Пятница, 26 апреля

Образование

Маттур педагог

Тĕнчере професси нумай. Пĕр-пĕр профессине алла илес тесен ятарлă пĕлÿ илмелле. Малтан шкултан вĕренсе тухмалла. Учитель çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни куçкĕрет. Вăл ачасене тĕрлĕ предметсене вĕрентнисĕр пуçне обществăра, тантăшсемпе хутшăнма вĕрентет. Пĕрремĕш учитель вара шкула пуçласа килекен ачасемшĕн «иккĕмĕш анне» вырăнĕнчех. Унăн професси пахалăхĕсенчен шкул алăкне пуçласа уçакан ачасен малашлăхĕ тÿрремĕн килет. Оксана Николаевна Копташкина Асанкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Вăл Елизавета Ивановнăпа Николай Васильевич Даниловсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи ялти хисеплĕ çемьесен шутĕнче. Учительте ĕçлекен ашшĕне тата хăйĕн пĕрремĕш учительне, Зинаида Бурмаковăна, тĕслĕхе хурса Оксана пĕчĕкренех ачасене вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Пуçласа пĕлÿ тĕнчипе паллаш
Паянхи предприниматель мĕнле пурăнать?

Паянхи предприниматель мĕнле пурăнать?

Октябрĕн 16-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче «Манăн бизнес» форум иртрĕ. Унта республикăри «Манăн бизнес» центрăн представителĕсем районăн ертÿлĕхĕпе, вырăнти предпринимательсемпе тата çамрăксемпе тĕл пулса паянхи кун харпăр ĕçне тытса пыракансене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, коронавирус пандемине пула кăçал предпринимательсен чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тиврĕ. Çавна май хăйсен ĕçне хупакансем те пулчĕç. «Манăн бизнес» центрăн представителĕсем паянхи кун предпринимательсем патшалăх кÿрекен мĕнле пулăшусемпе усă курма пултарни çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Чи малтанах «Манăн бизнес» урлă çăмăллăхлă кредит илме пулни çинчен калаçу пычĕ. Çак кредитăн проценчĕсем пĕчĕк. Ăна илес тесен районти нумай функциллĕ центр урлă та заявка пама пулать. Хальхи çăмăл мар лару-тăрура

Палăксене тирпейлени – паттăрсене манманни

Çулсерен шкул ачисем ялсенче палăксен таврашĕсене тирпейлесе тăраççĕ. Кăçал усал вируса пула халăхпа кар тăрса ку ĕçе тума май пулмарĕ. Апла пулин те çĕршыва хÿтĕлесе пурнăçне шеллемен салтаксене эпир асрах тытатпăр. Çĕнтерÿ палăкĕ умне те тирпейлесе тăма тăрăшатпăр. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем кăçал та асăну вырăнне темиçе хутчен те пухăнчĕç. Ултă-çичĕ ача та тăваять иккен ку ĕçе, халăхпа пухăнмасăрах. Халĕ те ак палăк таврашне çум-курăкран тасатрăмăр. Чечексем лартса хăвартăмăр. Иртен-çÿрен вăй сунса хăварни те хавхалантарчĕ пире. Хăш-пĕри тата ыйту паракан та тупăнчĕ. «Кам хушрĕ сире кунта ĕçлеме?» — тесе ыйтсан, эпир малтан ним хуравлама пĕлмерĕмĕр. Ара, палăк умне тухса тирпейлеме, чечек ÿстерме /е асăнса хума/ кам хушасса кĕтмелле-ха? Ку палăка пирĕн мăн асатте-асаннесене

Маттур çынсен уявĕ

Нумаях пулмасть çĕршывра Вĕрентекенсен кунне паллă турĕç. Вăл — пултаруллă та тĕлĕнтермĕш, çирĕп те çепĕç, ăслă вĕрентекенсен уявĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те ку пулăмран юлас темерĕç. Вĕсем те, ытти шкул ачисем пекех, аслă ăрури çынсене ырă кăмăл парнелеме шут тытрĕç. Анчах та кăçал коронавируса пула вăл урăхларах иртрĕ. Малтанах пиллĕкмĕш класс хастарĕсем вĕрентекенсене илемлĕ концертпа саламларĕç. Ун хыççăн шкул активисчĕсем лотерея выляттарчĕç. Кашни вĕрентекен хăйне валли асăнмалăх парне выляса илме пултарчĕ. Пĕр кунлăх «шкул директорĕ» Снежана Петрова учительсемпе педканашлу ирттерчĕ. Каярах вĕрентекенсене «Поле чудес» интеллект вăййи выляттарчĕ. Тĕп парнене — РДШ пледне — математика предметне вĕрентекен Любовь Александровна Наумова çĕнсе илчĕ. Ытти вĕрентекенсем т

Ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр

Ĕмĕрлĕхех хăвна килĕшекен ĕç тупни — кирек камшăн та пысăк телей. Пĕриншĕн ку ăнсăртран килсе тухать, тепри мĕн пĕчĕкренех хăй кам пулассине пĕлет. Шăпах çакăн пек çын тесе шутлатăп эпĕ хамăн пирки. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр... Манăн шăпана эсĕ пирĕшти пек кĕрсе юлтăн. Чылай çул иртрĕ пулин те пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш кун шкула кайни, пĕрремĕш вĕрентекен асран тухмаççĕ. Зинаида Васильевна Бурмакова — манăн чи юратнă вĕрентекен. Вăл ирттернĕ уроксем паянхи кун та куç умне тухаççĕ. Кашни урока интереслĕ, хăйне евĕр йĕркелетчĕ, темăна кашни ачана ăнланмалла каласа паратчĕ. Мĕн пĕчĕкрен, Зинаида Васильевна пек, вĕрентекен пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕт пурнăçланнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Чунри ачашлăхне, юратăвне йăлтах ачасене панă вăл. Пуçласа парта хушшине ларнисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕмелле,
Вăхăта усăллă ирттеретпĕр

Вăхăта усăллă ирттеретпĕр

Хаваслă та шавлă çу кунĕсем хыçа юлчĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа ачасем парта хушшине ларчĕç. Умра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Çак кунсенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Пĕлетĕр-и эсир Чăваш çĕршывне?» ятпа викторина иртрĕ. Чи малтанах ачасем «Чăваш Республики. Иртни. Хальхи. Пуласси» темăпа куçăмсăр майпа çул çÿреве тухрĕç. Ку, паллах, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă. Ачасем Чăваш Енре çуралса ÿснĕ паллă çынсемпе паллашрĕç, тĕп хуламăрти истори палăкĕсем патне куçăмсăр майпа çитсе курчĕç. Çул çÿрев вăхăтĕнче Чăваш çĕршывĕн историйĕпе, культурипе, литературипе паллашрĕç. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвĕсене пуянлатрĕç. Викторина ыйтăвĕсем те тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: авалхи чăвашсен тĕнчи, вĕсен тумтирĕ, йăли-йĕрки, уявĕсем, апат-çимĕçĕ тата ытти те. Ачас

Ачасен çывăх тусĕ – воспитатель

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче воспитательсем тата шкулчченхи вĕренÿ ĕçченĕсем профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă пепкесене ача садĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Ачасене пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле пурнăçлама та воспитательсем пуçласа хăнăхтараççĕ, обществăра хăйсене тытма вĕрентеççĕ. Çак ĕçре чăннипех те ачасене чун-чĕререн юратакан çынсем çеç тăрăшма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри —«Пучах» ача садĕнче 22 çул ытла тăрăшакан Наталия Пантелеймоновна Долгова. Наталия Пантелеймоновна ача садне кашни кунах тулли кăмăлпа утать. Ачасене яланах хаваслăн кĕтсе илет, йĕрекенсен кăмăлне самантрах çавăрса ярать. Пĕчĕкскерсемпе яланах пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупать. Ахальтен мар вăл ĕçлекен ушкăнри пепкесем ача садне савăнса çÿреççĕ. «Пучах» ач

Илемлĕ тавралăхшăн

Тăван тавралăх илемлĕ те хăтлă пулсассăн епле аван. Уçăлса çÿреме те, вăрмана кăмпана, çырлана, юханшыв хĕррине пулла кайма та кăмăллăрах. Çапла вĕт; Чылай чухне кирлĕ-кирлĕ мар пăрахнине асăрхатăн та еплерех кăмăл хуçăлать. Çÿп-çап урамра та, çырансем хĕрринче те, вăрманта та чылай. Ăçта кăна ывăтмаççĕ-ши ăна? Пăрахакансем нумай, пуçтаракан вара сахал. Мĕншĕн-ши çын тав тери çутçанталăка варалама пуçларĕ? Кун пирки мĕн чухлĕ калаçаççĕ, çыраççĕ... Усси çавах сахал. Хăшĕсем çеç кирлĕ мар çÿп-çапа пуçтарма ÿркенмеççĕ. Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсенех илер. Маттурскерсем çак кунсенче 120 килограмм ытла кирлĕ мар япала пухнă. Экоушкăн членĕсем йăмăкĕсемпе, аппăшĕсемпе, шăллĕсемпе пĕрле хăйсем пурăнакан урама тирпейлĕх кÿнĕ. Вутланта пурăнакан Настя Сергеева 2 михĕ ытла çÿп-çап пух

«Ÿсĕм вырăнĕ» çитĕнÿсем тума пулăшĕ

«Шкулта вĕреннĕ вăхăт кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Шăпах кунта ача вулама-çырма вĕренет, пĕлÿ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тăвать, çитĕнсе çитсе анлă пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленет. Шкулта ăс пухнă вăхăтрах тĕрлĕ енлĕ хушма пĕлÿ илме, пултарулăха аталантарма пултарни мĕн тери паха пулнине палăртрĕç Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне Цифра тата гуманитари профилĕллĕ "Ÿсĕм вырăнĕ" центра уçма пуçтарăннисем. Пĕлтĕр çакăн пек центрсем Комсомольски 2-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче уçăлнăччĕ. Вĕсем ачасемшĕн питĕ усăллă пулнине, вĕренĕве кăсăклă, çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса йĕркелеме май панине кăтартса пачĕç. Кăçал вара Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче те çакăн пек центр уçăлнине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хапăлласах йышăнчĕç. Савăнăçлă мероприятие район администрац
Лайăх вĕрентĕр тесен

Лайăх вĕрентĕр тесен

Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисем лайăх вĕренсен, тăрăшуллă та активлă пулсан, паллах, савăнать. Анчах та шкула кайма пуçласан пурин те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Пĕрисем вĕсене çăмăллăнах парăнтараççĕ, теприсен вара чăрмавсем пулаççех. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн питĕ чăтăмлă пулмалла. Ача шкула кайма хатĕррине кăтартакан тĕп паллă — вăл тĕрĕс, лайăх калаçни. Çуралсанах ача тĕрлĕ сасăсене илтет, вĕсене уйăрма хăнăхать. Майĕпен вăл аслисен калаçăвне ăнланма пуçлать, хăй те уйрăм сăмахсем калама пикенет. Пепкен калаçăвне аталантарма кĕске сăвăсем, юрăсем пулăшаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ сасăсене евĕрлеме хавхалантараççĕ. Унсăр пуçне пĕр сасăсене, пĕр сăмахсене темиçе хутчен калани сасăсен ăнкарăвне аталантарать, сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене ас туса юлма пулăшать. Çавăнпа та пепкене çывăрттарнă чухне юрăсем юрлам