Маттур çынсен уявĕ

Нумаях пулмасть çĕршывра Вĕрентекенсен кунне паллă турĕç. Вăл — пултаруллă та тĕлĕнтермĕш, çирĕп те çепĕç, ăслă вĕрентекенсен уявĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те ку пулăмран юлас темерĕç. Вĕсем те, ытти шкул ачисем пекех, аслă ăрури çынсене ырă кăмăл парнелеме шут тытрĕç. Анчах та кăçал коронавируса пула вăл урăхларах иртрĕ.
Малтанах пиллĕкмĕш класс хастарĕсем вĕрентекенсене илемлĕ концертпа саламларĕç. Ун хыççăн шкул активисчĕсем лотерея выляттарчĕç. Кашни вĕрентекен хăйне валли асăнмалăх парне выляса илме пултарчĕ.
Пĕр кунлăх «шкул директорĕ» Снежана Петрова учительсемпе педканашлу ирттерчĕ. Каярах вĕрентекенсене «Поле чудес» интеллект вăййи выляттарчĕ. Тĕп парнене — РДШ пледне — математика предметне вĕрентекен Любовь Александровна Наумова çĕнсе илчĕ. Ытти вĕрентекенсем те парнесĕр юлмарĕç.
Çав кун пурте тенĕ пек вĕрентекен вырăнĕнче пулса курчĕç. Шкул ачисем хăйсен класĕсенче уроксем ирттерчĕç.
Коронавируса пула уяв ирттерме çăмăлах пулмарĕ, анчах Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисемпе вĕрентекенсем ку йывăрлăха парăнтарма пултарчĕç.
А.КУРИЦЫНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *