Алина Федосеева: «Ача ачаш чунлă, ăна тимлĕх кирлĕ»

Алина Михайловна воспитатель шухăшĕпе, ачасем улшăнмаççĕ, 30 çул каялла мĕнле пулнă — халĕ те çаплах, ырă кăмăллă, таса чунлă… Эсĕ хăвна мĕнле тытатăн — вĕсем те сана çавăн пекех хаклаççĕ.
«Çак профессие суйланăшăн пĕрре те ÿкĕн-местĕп. Халĕ ĕнтĕ, 33 çул ĕçленĕ хыççăн, хама урăх ĕçре курмастăп та. Пытармастăп, ачасемпе ĕçлеме çав тери кăсăклă. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл. Шăпăрлансем тĕрлĕ вăйăсене, конкурссене, фестивальсене, ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах пулма тăрăшаççĕ, — терĕ сăмах пуçарса Алина Федосеева.
Вăл — «Смешарики» кĕçĕн ушкăнăн воспитателĕ. Ачасем пирки калаçнă май унăн сăн-пичĕ çуталса, илемленсе пычĕ. Унра ырăлăх, ăшпиллĕх тапса тăни палăрчĕ. «Хитре кăмăлĕпе вĕттисене кăна мар, аслăраххисене хăй патне туртать ĕнтĕ вăл», — шухăшларăм эпĕ. «Тÿперен аннă тейĕн унăн ытарайми чунĕ» каларăш шăпах Алина Михайловна пирки.
– Хăй вăхăтĕнче йăлтах алăпа çыраттăмăр, ачасене кĕнекесенчен ÿкерчĕксем тупса кăтартаттăмăр. Е вĕренÿ хатĕрĕсене хамăр ÿкерсе тăваттăмăр — ун чухне компьютер пулман. Самана улшăннă, тĕрлĕ техника аталаннă май пирĕн программа та çĕнелсех пырать. Паян эпир кун-çул уттинчен юлмасăр аталанатпăр, — терĕ вăр-вар воспитатель.
Алина Михайловна воспитатель пулма мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Маттур хĕр пĕлĕвне Çĕмĕрлери педагогика училищинче тарăнлатнă. 1986 çулта «Колосок» ача садне ĕçе кÿлĕннĕ те унтанпа шаннă ĕçре тăрăшать. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ ачана тивĕçлĕ воспитани панă пулĕ. Вăл пирвайхи хут йышăннă ачасем çемьеленнĕ, ачисем Алина Михайловна патнех çÿресе, воспитани илнĕ, шкулта вĕренеççĕ.
Алина Михайловнăпа Ирина Васильевна ертсе пыракан ушкăна 27 ача çÿрет. Воспитательсем ачасен кун йĕркине кăмăла каймалла йĕркелеме тăрăшаççĕ. Ирхи кÿлĕм уçă сывлăша тухаççĕ, апатланаççĕ, тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ. Кун каçа тĕрлĕ кăсăклă кĕнекесем вулма та, шутлама та, вăйăсенче выляма та вăхăт çителĕклĕ. Воспитательсен тивĕçĕ — ачасене пуçламăш пĕлÿ парасси, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарасси, пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнма вĕрентесси.
«Ĕмĕчĕ манăн çавах. Ачасене садикрен кăларасси, шкула кайма вăй çитнĕ таран хатĕрлесси. Хамăн ĕмĕрте çиччĕмĕш ушкăна кăларатăп ĕнтĕ», — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Алина Михайловна. Пĕчĕк «тĕнчери» пĕчĕк «çĕршывпа» тулли кăмăлпа сывпуллашрăм. Пултаруллă` воспитатель патĕнче воспитани илнĕ ачасенчен ырă, ĕçчен, пултаруллă çынсем пулаççех.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *