Понедельник, 29 апреля

Культура

«Чăваш ялĕн илемĕ» ята Татьяна Макарова тивĕçрĕ

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче Комсомольскинчи Культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерствипе республикăри хĕрарăмсен Канашĕ пулăшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» фестиваль-конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн иккĕмĕш зонăри тупăшăвĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Ял хĕрарăмĕн пултарулăхне тĕрĕслекен ăмăртура Чăваш Республикин кăнтăр енчи районĕсенчи — Канаш, Комсомольски, Улатăр, Елчĕк, Патăрьел — ялсенче пурăнакан, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан чи маттур та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Конкурса хутшăнакансен ăмăртăвĕ фойеренех пуçланчĕ. Кунта конкурсанткăсен «кĕреке» сĕтелĕсем аш-какайпа сĕт-çуран хатĕрленĕ юр-варпа, улма-çырлапа,

Ял-сала хăтлăланать

Районти кашни ялтах çулсерен мĕнле те пулин ырă улшăну пулатех, урамсене тикĕслеççĕ, çул сараççĕ, илемлетеççĕ, тавралăха хăтлăлатаççĕ, çуртсемпе общество объекчĕсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, кану паркĕсем, ача-пăчапа спорт лапамĕсем уçаççĕ тата ытти те. Кăçал республикăри кашни ялах 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Çак йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланăччĕ. Ача-пăча лапамĕ, палăк, спорт площадкисем тата ытти те — çакă йăлтах ял-сала сăн-сăпатне улăштарма май парĕ. Унпа мĕнле усă курассине муниципалитетсем хăйсем татса параççĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 300 миллион тенкĕ уйăрма палăртнăччĕ. Асăннă укçа-тенкĕ муниципалитетсене июлĕн пĕрремĕш çурринче çитесси çинчен пĕлтер- нĕччĕ. Х

Фестивальтен дипломсемпе таврăнчĕç

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Владимир облаçĕнчи Гороховец хулинче культура еткерлĕхне тата халăх пултарулăхне сыхласа хăварас тĕллевпе ирттерекен «Хоровод традиций» акци шайĕнче халăх пултарулăхĕн «Неувядаемый цвет» 7-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Проекта Гороховец район администрацийĕ, культурăпа çамрăксен тата спорт уйрăмĕ йĕркелерĕç. Вĕсене çак уява ирттерме Владимир облаçĕн культура депортаменчĕпе истори поселенийĕсене аталантармалли «Русская провинция» ассоциаци пулăшрĕ. Фестиваль питĕ илемлĕ вырăнта — Гороховецри историпе архитектура музейĕн ?1680 çулта хăпартнă Ершов /Сапожников/ купцан çурчĕ/ картишĕнчи лапамра иртрĕ. Фестивале йĕркелекенсем кашни саманта шута илни, хулан хăйне евĕрлĕ архитектури, уяв лайăх упранса юлнă ĕлĕкхи çуртăн картишĕнче иртни тата хутшăнакансем хăйсем пурăнакан вырăнти хал

Зинаида Козлова: 11 çулта чухнех Çĕпĕре тухса кайрăм

Зинаида Козлова тесенех куç умне «Уяв» халăх фольклор ансамбльне кăларатпăр. Вĕсем — пĕр çыхăра. Вăл çеç-и? «Уявран» аслăраххи те пулнă, вăл — ачасен «Пилеш» фольклор ансамблĕ. Халĕ ăна паллă фольклористкăн вĕренекенĕ Наталья Васильева ертсе пырать. «Юрай чечекĕ» те Зинаида Козловăн «ачиех». Вĕсем пирки тата хăйĕн çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлер-ха мухтавлă ентешрен. — Зинаида Алексеевна, илтнĕ тăрăх, сирĕн çемьере 12 ача пулнă. Тĕрĕсех-и? — Çапла, манăн анне аттене, виçĕ ачаллă арçынна, качча тухнă. Тата тăхăр ача çуратнă. Аслă пичче Петĕр, 1920 çулта çуралнăскер, вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Вăл танкист пулнă. Каярахпа унăн шăпипе кăсăклантăм, шырав ирттертĕм, çакна пĕлтĕм: фашистсем унăн дивизине шурлăха янă. Иккĕмĕш пичче Виталий Мускава хÿтĕленĕ. Виççĕмĕш Анатолий штабра çыруçă пулнă. Çар до
«Пĕрле. Вместе» тени пирĕншĕн питĕ хаклă

«Пĕрле. Вместе» тени пирĕншĕн питĕ хаклă

Чăваш халăх çыравçи, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ М.Н.Юхма Чăваш Республикин 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хаклани. Олег Алексеевич Николаев нумаях пулмасть Чăваш обществăпа культура центрĕнче пулса курчĕ. Эпир Чăваш Республикин Писательсен союзĕпе пĕрле кăларнă кĕнекесене хăй вĕренсе тухнă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атай ялĕнчи шкула та парнелерĕ. Кĕнекесене парнелеме пĕрле кайрăмăр. Шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе питĕ лайăх тĕл пулу ирттертĕмĕр. Олег Алексеевич шкул ачисемпе, учительсемпе калаçни, вĕсене итлеме пĕлни мана питĕ савăнтарчĕ. Вăл чăнласах та кашни çынна итлеме, унпа калаçма пĕлет. Хăй сăмах панине нихăçан та манса каймасть. Çакă Олег Алексеевич чăн-ч

Комплекслă программа аталанма пулăшĕ

Нумаях пулмасть тĕрлĕ канашлусемпе ларусенче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çитес çулсенче пурнăçа кĕмелли Комплекслă программине анлăн сÿтсе яврĕç. Çак программăна хатĕрлекенсем пĕр района та манса хăварман, республика çыннисен пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе тĕрлĕ улшăнусене плана кĕртсе хăварнă, вĕсене валли ăçтан тата мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрмаллине те палăртнă. Районти Обществăлла Канашăн председателĕ, Олег Николаевăн халăх штабĕн участникĕ Илдус Миннетуллин çакăн çинчен хăй мĕн шутланине уçăмлатрĕ. — Илдус Хадзятович, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе нумаях пулмасть Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине çирĕплетрĕç. Эсир çак программа çинчен мĕн шутлатăр? Мĕнле усă кÿрĕ пире вăл?  —

Пурнăçра чи кирли лайăх çын пулни

Тăрăшмасăр пĕлÿ пухăнмасть, теççĕ халăхра. Чăнах та ĕнтĕ, алă усса ларсан нимĕн те пулмасть, тăрăшнине кура вара ÿсĕмсем савăнтараççех. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Викентий Говоров мĕн пĕчĕкрен тăрăшулăхпа, çине тăма пĕлнипе палăрнă. Çавăнпах ĕнтĕ унăн çитĕнĕвĕсем ашшĕ-амăшне, асламăшне савăнмалăх пур. Пĕрремĕш класранпах пĕтĕм "пиллĕк" паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынăскер, вăл шкула та ылтăн медальпе пĕтерчĕ. Викентий пĕлÿ çуртне алăк уçса кĕрсенех числосен асамлă тĕнчипе интересленме пуçланă, математика урокне кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтнĕ, учитель каланисене тимлĕн итлесе ăша хывнă. Вăтам классене куçсан физика та ăна питĕ кăсăклантарнă. Шăпах çак предметсене шкул ачи тарăннăн вĕренме, уроксем вăхăтĕнче нумайрах çĕнни пĕлме тăрăшнă. Каччă пĕрре çеç мар вĕсемпе олимпиад
Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ

Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ

Чăваш Республикинчи тутар наципе культура автономине малашне Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ. Çакăн пек йышăну тунă Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче иртнĕ канашлура. Унчченхи председатель Ферит Гибатдинов вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнăран çĕнĕ ертÿçе палăртма тивнĕ. Ильдус Шайдуллин шăпах Ферит Гибатдиновăн вĕренекенĕ, хальхи вăхăтра Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче тăрăшать. Асăнса хăвармалла, Чăваш Енре 36 пин тутар пурăнать. Вĕсенчен ытларах пайĕ Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче тĕпленнĕ. А.ИВАНОВ.  
Открыткăсен пуххи тухнă

Открыткăсен пуххи тухнă

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ тĕле Чăваш кĕнеке издательствинче "Вместе. Пĕрле" ятпа открыткăсен пуххи тухнă. Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 24 открыткăран тăракан комплект Чăваш Енри районсемпе хуласен илемне тата хăйнеевĕрлĕхне кăтартса парать. Сăнÿкерчĕксенче — Шупашкар хулин тата пĕтĕм республикăн паллă вырăнĕсем, çав шутра Канаш районĕнчи Мăкăр чукун çул кĕперĕ, Пăрачкаври Троицки соборĕ. Открыткăсене пăхнă май Сĕнтĕрвăрри районĕнчи уйра тунă Андриян Николаевăн сăнне, Çĕрпÿри Тихвин мăнастирне курма пулĕ. Пирĕн районти илемлĕ вырăнсене те курма пулать. Открыткăсен комплекчĕ филокартистсем /открытка пухакансем/ валли кăмăллă парне пулĕ. Комплекта Чăваш кĕнеке издательствин "Книжн
Юратнă çын çумра пулни телей кÿрет

Юратнă çын çумра пулни телей кÿрет

2008 çултан пуçласа июлĕн 8-мĕшĕнче Раççейре кашни çулах Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлаççĕ. Çак кун пĕр çемье чăмăртаса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса нумай çул пурăнакансене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысласси йăлана кĕчĕ. Кăçал та 50 çул ытла пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатакан 3 мăшăра районти ЗАГС уйрăмне йыхравласа чысларĕç. Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Вера Семеновнăпа Николай Михайлович Буслаевсем, Комсомольскинче пурăнакан Любовь Петровнăпа Василий Иванович Пундяковсем, Галина Викторовнăпа Александр Петрович Хромовсем пĕр-пĕрне савса, пурнăç йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерсе пырса, пĕр-пĕриншĕн шанчăклă тĕрев пулса çур ĕмĕр ытла пурнăç çулĕпе алла-аллăн утаççĕ. Вĕсен юратупа ăнлану, шанчăклăхпа килĕшÿ çинче тытăнса тăракан çемйисенчен тĕслĕх илмелли пурах. Ачисене