Чиртен сыхланма тăрăшăр

Чиртен сыхланма тăрăшăр

Коронавирус инфекцийĕ сарăлни — пирĕн республикăри чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Чир ернисен шучĕ ÿссе пынă май çынсене çакăнпа çыхăннă чылай ыйту пăшăрхантарать: инфекцирен мĕнле сыхланмалла, коронавирус ерсен мĕн тумалла тата ытти те. Çак ыйтусем тавра Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен больницăн тĕп врачĕн çумĕпе Евгений Орешниковпа калаçрăмăр. Шăпах çак больницăра республикăра тупса палăртнă коронавируспа чирлĕ çынсене сиплеççĕ.
— Евгений Витальевич, çулталăк пуçламăшĕнче, Китайран усал чир çинчен калакан хыпарсем килме пуçласан, вирусологсем пăшăрханма сăлтав çукки, ку ахаль коронавирус çеç пулни çинчен калатчĕç. Вĕсем йăнăш хыпар сарнă-шим?
— Китай ăсчахĕсем çĕнĕ чир коронавируссен шутне кĕнине каланă. Коронавируссене эпир аван пĕлетпĕр. Кĕркунне кашни пиллĕкмĕш çын шăпах вĕсене пула сунаслать, ÿслĕкпе аптăрать. Анчах та çĕнĕ чир урăхларах пулни палăрчĕ. Вăл вируссен «SARS» çемйине кĕрет, çавăнпа та сивĕ вăхăтра ерекен ахаль инфекцисенчен уйрăлса тăрать. Манăн ăна гриппа та танлаштарас килмест, мĕншĕн тесен грипп та питĕ хăрушă пулнине эпир куратпăр. Кашни çулах реанимацире гриппа чирленĕ пациентсен пурнăçĕшĕн кĕрешетпĕр, анчах хăш-пĕр чухне вĕсене çăлма май килмест. Грипп та питĕ йывăррăн иртме, çыннăн чĕрине, ÿпкине, куçĕсене сиенлеме, диабет чирне пуçарса яма пултарать. Çапах та ку чире эпир лайăх пĕлсе çитнĕ, мĕн тумаллине пĕлетпĕр. Коронавируспа чирлекенсене вара эпир унччен сиплесе курман, çавăнпа та кашни тĕслĕхпе ку чир çинчен ытларах вĕренсе пыратпăр. Ковид пĕрисен юнне çăратать, теприсен пыршăлăхне сиенлет, виççĕмĕшсен ÿпкисене пĕтерет. Çавăнпа та сиплекен тухтăрсен малтан çак чире пĕлсе çитме тăрăшмалла.
— Мĕншĕн пурне те йĕркипе тестсем тума юрамасть; Капла эпир тÿрех кам чирлине пĕлĕттĕмĕр…
— Çакна тума питĕ нумай лаборатори тата лаборантсем кирлĕ пулĕç. Çавăнпа пĕрлех вăхăт тата укçа нумай тăкакланать. Тĕслĕхрен, çак анализ 1000 тенкĕ çеç тăрать теес пулсан та республикăри кашни çыннăнне пĕр хутчен анализ илме 150 миллион тенкĕ кирлĕ. Чылай чухне пĕр тест туни çителĕксĕр.
— Çынсем пурпĕрех чирлеççĕ пулсан, мĕншĕн-ха карантин мерисене пăхăнмалла, килте лармалла?
— Карантин çынсене чир ересрен сыхласа пĕтереймест. Вируссем пурпĕр нумай çынна ереççĕ. Пирĕн тĕллев — пурте пĕр харăс чирлесрен сыхланасси. Больницăна 20 е 200 çын пĕр харăс лекни, паллах, пĕр мар. Енчен те йывăр чирлисем питĕ нумайăн пулсан эпир пурне те пулăшу кÿме пултараймастпăр.
— Мĕншĕн искусствăлла майпа сывлама пулăшакан аппаратсем хăшĕ-пĕрисене сывалма пулăшаймаççĕ; Е вĕсем çителĕксĕр-и пирĕн? 
— Темшĕн чылайăшĕ çак аппарата сыпăнтарсанах çын сывалса каясса ĕненет. Чăннипе вара çак аппаратпа çын хăй тĕллĕн сывлайман чухне усă куратпăр. Аппарат пациент патне кислород илсе пырать. Енчен те çыннăн вăйĕсем юлнă пулсан, вăл çакăн хыççăн чирпе кĕрешме тытăнать. Анчах та чылай чухне вĕсемпе усă курма тытăннă çĕре организм чирпе кĕрешейми пулса çитет. Вирус ÿпкене çеç мар, ытти органсене те сиенлет-çке.
— Çыннăн пÿри ĕçлейми пулсан вара; Организма искусственнăй пÿрепе ĕçлеттерме пулать-и?
— Çапла. Нумаях пулмасть пĕр хĕр-арăмăн ковида пула пÿри ĕçлейми пулнăччĕ. Ахаль гемодиализ 4—6 сехет тăсăлать. Михаил Доброхотовпа Павел Сигов тухтăрсем гемодиафильтрацие 25 сехет туса тăчĕç.
— Ковид хыççăн ÿпке малтанхи пек пулмасть тени тĕрĕс-и?
— Ÿпке шыçни кашнинчех хăй хыççăн йĕр хăварать. Çапах йăлтах организмран, иммунитетран килет. Паллах, чире йывăррăн чăтса ирттернĕ пациентсене малашне тĕрĕслесе тăмалла пулать. Инфекцие чир паллисемсĕр е çăмăллăн чăтса ирттернисем вара малалла унчченхи пекех пурăнĕç.
— Мĕншĕн чир ерме пултаракан хăрушлăх ушкăнне ватă çынсене çеç мар, гипертонипе аптăракансене те кĕртнĕ; 40 çултан иртнĕ хыççăн чылай çыннăн юн пусăмĕ хăпарать-çке.
— Гипертонипе аптăракансен хăйнеевĕрлĕхсем пур. Сăмахран, вĕсем çине хăш-пĕр эмелсем пачах витĕм кÿмеççĕ. Ватă çынсене илес пулсан вара, вĕсен организмĕсем чылай хавшакрах. Çав вăхăтрах вĕсем хушшинче те вируса çĕнтерекенсем чылай. Пĕлтĕр час-часах шăнса пăсăлнăскерсем кăçал коронавируса çăмăллăнах çĕнтерни те пулкалать. Çакă маларах чирленисем иммунитета çирĕплетме пулăшнипе çыхăннă. Унсăр пуçне килте кушак тытакансем çăмăллăнрах чирленине асăрхарăмăр. Эпĕ çакăн пек ăнлантаратăп: кушаксен коронавирусĕсем хуçине лекмеççĕ, анчах унăн организмĕнче вируспа кĕрешекен клеткăсене аталантараççĕ.
— Пурин те инфекцирен мĕнле сыхланмаллине пĕлес килет. Анчах та сĕнÿсем тĕрлĕ енлĕ. Пĕрисем маска тăхăнмалла теççĕ, теприсем маскăсем усăсăррине палăртаççĕ. Мĕн тумалла-ха?
— Чи малтанах, хăраса ÿкмелле мар, вăйлă хăрани организма хавшатать. Магазина, аптекăна, троллейбуса кĕнĕ чухне маска кирлех, мĕншĕн тесен вĕсенче чирлĕ çынпа тĕл пулма пулать. Урамра пĕччен утнă е хăвăрăн машинăпа пынă чухне, паллах, маска кирлĕ мар. Эпидеми вăхăтĕнче нумайрах çывăрмалла. Каннă организм вируссемпе вăйлăрах кĕрешет. Белокпа пуян апат-çимĕç çимелле: çăмарта, пулă, тăпăрчă, какай. Унсăр пуçне клеткăсене çирĕп пулма çу кирлĕ. Тĕрлĕ витаминсем, уйрăмах Д3, ĕçни усăллă. Чир ересрен сыхланса пурăннă май, тен, эпидеми те вăйсăрланĕ, ку чиртен вакцинăпа та усă курма пуçлĕç.
— Хамăра япăх туйсан вара? Больницăна каймалла-и?
— Енчен те температура 37,5 градусран пысăк пулмасан, сывлăш çитмен пек туйăнмасан, больницăна васкамалла мар. Çăмăллăн чирлекенсене ятарлă сиплев кирлĕ мар, вĕсен чир каплах иртет. Тухтăра киле чĕнсе больничнăй илмелле те, тухтăр çырса панă пек сипленмелле. Енчен те сывлăш çитми пулсан вара, васкавлă пулăшу чĕнмелле.
— Компьютер томографийĕ тумалла-и вара?
— Чир паллисем çук чухне нимĕн те тумалла мар. Компьютер томографийĕ вăхăтĕнче организм çине пайăркасем витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа та ăна чир ерни паллă пуличченех тумалла мар. Интерферонсемпе усă курсан та чиртен сыхланма çук. Çавăнпа та хăвăр тĕллĕн кун пек мерăсене ан йышăнăр, чиртен сыхланма ытларах канăр, лайăх апатланăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *