Пятница, 26 апреля

Юратнă мăшăрпа пĕрле ĕмĕрлесчĕ ĕмĕре

Юратнă мăшăрпа пĕрле ĕмĕрлесчĕ ĕмĕре

Çапла, пĕчченлĕх çав тери начар! Пурăнан пурнăçра юнашар мăшăр пулнине нимĕн те çитмест.
— Мăшăрупа ирттермелле пултăр ĕмĕре, — пиллетчĕ ватă аннеçĕм.
Сăмахăм мăшăрăм, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Никифоров çинчен пулĕ. Вăл 1960 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çемьере 4 ывăл ача çитĕннĕ, Саша иккĕмĕш пулнă. Хĕрача пулман пирки вăл ытларах амăшне пулăшма тăрăшнă. «Кил-çурта тирпейлемелле-и, кĕçĕн шăллĕсене пăхмалла-и — Саша нихăçан та ÿркенсе, йăлăнтарса тăман», — халĕ те аса илет ватă амăшĕ.
Вăл мĕн пĕчĕкренех техникăна юратнă, тен, куккăшĕ водитель пулнăран-ши, автомашина енне питĕ вăйлă туртăм пулнă унăн. Çавна май Саша Канашри водительсене вĕрентекен шкула вĕренме каять. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн салтак атти тăхăнать. Чита облаçĕнче 2 çул хĕсметре тăрать. Унта та хăй юратнă ĕçĕпех ĕçлет, ăна ЗИЛ-157 автомашина шанса параççĕ.
Çартан таврăнсан Саша районти сельхозтехникăра водительте тăрăшать. Пурнăçра тата ытти ĕçре те ĕçлеме тÿр килет унăн. Çапах та хăйне шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕ шайра туса пырать.
Эпир виçĕ ача çитĕнтерсе, вĕрентсе, аслă çул çине тăратнă. Яланах çемьешĕн тăрăшнă, ачасемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.
Пире пурнăç парнеленĕ çывăх çынсене пĕр самантлăха та манман. Вĕсене яланах пулăшма тăрăшатпăр. Эмел илсе килмелле-и, апат-çимĕç кирлĕ-и, пурне те вăхăтра тивĕçтерме тăрăшнă. Сăмахран, мăшăрăн амăшĕ Римма Филимоновна çулĕсене пула тухсах çÿреймест. Пирĕн тивĕç — куллен унпа курса калаçасси, унăн кăмăлне çĕклесси.
Мăшăр пурнăçра маншăн — чи шанчăклă тĕрев, вăл куллен мана пулăшса пыракан çын. Ăна тĕл пулнишĕн, пурнăç çулĕпе пĕрле утнишĕн чăннипех те савăнатăп.
В.НИКИФОРОВА.
Аслă Чурачăк ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *