Суббота, 27 апреля

Хӑвӑра пӗччен ан туйӑр

Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин Чӑваш Республикинчи уйрӑмне туса хунӑранпа кӑҫал 35 ҫул ҫитет. Ҫак тапхӑрта вӑл сусӑр чылай ҫынна хӳтӗлес, пулӑшас тӗлӗшпе нумай ӗҫ туса ирттернӗ.

Обществӑн пирӗн округри (районти) уйрӑмӗ те 1988 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа ӑна чылай ҫын ертсе пынӑ. Пӗлтӗр пухура мана ертӳҫӗ пулма суйларӗҫ.  Пирӗн организаци 30 яхӑн инвалида пӗрлештерсе тӑрать. Эпир вӗсемпе пӗрле мӗн май килнӗ таран тӑтӑшрах тӗл пулма тӑрӑшатпӑр. Анчах та хӑшӗ-пӗри обществӑран ютшӑнасшӑн. Ҫакна ӑнланма та пулать пулӗ.  Вӗсем хӑйсене сывӑ ҫынсенчен урӑхларах туяҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пурне те сусӑрсемпе калаҫнӑ, хутшӑннӑ чухне сӑпайлӑрах пулма ыйтас килет. Вӗсен чун-чӗри хӑвӑрт «аманать».

Общество инвалид ҫынсемпе тӗрлӗрен мероприятисем йӗркелеме тӑрӑшать. Кӑҫал шашка-шахмат турнирӗсем ирттертӗмӗр. Экскурсисене кайса килтӗмӗр. Ноябрӗн 30-мӗшӗнче округ центрӗнчи этнобиблиотекӑра Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен кунне тата регионти уйрӑмне туса хунӑранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа мероприяти йӗркелерӗмӗр. Унта «ГБ МСЭ по Чувашской Республике-Чувашия» бюро ертӳҫи В.В.Васильева, 41-мӗш аптека директорӗ А.Н.Ильина, РФ Социаллӑ фончӗн клиент службин ертӳҫи  Н.В.Юманова, Социаллӑ хӳтлӗх пайӗн специалисчӗ С.В. Дмитриева, округ больницин тӗп врачӗн ҫумӗ Л.В.Галкина хутшӑнчӗҫ. Вӗсем инвалид ҫынсене патшалӑх паракан пулӑшусемпе ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен каласа пачӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Округри сусӑр ҫынсене  Инвалидсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Сире, паллах, пурнӑҫра ҫӑмӑл мар. Апла пулин те пуҫӑрсене ан усӑр. Эсир пӗччен мар. Сирӗн тавра тӑванӑрсем, кӳршӗ-аршӑ, ял-йыш, патшалӑхӑн социаллӑ органӗсен ӗҫченӗсем, пирӗн общество. Кашни кун илемӗшӗн савӑнса пурӑнмалла пултӑр, сывлӑхӑрсем ан хавшаччӑр, вӑй-халӑрсем ан чакчӑр. Темӗнле хӗн пулсан та пурнӑҫри тӗллевӗрсене ан ҫухатӑр.

 Алексей Гаврилов,

инвалидсен обществин округри уйрӑмӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *