Суббота, 20 апреля

Хапăл туса кĕтетпĕр!

Каçал тăрăхĕ хăйĕн маттур та хастар ывăл-хĕрĕпе чăннипех те мухтанать. Вĕсенчен пĕри — Аслă Çĕрпỹелĕнче çуралса ỹснĕ Василий Разумов. Ял халăхĕ хăйĕн чаплă ывăлĕ пирки манмасть, вице-адмирал ячĕпе çулсерен спорт вăййисем ирттерет. Ăна йĕркелекенĕ — Василий Разумовăн тăванĕсем, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн администрацийĕ тата районти Тинĕс-çар флочĕн организацийĕ.

Кăçал та, акă, апрелĕн 29-мĕшĕнче, Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнчи спортзала Василий Разумова хисеплекенсем пухăнĕç. Çак кун ирхи 10 сехетре унта пневматика винтовкинчен перес енĕпе ăмăрту ирттерме палăртнă. Пурне те ăмăртăва хутшăнма йыхравлатпăр.

Е.ОРЕШКИН,

Тинĕс-çар флочĕн районти организацийĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *