Четверг, 18 апреля

Образование

Шкулăн историйĕ пуян

Нумаях пулмасть Анат Тимĕрчкасси шкулĕ хăйĕн 125 çулхи юбилейне паллă турĕ. Паян хаçат вулаканĕсене шкулăн историйĕпе кĕскен паллаштарасшăн. Анат Тимĕрчкасси шкулĕ чăннипех те пуян историллĕ. 1894 çулта ялта чиркÿ-прихут шкулĕ уçăлать. Унччен Тимĕрчкасси ачисем вĕренме Чурачăка е Шурута çÿренĕ. Ĕçлеме пуçланă çулсенче шкулăн хăйĕн ятарлă çурт пулман. Малтан А.Толстовăн, кайран Е.Черновăн çурчĕсенче вĕрентнĕ. Ачасене вĕрентме Чурачăк пачăшкине лартаççĕ. 1900 çулта ял çыннисен укçи-тенкипе шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Унта Тури Тимĕрчкасси ялĕн шăпăрланĕсем те вĕреннĕ. 1917 çулта Тури Тимĕрчкасси ялĕнче земство шкулĕ ĕçлеме пуçлать. 1958 çулта ăна хупаççĕ, Анатри 7 çул вĕренмелли шкулпа пĕрлештереççĕ. 1934 çулччен Анат Тимĕрчкассинчи шкул пĕрремĕш сыпăклă шутланнă, çак çултан тулли мар вăтам

Йывăç лартакансен пуласлăх пысăк

Шкул ачи уроксем хыççăн шăматкуна мĕнле ирттерет-ши? Паллах, канма, сенкер экран çине пăхма, телефонпа ларма, çывăрма, уçăлса çÿреме пултарать. Пирĕн шкул ачисем хушшинче вара йывăç лартма кăмăллакансем те пур. Шăпах вĕсем юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче "Йывăç кунне" ирттерчĕç. Тукай ялĕнчи кану паркĕнче маттурскерсем пĕр сехет хушшинче 100 йывăç хунавĕ лартма пултарчĕç. Йышпа ĕçлеме çав тери аван. Ĕçленĕ хушăра шÿтлесе илсе кулма та пулать. Кăшт вараланни вара темех мар. Кашниех киле савăк кăмăлпа кайрĕ, ырă ĕç туни вĕсен асĕнчен тухмĕ. Арçын ачасем шăтăксем чаврĕç. Хĕрачасем хунавсене лартса пычĕç. Пире пулăшма ял старости Александр Курицын та килсе çитрĕ. "Çакăн пек çамрăксем пур чухне пурнăç пĕтмĕ, пирĕн пуласлăх пур", — терĕ вăл ачасене хавхалантарса. Ачасен ушкăнĕ тăван яла кăштах та пулин

Шкулăн сумлă юбилей

Иртнĕ эрнере Анат Тимĕрчкасси шкулĕ 125 çул тултарнине паллă турĕ. Хисеплĕ хăнасем, тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ, вĕреннĕ çынсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем тулли кăмăлпа тăван шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Анат Тимĕрчкасси шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Çак шкултан пултаруллă нумай çын вĕренсе тухнă. Вĕсен хушшинче ученăйсем те, ертсе пыракансем те, техника çыннисем те, çĕр ĕçченĕсем те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те, артистсем те, спортсменсем те, журналистсем те, врачсем те, вĕрентекенсем те, композиторсем те тата ыттисем те. Пурне те каласа тухма та çук. Шкулăн 125 çулхи юбилейне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Го

«Каçал ен» хаçат парнисемшĕн ăмăрту

Октябрĕн 11-мĕшĕнче, эрнекун, «Каçал ен» хаçат парнисемшĕн эстафетăлла ăмăртусем иртеççĕ, çуллахи спорт сезонĕ хупăнать. Ăмăртусем «Кĕтне» ФСК стадионĕнче пулĕç, 13 сехетре пуçланать. Çак ăмăртусене тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем пилĕк ушкăнра пулаççĕ. Пĕрремĕш ушкăн: ача сачĕсене çÿрекенсен команди. Вĕсен командинче — 6 çын /3 арçын ача, 3 хĕрача/. Пурте 100 метра чупаççĕ. Иккĕмĕш ушкăн: вăтам шкулсен командисем. Вĕсен командинче — 6 çын /3 арçын ача, 3 хĕрача/. Пурте 400 метра чупаççĕ. Виççĕмĕш ушкăн: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем. Вĕсен командинче — 6 çын /3 арçын ача, 3 хĕрача/. Пурте 400 метра чупаççĕ. Тăваттăмĕш ушкăн: предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял поселенийĕсен командисем. Кашни командăра — 4 çын /2 арçын, 2 хĕрарăм/. Арçынсем те,

Тавах сана, вĕрентекен

Урамра кĕркунне хуçаланать. Сарă хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнчен вăрттăн курăнса ăшшине çĕр çине сапалать, хĕрлĕ, сарă çулçăсем кĕрхи çилпе вальс ташланăн çаврăнаççĕ. Çак илемлĕ çутçанталăк вăхăтĕнче пире пĕлÿ тĕнчине алăран çавăтса кĕрекенсем, тивĕçлĕ воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларакансем — учительсем — хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак кунсенче районти шкулсенче вăй хуракан педагогсем Комсомольскинчи культура çуртне уява пуçтарăнчĕç. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев, РФ халăх вĕренĕвĕн тата ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Комсомольскинчи уйрăмĕн председателĕ Николай Белков та хутшăнчĕç. Александр Осипов учительсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламла

Асра юлмалли кун

Иртнĕ шăматкун Вĕрентекен кунне паллă турăмăр. Çак уява вĕрентекенсем кăна мар, ачасем те юратаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Çак кун педагогсем вырăнне ачасем ĕçлеççĕ, учительсем шкул парти хушшине лараççĕ. Çĕнĕ вĕрентекенсем, 9—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем, уроксем усăллă иртчĕр тесе тăрăшрĕç. Вĕсем ăнланаççĕ, учитель ĕçĕ çăмăллисен йышĕнчен мар. Çамрăк вĕрентекенсем кăшт хумханни курăнчĕ. Апла пулин те уроксенче вĕренме кăмăллă пулчĕ. Татьяна Алексеевна Матросова директор педсовет та ирттерчĕ. Вăл вĕрентекенсемпе вăйă вылярĕ. Вĕрентекенсем хăйсен ачалăхне аса илчĕç, ĕçпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç. Уроксем хыççăн вара вĕрентекенсене хаваслă концертпа савăнтартăмăр. Аня ШЕСТАКОВА. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ.  

Юрататăп, савăнатăп, мăнаçланатăп

Учитель кунне уявланă май манăн куçсем умне чи малтанхи вĕренекенсен сăнарĕсем тухса тăраççĕ, вĕсене манăн тав сăмахĕсем калас килет. Ачасен юратăвĕ, тăрăшулăхĕ, тавракурăмĕ мана хам суйласа илнĕ ĕçе юратма, аталантарма пулăшрĕç. Мĕнпе кăна кăсăкланмарĕç-ши вĕсем? Артистсем, художниксем, композиторсем, тĕнчери, çĕршыври паллă çынсем, ташăçăсем... Виçĕ çул пĕрле утрăмăр илемлĕх тĕнчи тăрăх. Вĕсем вĕренсе пĕтернĕренпе 56 çул иртрĕ, унтан 20 çул хыççăн тĕл пулнăччĕ, халĕ, кăçал, 36 çул хыççăн тĕл пултăмăр. Чылаăшĕ учитель профессине суйласа илнĕ, ку мана çав тери савăнтарать. Тукай каччи Геннадий Алексеевич Уткин Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, кунтах Аслă Чурачăк каччи Николай Васильевич Тумаланов та вĕреннĕ. Иккĕшĕ те пултаруллă ĕçченсем. Геннадий Алексеевич шкулта та, хаçатра та ĕçле

Людмила Павловна Алексеева: «Ачасене хамăн мăнуксене юратнă пекех юрататăп»

Учитель пулмах çуралнă, тесе калас килет Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Л.П.Алексеева пирки. Вăл ирсерен савăк кăмăлпа юратнă ĕçне васкать, кашни ачапа ăшшăн сăмахласа пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрет. Людмила Кĕçĕн Каçал ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ялти 8 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн вăл Канашри педагогика училищине çул тытнă. Ăна ăнăçлăн пĕтернĕ хыççăн çамрăк специалист Комсомольски вăтам шкулĕнче аслă вожатăйра тăрăшма пикеннĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах çамрăк хĕр пĕлĕвне тарăнлатма шутланă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППИне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Людмила Павловна аслă вожатăйра виçĕ çул ĕçленĕ. "Çамрăк пулнă, ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ. Йывăрлăхсем те, паллах, пулман мар. Тин ĕçе пикеннĕ специалистăн опыт çук, апла пулин те ĕçлес, нумайрах çĕннине пĕлес, ç

Эпир – хастар ачасем

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче виçĕ çул ĕнтĕ "Земляне" экоотряд ĕçлет. Ку отряд хастарĕсем макулатура пухаççĕ, сырăшсем тăваççĕ, тĕрлĕ акцисем, конкурссем ирттереççĕ, видеороликсем ÿкереççĕ, çутçанталăка упрама чĕнеççĕ. Раççей шайĕнче иртекен "На старт, экоотряд!" конкурса хутшăнса финала та тухнăччĕ вĕсем, Мускава та çитсе килнĕччĕ. 3 çул хушшинче ку отрядра ачасем те улшăнсах пыраççĕ. Кăçал отряда 14 ача çырăннă. Вĕсем те ахаль ларасшăн мар. Паянхи куна вĕсем макулатура пухаççĕ, кĕçĕннисене çутçанталăка упрама вĕрентсе тĕрлĕ вăйă ирттереççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем виççĕмĕш класс ачисем патне васкарĕç. Вăрман патшине вупăр вăрланă иккен. Патшана çăлас тĕллевпе экологи волонтерĕсем тата виççĕмĕшсем кроссвордсем шутларĕç, тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç. Сывă пурнăç йĕрки çинчен аса илсе&nbs
Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Çак кунсенче сăнÿкерчĕксен регионти "Хĕрлĕ кĕнеке пуласлăхĕ" конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене тăватă номинацире палăртнă. 17 çул тултарман вĕренекенсем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш "а" класра пĕлÿ пухакан Максим Романов 3-мĕш вырăн йышăннă. Аслăраххисем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ Петр Родионов 2-мĕш вырăна тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн воспитателĕ Алена Родионова тĕрлĕ номинацисенче 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.