкĕрчĕ, нумай çĕре çитсе курчĕ. Пĕрремĕш утăмсене тума кам хавхалантарнă-ха ăна? — Вăтам шкулти воспитани енĕпе тимлекен директ

Александр Яшков — Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче

Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă линейка хыççăн Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче тĕлпулу иртрĕ. Çакна Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пуçарса янă "Классные встречи" проектпа килĕшÿллĕн йĕркелерĕç. Кунта шкул ачисем паллă çынсемпе паллашма тата вĕсене ыйтусем пама пултараççĕ. Сентябрĕн 2-мĕшĕнче çак шкула чăвашсен паллă блогерĕ Александр Яшков Богатырь/ килсе çитрĕ. Тĕлпулăва пресс-центрăн волонтерĕ Аня Матросова йĕркелесе ертсе пычĕ. Калаçăва чăн малтанах Александр ăçтан, мĕнле çемьере çуралса ÿсни çинчен пуçларĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ÿссен те тĕрлĕ енлĕ аталанма пулать иккен. Акă Александр кашни кун социаллă сетьсене хăй мĕн туни çинчен постсем, сăнÿкерчĕксем, видеосем лартатăп тесе ĕмĕтленнĕ. Çакăнтан пуçланса кайнă та блогер ĕçĕ. Ытларах видеосене ял пурнăçĕ çинчен ÿкерет, мĕншĕн тесен кашниех ял пу
Интернет сиен ан кÿтĕр

Интернет сиен ан кÿтĕр

Çамрăксен социаллă тата ĕç адаптацийĕн "Перекресток" центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтĕр "Ачасем тата сетьсем" проекта пурнăçа кĕртме 497 пин ытла тенкĕлĕх Президент грантне çĕнсе илнĕ. Проекта кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен республика территорийĕнче пурнăçламалла. Вăл Чăваш Енри 20 муниципаллă пĕрлешĕвĕн вĕренÿ организацийĕсене пырса тивет. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра çамрăксен 95 проценчĕ пушă вăхăтне интернетра ирттернĕ май, сетьри хăрушсăрлăх питĕ çивĕч ыйту пулса тăрать. "Ачасем тата сетьсем" проектăн тĕллевĕ — ачасен ашшĕ-амăшне "тĕнче тетелĕ" мĕнле хăрушлăх кăларса тăратни çинчен пĕлтересси, ачасене виртуаллă хутшăнусен хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентесси. Çитĕннисенчен хăшĕ-пĕрисем социаллă сетьсемпе п

Урока йыхравлать шăнкăрав

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланни — питĕ хумхантаракан та савăнтаракан уяв. Уйрăмах пĕлÿ çурчĕн алăкне пĕрремĕш хут уçса кĕрекенсем çак куна тахçанах кĕтнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ шкул форми туянса якатса хунă, чечек çыххи хатĕрленĕ, ирпе ирех тăрса хăйсен сăн-сăпатне тирпей-илем кĕртнĕ... Сентябрĕн 2-мĕшĕнче районти шкулсенче ăс пухакансем пĕрремĕш шăнкăрав линейкине пуçтарăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне çитсе вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Кăçал çак шкулта пуçласа парта хушшине ларакансем — 52 ача. Александр Николаевич çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче лайăх паллăсемпе çеç вĕренме, хастарлăхпа палăрма сунчĕ. Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова та вĕрентекенсен, шкул ачисен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, ачасене пĕлĕвĕсене тарăнлатма, м