Воскресенье, 5 мая

Публикации

Чăваш Ен – малти ретре

Чăваш Ен – малти ретре

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан ТОП-20 регион йышне кĕнĕ. Раççей Федерацийĕн Правительстви 2019 çулта пысăк должноçри çынсен ĕçĕн тухăçлăхне тата ĕç тăвакан влаç органĕсен çитĕнĕвĕсене хакланă. Пĕтĕмлетÿ тăрăх, Раççей Федерацийĕнчи субъектсене пĕтĕмпе 45 миллиард тенкĕлĕх грантcем пайласа пама йышăннă. Рейтингра 1-мĕш вырăнтан пуçласа 50-мĕш вырăна тухнисене çеç пулăшу тивнĕ. Чăваш Ен çак рейтингра хисеплĕ 17-мĕш вырăна тухнă. Федераци бюджетĕнчен Чăваш Республики 958 миллион та 686 пин тенкĕ илет. Палăртма кăмăллă: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата Чăваш Республикин Правительствин ĕçне РФ Правительстви çав тери пысăк хак панă. Ку вара мĕн пур халăха, регионта пурăнакансене малашне те çитĕнÿсемпе ĕçлеме тата та вăйл

Çемье ачасемпе çирĕп

Юнкун "Çемье çулталăкĕ — 2019" республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. "Çулталăк çемйи" конкурса республикăра 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. Çултан-çул ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ÿсет. 2004—2019 çулсенче пĕтĕмпе 2692 çемье конкурса хутшăннă. Кăçал вара 138 çемье хăйсен ăсталăхне пур енлĕн кăтартса пама килĕшнĕ. Конкурса яланхиллех район, хула шайĕнче малтан йĕркелесе ирттереççĕ. Каярах вара мала тухнисем республика шайĕнче палăраççĕ. Регионта иртнĕ конкурс çĕнтерÿçисем Атăлçи федераци шайĕнче иртекен мероприятире республика чысне хÿтĕлеççĕ. Чи маттур та ĕçчен, пултаруллă çемьесене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. "Паянхи пурнăçшăн уяв çав тери пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, конкурса çемьесем хапăл тусах хутшăнаççĕ. Çакă çемьесене çирĕплетме, йăли-йĕркис
Ĕçсĕррисем – камсем вĕсем?

Ĕçсĕррисем – камсем вĕсем?

Ĕçсĕррисен шутне палăртас тесе статистика органĕсем Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ сĕнекен методологи тăрăх кашни уйăхра ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă ыйтусем тăрăх халăх хушшинче ыйтăмсем ирттереççĕ. Ĕçсĕрлĕх шайне тупма палăртнă ÿсĕмри ĕçсĕррисен шутне ĕçлекенсен шучĕ çине пайлаççĕ. Ку ыйтăма 15—72 çулсенчи çынсем хушшинче ирттереççĕ. Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ палăртнă тăрăх, ĕçлĕ çынсем шутне çаксем кĕреççĕ: — килĕшÿ тăрăх эрнере пĕр сехет те пулин ĕçлекенсем /куншăн вĕсене укçан е таварпа тÿлеççĕ/; — хăйсен предприятийĕнче е тăванĕсем патĕнче ĕçлекенсем /çав шутра килĕшÿ çырмасăр ĕçлекенсем те/, ĕç паракансем, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем, производство кооперативĕсен членĕсем, çемье предприятийĕсенче пулăшакансем; — килти хуçалăхра сутас е ылмаштарса илес тĕллевпе ял хуçалăх, вăрман продукцине

Вĕренÿре маттур, спортра хастар

Спортпа туслă çын нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçне усмасть. Спортсăр пĕр кун та пурăнайман çынсем пирки илтнĕ-и эсир? Вĕсенчен пĕринпе паян паллаштарăп. Кирилл Денисов Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренет. Маттур яш чупать, хĕлле хоккей лапамĕнче вылять, йĕлтĕрпе ярăнать. Унсăр пуçне ишекенсен секцине çÿрет, баскетбола юратать, волейболла вылять. Кирилăн спортри çитĕнĕвĕсем пысăк, вăл — малтисен ретĕнче. Районти ăмăртусенче яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнăран, республика тата унăн тулашĕнчи ăмăртусене те вăл пайтах хутшăнать. Ăнтăлни, малтан малта пулма тăрăшни те хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарать. Кирилл кăçал Крым республикинче иртнĕ спорт фестивальне хутшăннă. Октябрĕн 18-мĕшĕпе ноябрĕн 4-мĕшĕсенче Крымра, "Артек" кану лагерĕнче шăпах шкулта вĕренекенсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе х

Район аталанăвне тÿпе хывнă

Ырми-канми ĕçĕпе районта çеç мар, республикăра та палăрнă Василий Алексеевич Белков ноябрĕн 28-мĕшĕнче 80 çул тултарнă пулĕччĕ. Шел пулин те, вăл 2015 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Василий Белков 1939 çулта Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. 1955—1971 çулсенче "Россия" колхозра тĕрлĕ ĕç тăваканра, ферма заведующийĕнче, комбайнерта, кино кăтартакан мотористра, райпо сутуçинче ĕçленĕ. 1971—1978 çулсенче колхозра механикра, пахча бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. 1979 — 1980 çулсенче — Александровка ял Совечĕн председателĕ, 1981—1984 çулсенче — "Россия" колхоз председателĕн çумĕ, 1984—1991 çулсенче — Комсомольски райповĕн хатĕрлев кантурĕн директорĕ, 1991 — 2003 çулсенче "Искра" колхоз председателĕ пулнă. Василий Алексеевич Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
Çырни кăмăла хуçрĕ

Çырни кăмăла хуçрĕ

Район центрĕнчи ял хуçалăх продукчĕсем сутакан магазин умĕнчи пĕлтерÿ хăми çинче курнă пĕлтерĕве вуласан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Пĕлтерÿре "Ассоциация ветеранов Группы советских оккупационных войск..." сăмах тÿрех куçа тăрăнчĕ. Мĕнле-ха капла; Мĕнле "Советские оккупационные войска;" Каласа хăварам, ман сăмах пирĕн çарсене Варшава килĕшĕвĕн блокĕнчен илсе тухнăранпа августăн 31-мĕшĕнче 25 çул çитнине паллă тăвас пĕлтерÿпе çыхăннă. Унта хĕсметре пулнисем, мероприятие хутшăннисем каланă тăрăх, паллă куна анлăн уявланă, спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ, тахçантанпах тĕл пулман юлташсемпе курса калаçнă. Ку питĕ те лайăх. Чăнах та, 1940 çулсен вĕçĕнче Европăра мирлĕ пурнăç тытса пыма юлнă совет чаçĕсене "Группа советских оккупационных войск" тесе каланă. Ку пулăм иртнĕ вăхăтра пулнă-çке. Энциклопед
Парăм коллекторсене куçмасть

Парăм коллекторсене куçмасть

Кăçалхи июлĕн 26-мĕшĕнче йышăннă Федераллă саккун тăрăх, РФ пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 155 тата 162 статйисене тата "Срокĕ тухнă парăма тавăрса панă чухне çынсен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси тата "Микрофинанс ĕçĕпе микрофинанс организацийĕсем çинчен" Федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" Федераллă саккунăн 1 статйине улшăнусем кĕртнĕ. Çапла июлĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн пуçтарăннă парăма виççĕмĕш сăпатсене /банксене е коллекторсене/ пама юрамасть. Кун пек тунисене ним пĕлтерĕшсĕр тесе йышăнаççĕ. Çак йĕркене ертсе пыракан тата ресурссемпе тивĕçтерекен компанисен, çурт-йĕрĕн харпăрçисен юлташлăхĕсен, потребительсен кооперативĕсен, йăлари хытă каяшсене тирпейлес енĕпе ĕçлекен регионаллă операторсен пăхăнмалла. А.АФАНАСЬЕВ, район п
Ачана туртса илме пултараççĕ

Ачана туртса илме пултараççĕ

РФ Конституцийĕ тăрăх, амăшлăхпа ачалăх тата çемье патшалăх хÿттинче аталанаççĕ. Ачасене пăхасси, вĕсене воспитани парасси — ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕ. Енчен те вĕсем çак тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламаççĕ, ачан пурнăçне е унăн сывлăхне хăрушлăха лектереççĕ пулсан, РФ Çемье кодексĕн 77 статйипе килĕшÿллĕн опекăпа попечительлĕх органĕ ачана ашшĕ-амăшĕнчен туртса илме пултарать. Кун пек мерăна питĕ çивĕч лару-тăрура çеç йышăнаççĕ. Сăмахран, ачана çемьере тивĕçлĕ пек пăхмаççĕ, апат çитермеççĕ, шыв ĕçтермеççĕ е кăкăр ачине чылайлăха пĕчченех пăрахса хăвараççĕ пулсан, опекăпа попечительлĕх органĕсем çирĕп мерăсем йышăнаççех. Ачан сывлăхĕ е пурнăçĕ мĕнле хăрушлăха лекнине палăртма унăн ÿсĕмне, сывлăхне тата ытти лару-тăрăва шута илеççĕ. А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн çумĕ.  
Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Дача участокĕ çинчи пĕчĕк çуртăн статусне улăштарса унран пурăнмалли çурт тума пулать-и? Ыйтăва район прокурорĕн çумĕ А.В.Афанасьев хуравлать. Хальхи вăхăтра саккун тăрăх çапла тума юрать. Садри çуртран пурăнмалли çурт тăвас тесен вырăнти хăйтытăмлăх органне çак документсене илсе пымалла: — садри çурта пурăнмалли çуртсен йышне кĕртесси çинчен калакан заявлени /унта çĕр участокĕн кадастр номерне кăтартмалла/; — садри çурта регистрацилени çинчен калакан куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен илнĕ выписка е харпăрлăх правине çирĕплетекен урăх документ; — садри çурт пурăнмалли çурт-йĕрĕн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе пĕр килнине çирĕплетекен тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕ; — енчен те садри çуртăн харпăрçисем темиçен пулсан, ытти харпăрçăсем те ăна пурăнмалли çурт-йĕре куçарма хирĕç маррине çирĕп

Каçал тăрăхĕ «Каçал ен» вулатăр!

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем те "Каçал ен" хаçата вулама юратаççĕ. Район хаçатне пĕччен мар, ушкăнпа вулаççĕ. Интереслĕ, кăмăла каякан материалсене вара çийĕнчех сÿтсе яваççĕ. Вăл çеç-и? Хăйсем шăрçаланă хайлавсем тухасса та чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. "Хаçат страницисенче пичетленнĕ заметкăсене курсассăн савăнаççĕ, ентешсем пирки те кăсăклансах вуласа пĕлеççĕ", — пĕлтерет пире Анна Матросова обществăлла корреспондент. Хаклă вулакансем, эсир район хыпарçине вулама кăмăллатăр-и тата ăна çитес çурçуллăх валли çырăнма манман-и? Маннă пулсассăн — çырăнма васкăр! Декабрĕн 2—12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару декадинче кăна "Каçал ен" хаçата йÿнĕрех çырăнма пулать. Унăн хакĕ — 418, 38 тенкĕ. Эсир çак тапхăрта 40 тенкĕ ытларах перекетлетĕр. 418 тенкĕ те 38 пуспа мĕн туянма пулать? Чун