Суббота, 27 апреля

Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ

Пирӗн тӑрӑхран республикӑн обществӑпа политика пурнӑҫӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ. Вӗсенчен пӗри — Тури Тимӗрчкасси ялӗнче кун ҫутине килнӗ Дмитрий Захарович Захаров. Вӑл ҫуралнӑранпа декабрӗн 4-мӗшӗнче 145 ҫул ҫитрӗ.

Ачаранах пултаруллӑ, пӗлӗвне ӳстерсе пырас ӑнтӑлупа пурӑнакан Дмитрий Захаров ялти пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтерсен Хурӑнварти вырсарни шкулӗнче ӑс пухнӑ.

1910 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Вӑл Каргопольти драгунсен 5-мӗш  полкӗнче службӑра тӑнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра революционерсемпе паллашнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне чӗри патне илнӗ. Февральти революци хыҫҫӑн Д.Захарова салтаксем полк комитечӗн секретарӗ пулма шанаҫҫӗ.

1918 ҫулта Дмитрий Захарович яла таврӑнать. Ӑна Ҫӗнӗ Мӑрат вулӑс ӗҫтӑвкомӗн председательне суйлаҫҫӗ. Ҫак ҫулах, шурӑ гвардеецсене Пӑва уесӗнчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн, ӑна Хусанти рабочисен 1-мӗш полкӗн чрезвычайлӑ уполномоченнӑйӗ пулма шанаҫҫӗ. Вӑл  Турхан, Патӑрьел, Шӑнкӑртам вулӑсӗсенче Совет влаҫӗ туса хурас енӗпе тӑрӑшать.

1919 ҫулта Д.Захаров Пӑва  уесӗн ӗҫтӑвкомне тата ВКП(б) уесӗн комитетне ертсе пырать. Чӑваш автономине туса хурсан Дмитрий Захаровича ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Йӗпреҫ уесӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл кунта хуҫалӑх тата обществӑпа политика управленийӗн органӗсене туса хурас тесе нумай тимлет.

1922 ҫулта ӑна Сӗнтӗрвӑррине куҫараҫҫӗ. Ку хулара вӑл икӗ ҫул вырӑнти уес ӗҫтӑвкомне ертсе пырать.

Малалла Дмитрий Захарович республикӑри яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ. Вӑл облаҫри контроль комиссийӗн председателӗ, Чӑваш АССР ЦИКӗн секретарӗ, ҫӗрӗҫ халӑх комиссарӗ, «Чӑвашколхозсоюз» правленийӗн председателӗ, Вӑрнар райӗҫтӑвком председателӗ пулнӑ. Кирек ӑҫта тӑрӑшсан та яваплӑха туйса ӗҫленӗ.

1933 ҫулта Д.Захарова  республикӑри социаллӑ ӗҫ наркомӗ пулма шанаҫҫӗ, унта ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн  унӑн малашнехи шӑпи йӑлтах юстиципе ҫыхӑнать. 1937 ҫулта ӑна ЧАССР Верховнӑй сучӗн председательне суйлаҫҫӗ.  Анчах та элеке пула ҫав ҫулах ӑна ҫак ӗҫрен хӑтараҫҫӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, 1937 ҫулта пирӗн ҫӗршывра репресси алхаснӑ вӑхӑт тӑнӑ. Суд органӗсенче ӗҫлеме пысӑк вӑй-хӑват кирлӗ пулнӑ. Дмитрий Захарович юрисконсульт пулса тӑрӑшнӑ.

1941 ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех Халӑх Комиссарӗсен Советӗнче, кайран ЧАССР Министрсен Советӗнче тӗп арбитр пулса ӗҫленӗ.

Д.Захарова темиҫе хутчен те Чӑваш АССР ЦИКӗн членӗ пулма суйланӑ. 1925—1927ҫулсенче вара вӑл СССР ЦИКӗн членӗ пулнӑ.

Д.Д.Захаров 1953 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.

Валентина Шингалова,

округӑн архив ӗҫӗсен секторӗн заведующийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *