ВДНХра пыракан «Россия» выставка-форумра декабрӗн 1-мӗшӗнче, паян, Чӑваш Республикин кунӗ иртет. Унта Чӑваш Енне тӗрлӗ енлӗн кӑтартса парӗҫ.
Республика кунӗн кашни хӑни «Эпир — пӗрле» акцие хутшӑнаканӗ пулса тӑрӗ, чӑваш туйӗн илемне, хӑйнеевӗрлӗхне курса савӑнма пултарӗ.
Кӑмӑл пуррисем пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх продукцийӗпе паллашма, халӑх промыслӗн ӗҫӗсене хаклама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма, вӗсене хатӗрлеме вӗренме те пултарӗҫ.
Кунтах Чӑваш Ен Координаци центрӗ те ӗҫлет.
ВДНХ тӗп сцени ҫинче тата культура проекчӗсен зонисенче чӑваш артисчӗсен тӗрлӗ енлӗ программи пулӗ.