Автор: Редакция

Аттепе мухтанатăп, мăнаçланатăп

Аттепе мухтанатăп, мăнаçланатăп

Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак кун пирĕн çемьешĕн те питĕ пысăк уяв. Пирĕн атте Абрам Васильевич Герасимов — Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Вăл Аслă Чурачăкра çуралса ÿснĕ. 1938 — 1940 çулсенче çарта службăра тăнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Атте малтанхи уйăхсенчех фронта кайнă. Сержант, зенитлă тупă командирĕ 4-мĕш Украина фронтĕнче нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн кĕрешнĕ. Вăл Мускава, Сталинграда хÿтĕленĕ, Балтика тăрăхне, Украинăна, Крыма тăшмансенчен хăтарнă. Нимĕçсене Кенигсберга çити хăваланă. Атте ертсе пыракан зенитчиксем хаяр çапăçусенче тăшманăн авиацине те, çĕр çинчен перекен орудийĕсене те тĕп тăвас тĕллеве çирĕп пăхăннă. Пурнăçĕсене шеллемесĕр вĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Аттепе юнашар тăшмана хирĕç çапăçнă ю
17-ре фронта кайнă

17-ре фронта кайнă

Паянхи 15—16-ри çамрăксем çине пăхатăн та, вĕсем халĕ те хăйсене ачалла тыткалаççĕ, анлă пурнăç çулĕ çине тухма вĕсем хатĕр мар пек туйăнать. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче вара çак ÿсĕмри каччăсемпе хĕрсен пур ĕçе те хăйсен хулпуççийĕсем çине тиесе çемьене тăрантарма, иртен пуçласа каçченех ĕçре пилĕк авма тивнĕ. 18 çул тултаричченех алла пăшал тытса Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме фронта тухса кайнă тĕслĕхсем те пур. Урмаел ялĕнче çуралса ÿснĕ Минатулла Зиатдинов вăрçă пуçланнă чухне 15-ре пулнă. Ахаль хресчен çемйинче çитĕннĕ вăл, шкула çÿреме май килмен. Ялти пур вăйпитти арçынна фронта илсе кайсан пĕтĕм ĕç ачасемпе çамрăксем, хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен Минатулла йăмăкĕпе шăллĕне хăех пăхнă. 1943 çулхи июнь уйăхĕнче ăна фронта илсе кайнă. Вăл 1-мĕш
Чăваш Енри уйрăм хушма хуçалăхсем сĕтшĕн субсиди илĕç

Чăваш Енри уйрăм хушма хуçалăхсем сĕтшĕн субсиди илĕç

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев иртнĕ эрнере сĕтĕн туянакан хакĕ пирки ыйту çĕкленĕ. Çуллахи вăхăтра сĕт парас текенсем туянас текенсенчен нумайрах пулнине кура сĕтĕн туянакан хакĕ икĕ хута яхăн чакнине палăртнă вăл. Сĕт хакĕ çине коронавирус инфекцийĕн эпидемийĕ те витĕм кÿнĕ. Продукцин тĕп потребителĕсем — обществăлла апатлану вырăнĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем — март вĕçĕнчех ĕçлеме пăрахнă. Çапла халĕ сĕте халăхран литршăн вăтамран 15,9 тенкĕпе туянаççĕ. Çак хак уйрăм хушма хуçалăхсемшĕн ытла та пĕчĕк. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республикăра пурĕ 22 пин уйрăм хушма хуçалăхра сĕт туса илеççĕ. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 56 пин ытла сăвăнакан ĕне. Республикăра туса илекен сĕт-çу продукцийĕн çуррине ытла шăпах уйрăм çынсенчен пуçтарнă
Пурнăç телейĕ çемьере

Пурнăç телейĕ çемьере

Хисеп те кирлĕ Мăнаçланса çÿреме мар, Çын хушшинче çын пек пулма, Çын хушшинче çын пек туйма Хисеп те кирлĕ. Любовь Мартьянова. Шурут ялĕнче пурăнакан Елизавета Козловăна çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем ырă кăмăлĕшĕн, яланах алă парса пулăшнишĕн, тараватлăхĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. Маттур та çирĕп кăмăллă хĕрарăм — йывăр самантра чăн малтан пулăшма хатĕр юлташ, шанчăклă, ырă чунлă мăшăр, çепĕç кăмăллă анне, тарават кукамай. Ларма-тăма пĕлмен хĕрарăм пур ĕçре те хастар. Ахальтен мар пулĕ пурнăçра вăл вĕрентекен профессине суйласа илнĕ, унпа пĕрлех пултарулăхĕ те унăн иксĕлми. "Ĕç — пурнăç илемĕ", — теççĕ чăвашсем. Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх валеçмест пулин те, кашниех пурнăçра хăйĕн юратнă ĕçне тупать. Учитель ĕçне Лиза мĕн пĕчĕкрен кăмăлланă, профессие алла илес
Юратнă мăшăрпа пĕрле ĕмĕрлесчĕ ĕмĕре

Юратнă мăшăрпа пĕрле ĕмĕрлесчĕ ĕмĕре

Çапла, пĕчченлĕх çав тери начар! Пурăнан пурнăçра юнашар мăшăр пулнине нимĕн те çитмест. — Мăшăрупа ирттермелле пултăр ĕмĕре, — пиллетчĕ ватă аннеçĕм. Сăмахăм мăшăрăм, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Никифоров çинчен пулĕ. Вăл 1960 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çемьере 4 ывăл ача çитĕннĕ, Саша иккĕмĕш пулнă. Хĕрача пулман пирки вăл ытларах амăшне пулăшма тăрăшнă. "Кил-çурта тирпейлемелле-и, кĕçĕн шăллĕсене пăхмалла-и — Саша нихăçан та ÿркенсе, йăлăнтарса тăман", — халĕ те аса илет ватă амăшĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех техникăна юратнă, тен, куккăшĕ водитель пулнăран-ши, автомашина енне питĕ вăйлă туртăм пулнă унăн. Çавна май Саша Канашри водительсене вĕрентекен шкула вĕренме каять. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн салтак атти тăхăнать. Чита облаçĕнче 2 çул хĕсметре
Цифрăпа туслашсан — ĕçсĕр юлмăн нихçан

Цифрăпа туслашсан — ĕçсĕр юлмăн нихçан

Кашни çулах çĕршер-çĕршер выпускник мĕнле професси суйламалли çинчен пуç ватать: "Ăçта вĕренме каймалла?", "Кам пулмалла?", "Ăçта ĕç тупмалла;" Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чи интереслĕ факультечĕсенчен пĕри — ĕçлевлĕх математика, физика тата информаци технологийĕсен факультечĕ çинчен каласа парăпăр. "Специальноç суйланă чухне вăл ĕç рынокĕнче тепĕр 5—6 çултан кирлĕ пуласси çинчен шухăшламалла. Ĕçлевлĕх математикăна, физикăна тата информаци технологийĕсене тарăннăн пĕлни, çак пĕлÿсемпе практикăра усă курма пултарни карьерăра çирĕп утăмсем тума, пысăк тупăшлă ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ", — каласа парать факультет деканĕ, Александр Иваницкий профессор. "Ĕçлевлĕх математика тата информатика" енпе вĕренекенсем математика моделĕ тăвассинчен пуçласа производствăра ĕçлесси таранах вĕренеççĕ. Кунта
Аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасен пурнăçĕ татăлать

Аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасен пурнăçĕ татăлать

Çулла — каникулсемпе отпусксен вăхăчĕ. Анчах та çак тапхăр савăнăçпа пĕрлех пăлхану та, шикленÿ те çуратать. Çу кунĕсем ашшĕ-амăшĕнчен ачисем тĕлĕшпе ытти чухнехинчен те ытларах тимлĕх ыйтаççĕ, яваплăха ÿстерме хистеççĕ. Çакна вара ытахальтен палăртмастăп. Шăп та лăп çуллахи вăхăтра тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем нихăçанхинчен те ытларах инкеке лекеççĕ. Пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те сахалах мар. Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2019 çулта республикăра 92 ача пурнăçран уйрăлнă. 2018 çулта çакăн йышши 118 тĕслĕхе регистрациленĕ. 2020 çулхи 3 уйăхри цифрăсем те чуна çÿçентереççĕ, 22 ача вилнĕ. РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕ ачасем вилнипе çыхăннă уголовлă ĕçсене тишкернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă. Çул çитмен ача пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнин тĕп
По поручению Олега Николаева проведут массовую дезинфекцию и проанализируют медицинскую статистику

По поручению Олега Николаева проведут массовую дезинфекцию и проанализируют медицинскую статистику

В Чувашии количества свободных коек для лечения больных с COVID-19 по-прежнему недостаточно для снятия ограничений. На данный момент коечный фонд свободен только на 31% при целевом показателе в 50%. При этом на аппаратах ИВЛ в тяжелом состоянии находятся 28 человек. На эти цифры 10 июня в ходе очередного заседания оперативного штаба по предупреждению распространения новой коронавирусной инфекции обратил внимание врио Главы Чувашской Республики Олег Николаев. «В республике с начала пандемии количество людей, которые находились на ИВЛ, не поднималось выше 32-33 человек. При этом в стационарах на сегодняшний день находятся чуть более 1400 человек. Коллеги, ни в одном регионе при изучении статистики я такого дисбаланса не видел», – заметил руководитель региона. Олег Николаев поручил руковод
Олег Николаев поручил Минприроды Чувашии заняться развитием экотуризма

Олег Николаев поручил Минприроды Чувашии заняться развитием экотуризма

10 июня врио Главы Чувашской Республики Олег Николаев по системе видео-конференц-связи провел очередное заседание Кабинета Министров. Рассмотрены проекты ряда документов, подготовленных органами исполнительной власти республики. Правительство Чувашии утвердило правила предоставления и распределения субсидий на реализацию мероприятий по благоустройству населенных пунктов в рамках празднования 100-летия образования Чувашской автономной области. На благоустройство общественных территорий городу Чебоксары выделено 25 млн рублей, Красночетайскому району – 25,1 млн рублей. Субсидию в размере 9,4 млн рублей также получит Порецкий район. Проект муниципалитета по благоустройству Парка отдыха по улице Ленина был дополнительно включен в перечень объектов, планируемых к реализации в 2020 году в рамк
Районам Чувашии помогут с дезинфекцией общественных мест

Районам Чувашии помогут с дезинфекцией общественных мест

Правительство региона выделит муниципалитетам дополнительные средства для санитарной обработки подъездов, детских площадок, дорог и остановок общественного транспорта. Врио главы Чувашии Олег Николаев поручил собрать и проанализировать потребности районов. Об этом рассказала вице-премьер правительства Чувашии Алла Салаева во время визита с рабочей группой оперативного штаба в Красночетайском районе. По распоряжению руководителя региона санитарная обработка мест общего пользования не включается в счета за обслуживание для жителей многоквартирных домов. Вопрос о приобретении дезсредств был поднят на совещании рабочей группы оперативного штаба по противодействию распространению коронавирусной инфекции в Красночетайском районе. "Сейчас мы собираем информацию от муниципалитетов, врио главы Чу