Пятница, 26 апреля

Муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Осипов

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн виççĕмĕш ларăвĕ иртрĕ.

Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева уçрĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш тата чи пĕлтерĕшлĕ ыйту Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхне суйласси пулчĕ. Ку енĕпе туса хунă комисси председателĕ, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.В.Петров икĕ кандидатура пулнине пĕлтерчĕ% район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ А.В.Краснов. Депутатсем уççăн сасăласа Александр Николаевич Осипова Комсомольски муниципаллă округа ертсе пыма шанчĕç.

Малалла юридици секторĕн заведующийĕ О.Р.Соколова Комсомольски муниципаллă округăн Уставĕн проекчĕпе паллаштарчĕ. Ăна депутатсем  пăхса тухса йышăнчĕç. Çавăн пекех вĕсем район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен полномочийĕсене пăрахăçларĕç.

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 2021 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи тата 8-мĕшĕнчи бюджетсем çинчен калакан йышăнăвĕсене хушăмсем кĕртесси çинчен проектсемпе депутатсем умне финанс пайĕн ертӳçин çумĕ З.М.Айнетдинова тухрĕ. Вĕсем çав документсене сӳтсе явса йышăну турĕç.

Пуху ларăвĕнче Комсомольски муниципаллă округăн бюджечĕн право хутшăнăвĕсем, налук тата сборсем пирки те ыйтусем пăхса тухрĕç.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *