Тырпул комбайнĕсемпех вырса çапаççĕ

Тырпул комбайнĕсемпех вырса çапаççĕ

Виçĕмкун, ноябрĕн 16-мĕшĕнче, юр çумастчĕ те, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн хĕвелçаврăнăш уйĕсенче пилĕк комбайн ĕçлетчĕ. Çаврăм хыççăн çаврăм туса вĕсем çак культурăна вырса çапатчĕç. Хуçалăх ăна кăçал 500 гектар çинче   çитĕнтернĕ.

 «Тепĕр 170 гектар пуçтарса илмелли юлнă. Пĕлтĕр çанталăк аван тăчĕ те хăвăрт пухса кĕртрĕмĕр, тупăшĕ те аванах пулчĕ. Кăçалхи йĕпе-сапаллă çанталăк чылай йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Йывăрлăхсемпе пĕрлех тăкакĕ те ытларах пулать», —  пăшăрханса калаçать хуçалăхăн тĕп  агрономĕ А.Н.Яковлев.

Хĕвелçаврăнăшĕ ăнса çитĕннĕ, пĕрчисем тутă та шултра, таса çапăнаççĕ. Анчах та нӳрлĕ пулнипе бункертан юхасшăнах мар, çыпçăнаççĕ. Ку культурăн пĕр пайне типĕтме Канашри элеватора ăсатнă, ыттине хальлĕхе вырăнти складсенех хураççĕ.

Хĕвелçаврăнăшне вырса çапма ятарлă комбайнсем кирлĕ тесе шутланăччĕ. Апла мар иккен, тырпул пуçтармалли «хир карапĕсемех» ку ĕçе пурнăçлаççĕ, жаткăсене çеç урăххисем лартнă. Август уйăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене пуçтарса илнĕ çĕрте ĕçленĕ Алексей Павлов, Василий Долгов, Николай Лепешкин, Ранис Ялаков, Александр Константинов халĕ хĕвелçаврăнăш уйĕнче тăрăшаççĕ. Айрат Ганеев, Валерий Комиссаров автомашинăпа, Инсаф Басыров тракторпа ку культурăна турттарса тăраççĕ.

Хĕвелçаврăнăшне туса илесси пирĕн районти хуçалăхсемшĕн çĕнĕлĕх-ха. Апла пулин те кăçал ăна районта 1310 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ку культурăна пуçтарма пур çĕрте те тенĕ пекех пуçланă та…

Г.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *