Аттепе мухтанатăп, мăнаçланатăп

Аттепе мухтанатăп, мăнаçланатăп

Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак кун пирĕн çемьешĕн те питĕ пысăк уяв.
Пирĕн атте Абрам Васильевич Герасимов — Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Вăл Аслă Чурачăкра çуралса ÿснĕ. 1938 — 1940 çулсенче çарта службăра тăнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Атте малтанхи уйăхсенчех фронта кайнă. Сержант, зенитлă тупă командирĕ 4-мĕш Украина фронтĕнче нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн кĕрешнĕ. Вăл Мускава, Сталинграда хÿтĕленĕ, Балтика тăрăхне, Украинăна, Крыма тăшмансенчен хăтарнă. Нимĕçсене Кенигсберга çити хăваланă. Атте ертсе пыракан зенитчиксем хаяр çапăçусенче тăшманăн авиацине те, çĕр çинчен перекен орудийĕсене те тĕп тăвас тĕллеве çирĕп пăхăннă. Пурнăçĕсене шеллемесĕр вĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Аттепе юнашар тăшмана хирĕç çапăçнă юлташĕсем чылайăшĕ яланлăхах юнлă вăрçă хирне выртса юлнă.
Абрам Васильевичăн шăпи телейлĕ пулнă. Вăл 1946 çулта киле çĕнтерÿпе, чĕрĕ-сывă, кăкăр тулли наградăсемпе таврăннă. Вăл «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «1941 — 1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне аттене икĕ хутчен «Паттăрлăхшăн» медальпе,1942 тата 1945 çулсенче,тата «Отечествăлла вăрçă» II степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Унăн Балтика тинĕсĕ хĕрринчи Клайпедăна, Хĕвелтухăç Пруссири Кенигсберга ирĕке кăларассишĕн паттăрла кĕрешнĕшĕн, хăюлăх кăтартнăшăн Тав хучĕсем те пур.
Атте вăрçă çулĕсем пирки аса илме юратмастчĕ. Уншăн вĕсем вăхăт иртнĕçемĕн те тÿрленми сурансем пулнă пулĕ. «Эпир вăрçăра курнине сирĕн нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ», — тетчĕ.
Сăмах май каласан, аттен пиччĕшĕ те вăрçăра пулнă, тăшманпа паянхи мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Çĕнтерÿ кунĕччен чылай малтан ураран аманса тăван яла таврăннă. Вăл ырă кăмăллă, лайăх çынччĕ. «Заветы Ильича» колхозра арман авăртатчĕ. Халĕ атте те, унăн пиччĕшĕ те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тахçанах ку тĕнчерен уйрăлса кайнă пулсан та вĕсен сăнарĕсем яланах пирĕн асра упранаççĕ. Эпир ачасемпе мăнуксене, мăнмăнуксене аслă ăрури çывăх тăвансен пурнăçĕ пирки каласа паратпăр.
Çакна та калас килет, вăрçăран таврăнсан ял халăхĕ аттене колхоза ертсе пыма шаннă. Вăл вăхăтра ĕçлеме питĕ йывăр пулнă. Техника пулман, çынсем, лашасем çитмен. Вăкăрсене кÿлнĕ. Хуçалăхри мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем çине тиеннĕ. Çапах та ертÿçĕ пĕлсе ертсе пынипе колхозниксем мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлнă. Каярах атте выльăх-чĕрлĕх фермин заведующийĕ, бригадир пулнă, колхозра ĕçленĕ. Пур çĕрте те ырă тĕслĕх кăтартнă. Вăл ĕçре хастар та маттур пулнăшăн «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.
Аннепе атте — Фекла Дементьевнăпа Абрам Васильевич Герасимовсем ултă ача çуратнă. Аслисем: Николайпа Вера вăрçă çулĕсенче чирлесе вилнĕ. Кĕçĕн ачисем вăрçă хыççăн çуралнă.
Атте ăста платникчĕ. Вăл пире шăллăмпа иксĕмĕре ачаранах пăчкă-пуртăпа каскалама вĕрентни пурнăçра кирлĕ пулчĕ. «Ĕçе юратăр, аслă шкула вĕренме кĕрĕр, Герасимовсен ырă ятне тивĕçлĕ пулăр», — тетчĕ. Эпир çак сăмахсене пуçра тытнă, халĕ те асран ямастпăр.
Эпĕ шкул пĕтерсен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне çул тытрăм. Кайран вара пĕр вăхăт Шупашкарти агрегат заводĕнче наладчикра ĕçлерĕм. Яланах пĕлĕве ÿстерес килетчĕ. Вара Чăваш Ял хуçалăх институтĕнчи механизаци факультетне вĕренме кĕтĕм. Стипенди укçипе çеç пурăнма йывăртарахчĕ. Килтен çĕрулми тата ытти апат-çимĕç илсе каяттăмччĕ. Аннепе атте май килнĕ таран пулăшма тăрăшатчĕç. Укçа-тенкĕ енчен питĕ хĕсĕк пулнă пирки вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕм. Вăл çулсенче чылай студент вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлесе пурăннă.
Алла диплом илсен Комсомольскинчи «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне ĕçлеме килтĕм. Тракторсем юсакан мастерскойра инженер-технологра тăрăшрăм. Кайран директорăн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ, хыççăн директор пултăм. Аннепе атте вĕрентнине асра тытса тĕрĕс те тÿрĕ пурăнма тăрăшрăм.
Шкулта вĕреннĕ чухнех килĕштернĕ хĕрпе Люсьăпа институтра вĕреннĕ чухнех çемье çавăртăмăр. Люся ял хуçалăх институтĕнче зоотехника вĕренетчĕ. Вĕренсе тухсан вăл районта ăратлă выльăхсем ĕрчетес енĕпе ĕçлекен республикăри пĕрлешĕвĕн зоотехникĕ пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлерĕ.
Мăшăрăмпа, Луиза Григорьевнăпа икĕ ывăл çуратса ÿстертĕмĕр — Вова тата Сергей. Асли казначействăра, кĕçĕнни сăнÿкерчĕксем тăвакан салонта ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Пирĕн тăватă мăнук тата пĕр мăнмăнук. Эпĕ пурнăçăм ăнчĕ, хама телейлĕ çын тесе шутлатăп.
Йăмăк Даша та Чăваш ял хуçалăх институчĕн зоотехника факультетне пĕтернĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех Ял хуçалăх министерствинче ĕçлерĕ. Шăллăм Федя ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтернĕ. Кунтах производство вĕрентĕвĕн мастерĕ пулса ĕçлерĕ. Тепĕр йăмăк Валя, шел пулин те, çирĕмрен иртсен сарăмсăр вилчĕ.
Эпир анне пехилĕпе, атте пулăшнипе, тăрăшнипе пурнăçра хамăр вырăна тупрăмăр. Шел, вĕсем Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă кунччен пурăнаймарĕç. Эпир, Абрам Васильевич Герасимовăн ачисемпе мăнукĕсем тата пĕр мăнмăнукĕ, аттепе, кукаçи-асаттепе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр.
Паянхи куна ялта пĕр ветеран та юлмарĕ. Эпир вĕсене асрах тытатпăр. Вăрçă нушине парăнмасăр, тивĕçлĕ чăтса ирттерсе пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ ăрăвăн кун-çулĕ, пурнăçĕ, вăрçăри паттăрлăхĕ пирки çамрăксене каласа паратпăр.

В.ГЕРАСИМОВ.
Комсомольски ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *