Пятница, 19 апреля

Паянхи предприниматель мĕнле пурăнать?

Паянхи предприниматель мĕнле пурăнать?

Октябрĕн 16-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче «Манăн бизнес» форум иртрĕ. Унта республикăри «Манăн бизнес» центрăн представителĕсем районăн ертÿлĕхĕпе, вырăнти предпринимательсемпе тата çамрăксемпе тĕл пулса паянхи кун харпăр ĕçне тытса пыракансене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, коронавирус пандемине пула кăçал предпринимательсен чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тиврĕ. Çавна май хăйсен ĕçне хупакансем те пулчĕç. «Манăн бизнес» центрăн представителĕсем паянхи кун предпринимательсем патшалăх кÿрекен мĕнле пулăшусемпе усă курма пултарни çинчен тĕплĕн каласа пачĕç.
Чи малтанах «Манăн бизнес» урлă çăмăллăхлă кредит илме пулни çинчен калаçу пычĕ. Çак кредитăн проценчĕсем пĕчĕк. Ăна илес тесен районти нумай функциллĕ центр урлă та заявка пама пулать. Хальхи çăмăл мар лару-тăрура вăл ал-урана çавăрса яма пулăшĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Денис Спирин пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче республикăра туризм кластерне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн районта вара ку енĕпе ĕçсем ирттермеççĕ-ха. Ĕçлекен предпринимательсене, хăйсен ĕçне уçма палăртакан çынсене, çамрăксене вăл çакăн тавра шутласа пăхма сĕнчĕ. Унсăр пуçне, пирĕн район ял хуçалăхĕ енĕпе аван ĕçлесе пынине кура, ял хуçалăх продукцине туса илни çинче чарăнмалла маррине, туса илнĕ чĕр тавара тирпейлесе унран хатĕр продукци туни пысăк тупăш илме май панине палăртрĕ. Министерство ку енĕпе яланах пулăшу кÿме хатĕррине пĕлтерчĕ.
Форума пухăннисене пăшăрхантаракан ыйтусем нумай пулчĕç. Вĕсенчен чи çивĕччи — налуксене çĕнĕ йĕркепе шутласа пани. Çапла майпа предпринимательсен бизнес валли усă куракан çурт-йĕрĕн налук шайĕ кăçал пĕлтĕрхинчен темиçе хут ÿснĕ. Çакă, паллах, хăйсен ĕçне тытса пыракансене питĕ хумхантарать. Унран та ытла, кăçал пандемие пула чылайăшĕ пĕлтĕрхи чухлĕ тупăш та илеймен-çке. Форумра çак ыйтусене туллин сÿтсе яврĕç, лару-тăрăва çăмăллатмалли мелсем тавра калаçрĕç.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *