Автор: Редакция

Кăмакасемпе асăрхануллă пулăр

Кăмакасемпе асăрхануллă пулăр

Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта 25 пушар тухнă. Çак инкеке пула чылай пурлăх çунса кĕлленнĕ. Çанталăк сивĕтсе пынăçемĕн вут-çулăм тухас хăрушлăх та пысăкланать. Хальхи вăхăтра кил-çурта газпа ăшăтатпăр пулин те, кăмака хутакансем те пур. Кам куллен вут хутать, кам тăрсан-тăрсан çеç ăна чĕртет. Юсавсăр кăмакасем паянхи кун та пушар тухнин тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа та хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче тепĕр хут чарăнса тăрасшăн. Кăмакасем умĕнчи урайне 50—70 сантиметр сарлакăш шăвăç листисем вырнаçтармалла. Вутта  1,5—2 сехетрен нумайрах вăхăт çунтармалла мар, кăмака питĕ хĕрсе каясран асăрханмалла. Мăръесен юсавлăхне тĕрĕслемелле. Вĕсен мачча тăрринчи пайне тĕттĕм тухнă  тата çуркаланнă вырăнсене асăрхама çăмăл пултăр тесе шуратмалла. Сĕтел-пукан тата ытти япаласем
Хĕрарăмсем те хутшăнасса шанатăп

Хĕрарăмсем те хутшăнасса шанатăп

Çул вĕçленсе пырать. Вăл пирĕн тăрăхри спорта юратакан ветеран-спортсменсемшĕн япăх мар пулчĕ. Вĕсем Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви «Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацин регионти уйрăмĕпе пĕрле ирттернĕ «Спортивное долголетие» спартакиадăна хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те хăйсем спортран уйрăлманнине çирĕплетсе пачĕç. Çак спартакиадăн 2023 çулхи ăмăртăвĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ — шахмат, сĕтелçи теннис,  пневматикăлла винтовкăран тĕл перес енĕпе ăмăртусем çитес çулхи январь уйăхĕнче иртмелле. Унччен вара, ун пек тупăшусене хамăр патра йĕркелемелле. Çĕнтерӳçĕсем республикăра пирĕн чыса хӳтĕлĕç. Акă, ноябрĕн 24-мĕшĕнче, кĕçнерникун, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче шахмат вăййипе ăмăрту пулать. Унта 60 çултан ирт
Проходит общереспубликанский рейд «Должник»

Проходит общереспубликанский рейд «Должник»

 Чувашии проходит общереспубликанский рейд «Должник», который стартовал 21 ноября и продлиться до 25 ноября.  В рамках мероприятия сотрудники ГИБДД и представители судебных приставов проверяют водителей по базе ГИБДД на наличие неоплаченных штрафов за нарушения Правил дорожного движения. При выявлении  водителей-должников им будет предложено оплатить штраф на месте, поскольку машины ДПС оборудованы мобильными терминалами. В противном случае судебный пристав может наложить штраф на имущество, в том числе автомобиль.
Республиканский автокараван «Чувашия в защиту детства» в Комсомольском районе

Республиканский автокараван «Чувашия в защиту детства» в Комсомольском районе

18 ноября 2022 года в Комсомольском районе Чувашской Республики прошел Республиканский автокараван «Чувашия в защиту детства». Встреча участников автокаравана состоялась в актовом зале администрации Комсомольского района. В автокараване приняли участие представители Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики, главный подростковый нарколог Минздрава Чувашии, представители органов и учреждений системы профилактики безнадзорности и правонарушений несовершеннолетних Чувашской Республики, педагоги-психологи БОУ «Центр образования и комплексного сопровождения детей» Минобразования Чувашии, руководители образовательных учреждений, заместители по воспитательной работе образовательных учреждений, педагоги-психологи образовательных учреждений Комсомольского района,

Муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Осипов

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн виççĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева уçрĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш тата чи пĕлтерĕшлĕ ыйту Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхне суйласси пулчĕ. Ку енĕпе туса хунă комисси председателĕ, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.В.Петров икĕ кандидатура пулнине пĕлтерчĕ% район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ А.В.Краснов. Депутатсем уççăн сасăласа Александр Николаевич Осипова Комсомольски муниципаллă округа ертсе пыма шанчĕç. Малалла юридици секторĕн заведующийĕ О.Р.Соколова Комсомольски муниципаллă округăн Уставĕн проекчĕпе паллаштарчĕ. Ăна депутатсем  пă
Тырпул комбайнĕсемпех вырса çапаççĕ

Тырпул комбайнĕсемпех вырса çапаççĕ

Виçĕмкун, ноябрĕн 16-мĕшĕнче, юр çумастчĕ те, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн хĕвелçаврăнăш уйĕсенче пилĕк комбайн ĕçлетчĕ. Çаврăм хыççăн çаврăм туса вĕсем çак культурăна вырса çапатчĕç. Хуçалăх ăна кăçал 500 гектар çинче   çитĕнтернĕ.  «Тепĕр 170 гектар пуçтарса илмелли юлнă. Пĕлтĕр çанталăк аван тăчĕ те хăвăрт пухса кĕртрĕмĕр, тупăшĕ те аванах пулчĕ. Кăçалхи йĕпе-сапаллă çанталăк чылай йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Йывăрлăхсемпе пĕрлех тăкакĕ те ытларах пулать», —  пăшăрханса калаçать хуçалăхăн тĕп  агрономĕ А.Н.Яковлев. Хĕвелçаврăнăшĕ ăнса çитĕннĕ, пĕрчисем тутă та шултра, таса çапăнаççĕ. Анчах та нӳрлĕ пулнипе бункертан юхасшăнах мар, çыпçăнаççĕ. Ку культурăн пĕр пайне типĕтме Канашри элеватора ăсатнă, ыттине хальлĕхе вырăнти складсенех хураççĕ. Хĕвел

Ӳсĕмсем тăрăшулăхпа пулаççĕ

Хырай Ĕнел сĕт-çу фермин çутисем ялтанах курăнаççĕ. «Искра» колхоз доярки И.А.Лебедева кунсерен 35 çул утать вăл еннелле. Урамра çил-тăман алхасать-и, чĕреслетсе çумăр çăвать-и, шартлама сивĕ-и — фермăна васкать вăл. Ăна унта ĕнесем кĕтеççĕ. Вĕсемшĕн уявсем те, канмалли кунсем те çук, кирек мĕнле çанталăкра та хăйсене сума ыйтаççĕ. Паян та фермăна ирхине 4 сехетех çитрĕ вăл. Ку вăхăтра ялта сахал çын вăранать пулсан та  фермăра вара  ĕç пуçланать. Дояркăна ĕнесем «çитрĕн-и» тенĕн сассисене парса кĕтсе илчĕç. Акă, алăкран пĕрле ĕçлекен  Т.В.Квасова доярка та курăнчĕ. С.В.Макаров оператор та килсе çитрĕ. Кĕçех сумалли аппаратсем пĕр тикĕссĕн ĕçлесе кайрĕç, ирхи сăвăм пуçланчĕ. Ĕнесем пĕрин хыççăн тепри сумалли вырăнсене вырнаçса тăчĕç. Çакна темиçе çул хушшинче хăнăхса çит

Ун тракторĕ яланах ĕçре

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Тин çеç трактора çуркунне çулсеренех ирттерекен техника тĕрĕслевне тăратнăччĕ. Ун витĕр ăнăçлă тухсан пикенсех ака-суха ĕçĕсене хатĕрленме тытăннăччĕ. Пысăк хавхаланупа хире тухнăччĕ, мĕн палăртнине кĕске вăхăтрах акса хăварас тĕллевлĕччĕ. Анчах та çумăр çукаласа тăни çуракинче чылай чăрмав кӳчĕ. Ака ĕçĕ вăраха тăсăлса кайрĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче тӳпене пĕлĕтсем хупласа илсен ытти çулсенче Александр Шамбулин савăнатчĕ, кăçал вара... Акса пĕтермелле, мĕнле те пулсан вăрлăха çĕр айне хывса хăвармалла, тесе шутласа машинăпа техника паркне çитетчĕ. Кашни уяр кунпа туллин усă курса мĕн палăртнă ĕçе вĕçлерĕçех «Слава» ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕсем. Чун-чĕрене савăнтарса калчасем пĕр тикĕссĕн шăтса тухрĕç. Çанталăкĕ вĕсене пучах кăларса тулма та май пачĕ. Хал

В Комсомольском районе прошло мероприятие к Дню работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Сегодня, 18 ноября, в Комсомольском районе прошло торжественное мероприятие, посвящённое Дню работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности. В районном Доме культуры были подведены итоги уходящего года и намечены планы на будущее. Собравшихся на праздник тепло поздравили глава Комсомольского района – исполняющий полномочия главы Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики Ремис Мансуров, председатель Собрания депутатов Комсомольского муниципального округа Чувашская Республики Светлана Грачева, депутат Государственного Совета Чувашской Республики Петр Краснов и глава администрации Комсомольского района Александр Осипов, пожелали здоровья и благополучия. С расширенным докладом выступил врио начальника отдела сельского хозяйс