Общество

Ҫӗнӗ пулӑшу мери йышӑннӑ

Ҫӗнӗ пулӑшу мери йышӑннӑ

Республикӑра пурӑнакан нумай ачаллӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ачасене шкула хатӗрлеме пӗр хутчен тӳлев пама йышӑннӑ. Вӑл кашни ачана валли 12860 тенкӗпе танлашать. Ҫакна валли республика бюджетӗнчен 34 миллион та 284 пин тенкӗ уйӑрнӑ.  Ҫак тӳлеве илес тесен нумай ачаллӑ ашшӗн е амӑшӗн ЧР Социаллӑ портал урлӑ е нумай функциллӗ центра пырса заявлени ҫырмалла. Заявление 5 ӗҫ кунӗнче пӑхса тухаҫҫӗ. Тӳлеве ҫемьери вӑтам тупӑш республикӑри пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалрах пулсан ҫеҫ параҫҫӗ.
Имҫамлани сиен ан кӳтӗр

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр

Августӑн 13-мӗшӗнче, шӑпах Пыл сӑпасӗ умӗн, администрацин ларусен залӗнче округри хурт-хӑмӑр ӑстисем пуҫтарӑнса канашланӑ. Мероприятие ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем те хутшӑннӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин тӗлпулӑва уҫса сӳтсе явмалли тӗп ыйтусене палӑртнӑ. Чи пӗлтерӗшлӗ ыйту — ял хуҫалӑх культурисене хурт-кӑпшанкӑран тата ҫумкурӑксенчен имҫамлас ӗҫе пыл хурчӗсемшӗн сиенсӗр йӗркелесси. Мероприятие хутшӑнакан хурт-хӑмӑр ӑстисем ҫак ӗҫсене тӑвасси ҫинчен маларах пӗлтерсе хуманшӑн кӑмӑлсӑр. Рапс уйӗсене имҫамланине пула ҫывӑхра вырнаҫнӑ ялсенчи пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ. Маларах пӗлтернӗ пулсан хурт ӗрчетекенсем хӳтӗленме мерӑсем йышӑнса ӗлкӗрнӗ пулӗччӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗлпулӑва килнисем ял хуҫалӑх культурисене имҫамланӑ чухне 3-мӗш кл

Вӑхӑтра пулӑшу пани хаклӑ

Йывӑр вӑхӑтра ҫӗршывпа тата халӑхпа пӗрле пулни, фронтри салтаксем ҫинчен манманни, вӑй ҫитернӗ таран пулӑшма тӑрӑшни — шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ вӑл Тӑван ҫӗршыва юратни. Паянхи кун, тӑвансем, пӗлӗшсем тата пин-пин палламан ентешсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ вӑхӑтра, вӗсене пулӑшасси — пирӗн тивӗҫ. Округ ҫыннисемшӗн патриотлӑх тени пушӑ сӑмах мар. Тӗрлӗ ялсенче пурӑнакансем салтаксем валли маскировка тетелӗсем ҫыхас ӗҫе активлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, ҫак кунсенче Хырай Ӗнел хастарӗсем черетлӗ 62-мӗш маскировка тетелне ҫыхса пӗтерни ҫинчен хыпар ҫитрӗ. Кӑҫал округшӑн юбилейлӑ ҫул пулнине кура вӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен 85 тетел ҫыхса ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем патне ярса парасшӑн. Округра пурӑнакансем салтаксене валли гуманитари пулӑшӑвӗ те час-часах ӑсата

Ветерансем тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ

Иртнӗ эрнере муниципаллӑ округӑн ларусем ирттермелли залӗнче ветерансен совечӗн анлӑ пленумӗ пулса иртнӗ. Унта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа ҫитес ҫул 80 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвас енӗпе хатӗрленӳ ӗҫӗсем тӑвас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫавӑн пекех ветерансен организацийӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене гуманитарлӑ пулӑшу парасси ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Сӑмах Ваттисен кунӗ ирттересси пирки те пынӑ. Округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев малтан анлӑ доклад туса панӑ. Ӑна сӳтсе явнӑ май унӑн ҫумӗ В.И.Пундяков, РФ шалти ӗҫсен министерствин округри ветерансен совечӗн председателӗ  П.В.Лапшин, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче  службӑра пулнӑ  ветерансен совечӗн председателӗ Н.И.Смирнов, «Искра» колхозри ветерансен совечӗн вырӑнти пред

Медале тивӗҫнӗ

Пирӗн округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, округ, республика ятне ҫӳлте тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче пирӗн пата ырӑ хыпар ҫитрӗ — пирӗн ентеше, Урмаел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илнар Кумтова Жуков медальне парса чысланӑ. Ку пысӑк наградӑна вӑл ҫапӑҫура кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн тивӗҫнӗ. Эпир паттӑр ентешпе мухтанатпӑр, унӑн хӑюлӑхӗпе мӑнаҫланатпӑр. Вӑл — ҫамрӑк ӑрусемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх.    
Ӗмӗрӗпех вӑрман хуҫалӑхӗнче  ӗҫленӗ

Ӗмӗрӗпех вӑрман хуҫалӑхӗнче  ӗҫленӗ

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Игнатий Мартынов вӑрманта сиплӗ сывлӑшпа тулли кӑкӑрпа сывласа уҫӑлса ҫӳреме, унти илеме, чӗрӗ чунсен пурнӑҫне сӑнама, лӑпкӑ ҫилпе хускалакан йывӑҫсен сулхӑнӗпе киленме кӑмӑллать. Ӗмӗрӗпе вӑрманта ӗҫленӗ ҫынна йывӑҫсен ытамӗнче пулни канлӗх кӳрет, хавхалантарать, лайӑх кӑмӑл парнелет.  Игнатий Павлович 1949 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче Хирти Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Пилӗк ачаллӑ ҫемьере вӑл иккӗмӗш пулнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен ҫемье пуҫӗ мӑшӑрӗсӗр, ачисем амӑшӗсӗр тӑрса  юлаҫҫӗ. Тем чухлӗ хуйхӑрсан та вилнӗ ҫынна тавӑраймӑн. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ашшӗ киле хӗрарӑм илсе килнӗ. Ҫемьере ачасен шучӗ тӑххӑра ҫитнӗ. Хирти Явӑш шкулӗнче 8 класс пӗтерсен Йӑкӑнат 9—10 классене Комсомольски вӑтам шкулӗнче вӗренме шут тытнӑ. Мӑнукӗн ку шухӑшне Кӗҫӗн Каҫал
Пӗрле пуҫтарӑнса калаҫни паха

Пӗрле пуҫтарӑнса калаҫни паха

Августӑн 12-мӗшӗнче округра пурӑнакан, хӑй вӑхӑтӗнче сывлӑш ҫар вӑйӗсенче службӑра тӑнӑ ветерансем пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ. Малтанах вӗсемпе округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тӗл пулчӗ.  Вӑл ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе  ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑшӑн В.А.Абрамова, С.К. Батюкова, 92 ҫула ҫитнӗ А.С.Кокорева, В.Б.Тихонова, В.А.Егорова, А.П.Дикина, О.Л.Токмакова, О.В.Волкова, Г.И.Свистунова тӗрлӗ шайри наградӑсем пачӗ. Ун хыҫҫӑн ветерансем Александровка тӑрӑхне  ҫитрӗҫ. Унта вӗсем Н.Будаков тата Н.Ефименко  летчиксене асӑнса лартнӑ монументсем умне чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ. Александровка территори  уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Л.А.Полякова вӗсене пархатарлӑ ӗҫ тунӑшӑн тав турӗ, ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене ӗмӗрӗпех асра тытмаллине

Яла илем кӗртеҫҫӗ

Ҫак кунсенче хам ҫуралса ӳснӗ яла — Йӑлмахвана — ҫитме тӳр килчӗ. Ялта пурӑнакан шӑллӑм, Алексей Дмитриев патне шӑнкӑрав ятӑм. Вӑл килте мар, хамӑр вӗреннӗ шкул вырӑнӗнче иккен. Унта пырса чарӑнсанах трактор шавӗ илтрӗм. Ку вырӑнта пуҫламӑш классенче вӗренмелли кивӗ шкул 1984 ҫулччен ларнӑ, ӑна пӑснӑ та  пристрой туса хунӑ. Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. 40 ҫул тӗкӗнмен ӗлӗкхи шкул вырӑнӗнче халӗ хӗрӳ ӗҫ пырать: асар-писер шӑтса алхасса кайнӑ вӗренесене касса тирпейленӗ, лаша лавӗпе тиесе илсе кайнӑ. Эпӗ пырса курнӑ вӑхӑтра кирпӗч купине МТЗ тракторпа вӑр-вар салатса ҫул туса та хучӗҫ. Ялти пултаруллӑ ҫынсем пуҫтарӑнса канашланӑ та ҫак вырӑна тирпей-илем кӗртме шутланӑ иккен. Хӑйсем вӗреннӗ шкул вырӑнне асӑну палли лартнӑ. Хам та ҫак шкултах 4 класс вӗренсе тухнӑ. Асрах-ха, 6-мӗш е 7-мӗш к

Яланах ачасем хушшинче

Ҫак кунсенче Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан В.Н.Никифорова сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвать. Вера Николаевна пурнӑҫ тӑршшӗпех ачасем хушшинче. 1981 ҫулта вӑл Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вожатӑйра ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗсенче октябреноксем, пионерсем, комсомолецсем пулнӑ. Вӗсемпе тӑтӑшах мероприятисем ирттерме тивнӗ. Ачасемпе ытларах уроксем хыҫҫӑн ӗҫленӗ. Стена хаҫачӗсем кӑларнӑ, уявсем тӗлне концерт программисем хатӗрленӗ. Ферма ӗҫченӗсене, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче йӗтем ҫинче, хирте ӗҫлекенсене юрӑ-ташӑпа хавхалантарнӑ. Ялти ватӑсене, ун чухне вӑрҫӑ ветеранӗсем те пулнӑ-ха, пулӑшма ҫӳрессине йӗркеленӗ. Вӗсене вутӑ татса, ҫурса, купаласа панӑ, шыв ӑсса килнӗ, хӗлле юр уҫнӑ тата ытти ӗҫсене те пурнӑҫланӑ. 1985—1987 ҫулсенче В.Никифорова Ҫӗрпӳри культура училищинче вӗреннӗ. Тӑ
Тырпул пӳлмене кӗрет

Тырпул пӳлмене кӗрет

Хирсенче сарӑ тӗс ҫапнӑ уйсем йышлӑрах курӑнма пуҫларӗҫ. Пулса ҫитнӗ тӗштырра ял хуҫалӑх предприятийӗсем вӑхӑтра пуҫтарса кӗртес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Округри пур хуҫалӑх та вырмана  тухнӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене  вӑхӑтра пуҫтарса кӗртес енӗпе вӑй  хураҫҫӗ. Августӑн 8-мӗшӗ тӗлне округра 5256 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пухса кӗртнӗ. Йӗтемсем  ҫине 15600 тонна тырӑ  кӗнӗ, вӑтам  тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 30,0 центнерпа танлашать. 3860 гектар нумай ҫул ӳсекен, 1436 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Округра 8650 тонна утӑ, 25338 тонна сенаж хатӗрленӗ. Кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлес енӗпе те ӗҫсем пыраҫҫӗ. Тракторсем 2802 гектар ҫӗр сухаланӑ, кӗрхи культурӑсем акма кӑпкалатнӑ вырӑн тунӑ. Ҫӗр ӗҫченӗ кашни уяр кунпа  тул