Понедельник, 6 мая

17-ре фронта кайнă

17-ре фронта кайнă

Паянхи 15—16-ри çамрăксем çине пăхатăн та, вĕсем халĕ те хăйсене ачалла тыткалаççĕ, анлă пурнăç çулĕ çине тухма вĕсем хатĕр мар пек туйăнать. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче вара çак ÿсĕмри каччăсемпе хĕрсен пур ĕçе те хăйсен хулпуççийĕсем çине тиесе çемьене тăрантарма, иртен пуçласа каçченех ĕçре пилĕк авма тивнĕ. 18 çул тултаричченех алла пăшал тытса Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме фронта тухса кайнă тĕслĕхсем те пур.
Урмаел ялĕнче çуралса ÿснĕ Минатулла Зиатдинов вăрçă пуçланнă чухне 15-ре пулнă. Ахаль хресчен çемйинче çитĕннĕ вăл, шкула çÿреме май килмен. Ялти пур вăйпитти арçынна фронта илсе кайсан пĕтĕм ĕç ачасемпе çамрăксем, хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен Минатулла йăмăкĕпе шăллĕне хăех пăхнă.
1943 çулхи июнь уйăхĕнче ăна фронта илсе кайнă. Вăл 1-мĕш Белорусси фронтĕнче Рокоссовскин 9-мĕш çарĕнче çапăçнă, стрелок, наводчик пулнă. Вăрçă вĕçленсен те Минатулла Миначевич çарта чылай вăхăт пулнă, Японире, Кăнтăр Сахалинта, Германире службăра тăнă,1950 çулта çеç тăван яла таврăннă.
Мăшăрĕпе вĕсем 8 ачана кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса çын тунă. Ачисем, мăнукĕсем Минатулла Миначевичпа чăннипех те мухтанаççĕ, унран яланах тĕслĕх илеççĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *