Пятница, 19 апреля

Ӳсĕмсем тăрăшулăхпа пулаççĕ

Хырай Ĕнел сĕт-çу фермин çутисем ялтанах курăнаççĕ. «Искра» колхоз доярки И.А.Лебедева кунсерен 35 çул утать вăл еннелле. Урамра çил-тăман алхасать-и, чĕреслетсе çумăр çăвать-и, шартлама сивĕ-и — фермăна васкать вăл. Ăна унта ĕнесем кĕтеççĕ. Вĕсемшĕн уявсем те, канмалли кунсем те çук, кирек мĕнле çанталăкра та хăйсене сума ыйтаççĕ.

Паян та фермăна ирхине 4 сехетех çитрĕ вăл. Ку вăхăтра ялта сахал çын вăранать пулсан та  фермăра вара  ĕç пуçланать. Дояркăна ĕнесем «çитрĕн-и» тенĕн сассисене парса кĕтсе илчĕç. Акă, алăкран пĕрле ĕçлекен  Т.В.Квасова доярка та курăнчĕ. С.В.Макаров оператор та килсе çитрĕ. Кĕçех сумалли аппаратсем пĕр тикĕссĕн ĕçлесе кайрĕç, ирхи сăвăм пуçланчĕ. Ĕнесем пĕрин хыççăн тепри сумалли вырăнсене вырнаçса тăчĕç. Çакна темиçе çул хушшинче хăнăхса çитнĕ вĕсем. Инна Анатольевнăпа Тамара Васильевна иккĕшĕ 140 ĕне сăваççĕ.

«Унчченхипе танлаштарсан  чылай çăмăл ĕнтĕ. Алăпа тумалли йывăр ĕçсем çук. Сăвăм мĕнле пынине сăнаса çеç тăмалла, вăхăт çитсен улăштармалла», — тет И.Лебедева.

Инна Анатольевна фермăра ĕçлеме пуçланă чухне паянхипе танлаштарсан ĕç чылай йывăрччĕ. Сисмесĕрех аса илӳ тыткăнне çакланчĕ вăл. Чылай ĕçе алă вăйĕпе тумалла пулсан та мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ӳснĕ çамрăка ку хăратмарĕ. Вăл вăхăтра дояркăсем апатне те хăйсем панă, тислĕкне те хырнă. Кашнин  аппаратсемпе 25-шер  ĕне сумаллаччĕ. 1990 çулсенче «Искра» колхоз сĕт сăвас енĕпе районта чи малта пыракан хуçалăхсен йышĕнчеччĕ. Çакă унта пултаруллă ĕçченсем тăрăшнинчен килнĕ. Инна Анатольевна та хăйне çирĕплетсе панă ĕнесенчен ытларах сĕт сăвас тесе çине тăрса ĕçлетчĕ. Сăвăм кăтартăвĕсемпе вăл пĕрре мар район шайĕнче те мала тухнă. Вăл çулсенче кашни ĕнерен çулталăкра 4000 пиншер ытла килограмм сĕт суса илетчĕç. Каярахпа ку кăтарту 5—6 пин килограмм чиккинчен те иртрĕ. И.Лебедева доярка та тăрăшса ĕçленĕ, çитĕнӳсем тунă. Хастарлăхпа пултарулăхшăн ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Ĕнесем ушкăн хыççăн ушкăн улшăнса пычĕç. Сăвăм вăçленчĕ. Çапла кашни кун çавăн евĕр пырать фермăра ĕç йĕрки. 16 сехетре вара каçхи сăвăма килмелле. «Дояркăсем маттур, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ», — терĕ тĕп зоотехник М.В.Ильина. Хуçалăхра ятарлă пĕлӳ илнĕ ветеринар пулманнипе унăн çав ĕçе те пурнăçлама тивет.

Хуçалăх ферминче тепĕр доярка та пур. Елена Руссакова пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшать. Вăл ĕнесене  аппаратпа сăвать. Лариса Шемекеева 1-3 уйăхри пăрусене пăхать.

«Искра» колхоз районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăх. Халĕ кунта талăксерен ĕнесем 19-шар килограмм сĕт антараççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра кунта кашни ĕне пуçне 5492 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту  районта лайăххисен шутĕнче. Ĕнесене тутлăхлă япаласемпе пуян апатпа тăрантараççĕ. Утă-улăм, сенаж-силос çителĕклĕ. Кунсăр пуçне жмых, шрот тата ытти хушма апат та пама тăрăшаççĕ. Выльăхсене апат хатĕрлесе панă çĕрте Дмитрий Сорокинпа Игорь Мартынов механизаторсем тăрăшаççĕ. Евгений Макаров слесарь фермăри оборудованисене пăхса тăрать, тислĕк кăларать.

Фермăри ĕçсене механизацилеме, ансатлатма тăрăшаççĕ пулин те, унта тăрăшакансене çав-çавах çăмăлах мар. Ир-ирех тăмалла, яваплăха туймалла, ĕçе тĕплĕн пурнăçламалла… Апла пулин те «Искра» колхозри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усмаççĕ, ытларах продукци илес тесе çине тăрса тăрăшаççĕ.

 Г.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *