Шупашкарта мартӑн 20-мӗшӗнче Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫнӑ май ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Пирӗн муниципаллӑ округа икӗ автобус тивӗҫнӗ. Вӗсен уҫҫисене Комсомольски 2-мӗш вӑтам тата Хырхӗрри тӗп шкулӗ сен директорӗсем Евгений Савельевпа Юрий Алексеев илнӗ.
Автобуссене техника енчен кирлӗ хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Халӗ ачасене вӗр-ҫӗнӗ те хӑтлӑ транспорт хатӗрӗсемпе илсе ҫӳрӗҫ. Ҫулӗсем такӑр пулччӑр, яланах симӗс ҫутӑ сунатпӑр.
(ХАМӐР ИНФ. ).