Пятница, 19 апреля

Общество

Чи пӗлтерӗшли  — халӑх сывлӑхӗ

Чи пӗлтерӗшли  — халӑх сывлӑхӗ

«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ 2019 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл «Медицинӑпа санитарин пуҫламӑш пулӑшӑвне  аталантарасси», «Чӗре тата унӑн сосучӗсен чирӗсемпе кӗрешесси», «Онкологи чирӗсене хирӗҫ кӗрешесси», «Ача-пӑча  сывлӑх сыхлавне ачасене медицина пулӑшӑвӗ паракан инфраструктурӑна паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен шая лартса аталантарасси», «Медицина организацийӗсене квалификациллӗ кадрсемпе тивӗҫтересси», «Медицина тӗпчевӗсен наци центрӗсен сечӗсене аталантарса инновациллӗ медицина технологийӗсене ӗҫе кӗртесси», «Сывлӑх сыхлавӗн  патшалӑх информацин пӗрлехи системин никӗсӗ ҫинче пӗрлехи цифра контурӗ  туса хурасси», «Медицина пулӑшӑвӗн экспортне аталантарасси» федераллӑ проектсемпе пӗрле пурнӑҫланса пырать. Проект тӗллевӗ — Раҫҫейре пурӑнакансен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшасси, чирлекенсе
Важные цифры о мужчинах

Важные цифры о мужчинах

В День защитника Отечества поздравления принимают все представители сильного пола – от мала до велика. На начало 2023 года мужское население Чувашии составило 543 тыс. человек, или 46% жителей республики. Большинство из них в возрасте с 16 лет до 61 года включительно – 62%, с 62 лет и старше – 16%. Городскими жителями являются 62% сильного пола. В 2023 году родились 9 тыс. детей, из них 51% мальчиков. Самый крупный малыш появился на свет в Чебоксарском муниципальном округе и весил 5400 граммов. Пик рождаемости будущих защитников пришелся на июль – 486 младенцев. Официально зарегистрировали отношения в 2023 году 6 тыс. представителей сильного пола, из которых 66% в возрасте 20-34 лет. Нашли свою вторую половину и вступили в брак 206 мужчин в возрасте 60 ле
Сумлӑ ҫемьесене – юбилей медалӗсем

Сумлӑ ҫемьесене – юбилей медалӗсем

Комсомольски районӗ 85 ҫул тултарнӑ тӗле округ администрацийӗ юбилей медалӗ ҫирӗплетнӗ. Унпа ӗҫре палӑрнӑ ентешӗмӗрсене, тӑван тӑрӑхӑн социаллӑ пурнӑҫне тата экономикине пысӑк тӳпе хывнисене, маттур та пултаруллӑ ачасем ҫитӗнтернӗ ашшӗ-амӑшне, сумлӑ мӑшӑрсене чыслаҫҫӗ. Обществӑлла ҫак наградӑна чи малтан Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтаксемпе офицерсен амӑшӗсем илме тивӗҫнӗччӗ. Февралӗн ӑ3-мӗшӗнче вара ЗАГС пайне ҫур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене йыхравларӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Ильинсене, Горбуновсене тата Матросовсене Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗпе саламларӗ, юбилей медалӗсемпе чысларӗ. Ачисемпе мӑнукӗсем те саламсем ҫумне хутшӑнчӗҫ, чечек ҫыххисем парнелерӗҫ.    «Ҫемье — пысӑк тупра, ӑна упрамалла, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн пурнӑҫра чи хакли,
Пур ӳсӗмрисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ

Пур ӳсӗмрисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ

«Демографи» наци проекчӗ «Ача ҫуралсан ҫемьесене укҫа-тенкӗпе пулӑшасси», «Виҫӗ ҫула ҫитмен ачасене шкул умӗнхи пӗлӳ памалли майсем туса парасси, хӗрарӑмсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшасси», «Аслӑ ӑру», «Обществӑн сывлӑхне ҫирӗплетесси», «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» федераллӑ проектсене пӗрлештерсе тӑратьӗ Вӗсен тӗп тӗллевӗсем — ашшӗ-амӑшне ача ҫуратма хавхалантарасси, ҫемье институтне аталантарасси, сывлӑха ҫирӗплетме майсем туса парасси, аслӑ ӑрури ҫынсем ҫине  тимлӗх уйӑрасси. Пӗтӗмӗшле илсен ку наци проекчӗ ҫӗршывра ӗҫе кӗртекен пур проектсемпе тата программӑсемпе те тачӑ ҫыхӑннӑ теме пулать. Вӗсем пурте Раҫҫейре пурӑнакансене ӗҫлеме, канма, вӑхӑта усӑллӑ та савӑнӑҫлӗ ирттерме майсем туса парас тесе ӗҫлеҫҫӗ. Округри пӗтӗмӗшле демографи кӑтартӑвӗсем республикӑри яллӑ чылай вырӑнти пекех. Ача ҫ
Афган вӑрҫин ахрӑмӗ манӑҫмӗ

Афган вӑрҫин ахрӑмӗ манӑҫмӗ

Комсомольски тӗп библиотекинче «Афган вӑрҫин ахрӑмӗ» паттӑрлӑх сехечӗ иртрӗӗ Ӑна совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухни 35 ҫул ҫитнине халалланӑӗ Афганистанри вӑрҫӑ 9 ҫул ытла тӑсӑлнӑ. Ун витӗр 550 пин совет салтакӗпе офицерӗ тухнӑ. Ҫак мероприятие афган вӑрҫин ветеранӗсем — Комсомольски округӗнчи афганецсен союзӗн председателӗ Виктор Гаврилов, Илья Сизов, Иван Мамуткин, Александр Сорокин, Александр Григорьев, Ферит Айнетдинов тата 2-мӗш вӑтам шкулӑн 7-мӗш кадет класӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Библиотека ӗҫченӗсем Валентина Боровковӑпа Светлана Григорьева ачасене ют ҫӗр ҫинчи вӑрҫӑн кӗске историйӗпе паллаштарчӗҫ. Пирӗн ентешсем ҫав хаяр тӗрӗслев витӗр тивӗҫлӗн тухнине палӑртрӗҫ. Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 235 каччӑ Афганистан вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ. Шел, вӑрҫӑ ҫухатусӑр п
Проект хыҫҫӑн проект пурнӑҫланать

Проект хыҫҫӑн проект пурнӑҫланать

Шурут территори уйрӑмне Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут, Йӳҫ Шӑхаль, Юнтапа ялӗсем кӗреҫҫӗ. Ку тӑрӑх Патӑрьел, Йӗпреҫ округӗсемпе чикӗленсе тӑрать. Ял ҫыннисенчен ытларахӑшӗ «Урожай» колхозра, «Победа» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Кунта экономикӑпа социаллӑ ытти учрежденисем те — Шурутри почта уйрӑмӗ, ветеринари пункчӗ, ватӑ ӳсӗмри граждансемпе инвалидсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗ, аптека, райпон, уйрӑм ҫынсен лавккисем тата ытти те — пур. Шурут ялӗнчи шкула 1839 ҫулта уҫнӑ, вӑл Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи пирвайхи шкулсенчен пӗри. 1986 ҫулта шкул икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурта куҫнӑ. Шурут ялӗнче 2003 ҫултанпа пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ ӗҫлет. Малтан участок больници йывӑҫран пулнӑ (паянхи кун ҫав ҫуртра хӗрарӑмсен мӑнастирӗ вырнаҫнӑ). Унӑн никӗсне 1904 ҫулта хывнӑ, чирлисен

Ҫӗнтерӳҫӗ – Оксана Копташкина

Февралӗн 12-мӗшӗнче Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче «Тӑван чӗлхепе тата тӑван литературӑпа чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. Ку конкурса Комсомольски 1-мӗш,  Тукай Мишер тата Асанкасси вӑтам шкулӗсенчи А.Н.Артемьева, Ч.Н.Багаутдинова, О.Н.Копташкина хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Конкурсантсем ачасемпе уҫӑ уроксем, класс сехечӗсем ирттерчӗҫ, хӑйсен ӗҫ-хӗлӗнче усӑ куракан мелсемпе, меслетсемпе паллаштарчӗҫ, мастер-классем кӑтартрӗҫ. Конкурсӑн кашни тапхӑрӗнчех вӗрентекенсен пултарулӑхӗ, ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулни палӑрчӗ. Вӗсен ӗҫне сумлӑ тӳресем тимлерӗҫ. Конкурсантсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗҫ, тӗрлӗ методика ҫӗнӗлӗхӗсене тишкерчӗҫ, тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Маттур педагогсем ачасемпе пӗр чӗлхе тупма пултарчӗҫ, кашни урок
Килӗрен ҫӳреҫҫӗ

Килӗрен ҫӳреҫҫӗ

РФ Президенчӗн суйлавӗ ҫывхарса пынӑ май ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн муниципаллӑ округра та «ИнформУИК» проект пурнӑҫланма пуҫлать. Унпа килӗшӳллӗн участокри суйлав комиссийӗн членӗсем суйлав участокне кӗрекен кил хуҫалӑхӗсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, суйлав ҫинчен аса илтерсе интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ. Килӗрен ҫӳрекенсем граждансене суйлав хӑҫан иртесси, хӑш участока пымалли, мӗнле мелсемпе сасӑлама пултарни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ку ӗҫ февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 7-мӗшӗччен тӑсӑлать. Чӑваш Енре информаципе ӑнлантару ӗҫне пурӗ 3574 участокри суйлав комиссийӗн членӗ хутшӑнать.  Пирӗн округ-ра 36 суйлав участокӗ, килрен ҫӳрекенсем — 114. Суйлав ыйтӑвӗсене уҫӑмлатакансене ҫӑмӑллӑнах палласа илме пулать. Вӗсен суйлав символикиллӗ манишкӑсем, сумкӑсем, бейдж тата УИК ч
Юбилей медалӗсем панӑ

Юбилей медалӗсем панӑ

Кӑҫал Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа округ администрацийӗ юбилей медалӗ ҫирӗплетнӗ. Унпа районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, аталантарас енӗпе чылай вӑй хунӑ, округ пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан ҫынсене наградӑлама палӑртнӑ. Февралӗн 9-мӗшӗнче округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ ҫӗршыв патриочӗсен амӑшӗсене администрацин ларусем ирттермелли залӗнче йышӑннӑ. Вӗсене маттур ывӑлсем пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн, тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗшӗн чӗререн тав тунӑ. Район 85 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ медальсене те чи малтан вӗсем илме тивӗҫ пулнӑ. Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов та вӗсен ячӗпе тав сӑмахӗсем каланӑ. (Хамӑр инф).
Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ

Тукай территори уйрӑмӗнчи Анат тата Тури  Тимӗрчкасси, Тукай ялӗсенче граждансен пухӑвӗсем февралӗн 8-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат, Вутлан, Тӑманлӑ Выҫли ялӗсенче февралӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.  Унта халӑх пӗрле пуҫтарӑнса ялсен аталанӑвӗ, тирпей-илем кӗртес тата ытти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Малтанах ҫынсем Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ С.В.Кондратьева иртнӗ ҫулта ялсен инфраструктурине аталантарас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки паллаштарнине итленӗ. Светлана Валерьевна  демографи лару-тӑрӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ, пуҫаруллӑ проектсемпе пӗлтӗр тунӑ ӗҫсене асӑннӑ.  Иртнӗ ҫул Тукай ялӗ ҫумӗнчи пӗвене тасатнӑ, Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи Ленин, Кооперативная урамӗсенче ҫутӑ парассине йӗркеленӗ, Тукай ялӗнче спорт площадки хута янӑ. Ҫак ялтах Садовая урамра ҫул юсама 675534 тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫавӑн пеке