Суббота, 27 апреля

Чӑваш Республикин кунӗ пулать

Чӑваш Республикин кунӗ пулать

ВДНХра пыракан «Россия» выставка-форумра декабрӗн 1-мӗшӗнче, паян, Чӑваш Республикин кунӗ иртет. Унта Чӑваш Енне тӗрлӗ енлӗн кӑтартса парӗҫ.

Республика кунӗн кашни хӑни «Эпир — пӗрле» акцие хутшӑнаканӗ пулса тӑрӗ, чӑваш туйӗн илемне, хӑйнеевӗрлӗхне курса савӑнма пултарӗ.

Кӑмӑл пуррисем пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх продукцийӗпе  паллашма, халӑх промыслӗн ӗҫӗсене хаклама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма, вӗсене хатӗрлеме вӗренме те пултарӗҫ.

Кунтах Чӑваш Ен Координаци центрӗ  те ӗҫлет.

ВДНХ тӗп сцени ҫинче тата культура проекчӗсен зонисенче чӑваш артисчӗсен тӗрлӗ енлӗ программи пулӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *