Ун тракторĕ яланах ĕçре

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Тин çеç трактора çуркунне çулсеренех ирттерекен техника тĕрĕслевне тăратнăччĕ. Ун витĕр ăнăçлă тухсан пикенсех ака-суха ĕçĕсене хатĕрленме тытăннăччĕ. Пысăк хавхаланупа хире тухнăччĕ, мĕн палăртнине кĕске вăхăтрах акса хăварас тĕллевлĕччĕ.

Анчах та çумăр çукаласа тăни çуракинче чылай чăрмав кӳчĕ. Ака ĕçĕ вăраха тăсăлса кайрĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче тӳпене пĕлĕтсем хупласа илсен ытти çулсенче Александр Шамбулин савăнатчĕ, кăçал вара… Акса пĕтермелле, мĕнле те пулсан вăрлăха çĕр айне хывса хăвармалла, тесе шутласа машинăпа техника паркне çитетчĕ. Кашни уяр кунпа туллин усă курса мĕн палăртнă ĕçе вĕçлерĕçех «Слава» ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕсем. Чун-чĕрене савăнтарса калчасем пĕр тикĕссĕн шăтса тухрĕç. Çанталăкĕ вĕсене пучах кăларса тулма та май пачĕ. Халĕ тырпула пуçтарса кĕртнĕренпе те вăхăт аванах иртрĕ. Кăçал хуçалăх япăх мар тырпул пуçтарса кĕртрĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 32 центнер ытла тухнă. Çакăнта вара ытти механизаторсемпе пĕрлех унăн тӳпи те пур. Çуркунне пăшăрханмалли нумай пулнăччĕ çав. Пахалăхлă акмасăр лайăх тухăç илме пулманнине аван ăнланать опытлă механизатор. Çавăнпа та акакан агрегатсемпе ĕçе пахалăхлă пурнăçлама тăрăшрĕ.

Ака хыççăн нумай çул ӳсекен курăксем ĕлкĕрчĕç. Александр Шамбулин утçире тăрăшрĕ. «Слава» ЯХПК 3 пин ытла тонна паха утă хатĕрленĕ. Вĕсене пресланă çĕрте те вăл хастар тăрăшнă. Хуçалăх сенаж хывнă вăхăтра пултаруллă тракторист ешĕл массăна турттарса тăнă. Техникăна яланах юсавлă тытаканскер, хушнă ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçланă.

Хальхи вăхăтра Александр фермăра выльăхсене апат панă çĕрте тăрăшать. Ир-ирех ĕçе васкать вăл. Çынсен чӳречисенчен çутă та палăрмасть, ферма ĕçченĕсемпе пĕрле унăн тракторĕ вара ĕçре.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *