Общество

Выля, хуткупӑс, янӑра, юрӑ!

Атте-анне каланӑ тӑрӑх, мӗн ӗлӗкрен каҫсерен урамра хуткупӑс сасси янраса кайсан ҫамрӑксем вӑйӑ картине васканӑ. Пӗр купӑс кӑна мар, кашни урамран, кӳршӗ ялсенчи вӑйӑҫсем пӗрле пухӑнса ӑмӑртмалла кӗвӗсем шӑрантарнӑ, чӑваш ташшине пӗри тепринчен лайӑхрах ташлама тӑрӑшнӑ. Савӑнӑҫлӑ ҫав каҫсенче мӗн чухлӗ хӗрпе каччӑ пӗр-пӗринпе паллашса ҫемье ҫавӑрман пуль! Совет влаҫӗ чухне кашни ялтах клубсем уҫӑлнӑ. Ялти ҫамрӑксене унта каҫсерен хуткупӑс ӑстисем кӗтсе илнӗ. Мӗнле кӑна кӗвӗ шӑрантарман пулӗ! Яш-кӗрӗм ун ҫеммипе юрӑ юрланӑ, такмак каласа ташланӑ, тапӑртатса кӑна тӑнӑ. Йӑлмахва ялӗнчи хуткупӑсҫӑсене аса илсе хӑварасшӑн: Анатолий, Вениамин, Петр, Сергей Егоровсем; Анатолий, Николай, Петр Албутовсем; Николайпа Христофор Гавриловсем; Герман тата Никита Кузьминсем; Валентина Иванова, Арка

Халӑх шухӑшӗ кирлӗ йышӑнусем тума май парӗ

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче окрура черетлӗ информаци кунӗ иртрӗ. Телефонпа ҫыхӑннӑ ултавсем пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те час-часах пӗлтерсе тӑраҫҫӗ, полици ӗҫченӗсем те халӑхпа тӗл пулса  тӑтӑшах ӑнлантару ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ҫынсем хушшинче те кун пирки пӗрмаях калаҫнине илтме пулать. Апла пулин те ултавҫӑсен «серепине» ҫакланакансем тупӑнаҫҫӗ. Акӑ, кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн округри 19 ҫын электронлӑ ҫыхӑну урлӑ шар курнӑ. Ултавҫӑсене тупса палӑртма йывӑр, ҫавӑнпа та инкек курнӑ ҫынсене укҫа-тенкине тавӑрса пама май ҫук. Ҫакӑ тата телефон ултавӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусем ҫинчен округра иртнӗ черетлӗ Информаци кунӗнче шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ Сергей Прохоров каласа пачӗ. Ку  проблема ҫӗршывӗ-пех ҫивӗч тӑрать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑр

Браслет ҫыхма вӗренчӗҫ

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗсене округра пурӑнакансем мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.  Маскировка сеткисем ҫыхасси малалла пырать. Халӗ вара салтаксем валли браслет хатӗрлеме пуҫланӑ. Вырӑсла ӑна «браслет выживания» ят панӑ. Ӑна «паракорд» ятлӑ ҫирӗп кантраран ҫыхаҫҫӗ. Браслета ал туни ҫине тӑхӑнаҫҫӗ, кӑткӑс лару-тӑрура  хӑвӑрт сӳтме май пур. Вӑл салтаксене кирлӗ вӑхӑтра пысӑк пулӑшу пама пултарать. 5 метра яхӑн тӑршшӗ кантра 200 килограмм таран йывӑрӑша чӑтаять. Унпа аманнӑ салтакӑн суранне юн чарас енӗпе жгут вырӑнне усӑ курма та пулать, кӑткӑс самантсенче урӑх  тӗл левсемпе те кирлӗ. Ҫак кунсенче РФ Социаллӑ фончӗн клиент служби ҫумӗнчи  «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсене Герман Крылов волонтер браслета мӗнле ҫыхмаллине кӑтартс
Хамӑр ҫитӗнтерни тутлӑрах, усӑллӑрах…

Хамӑр ҫитӗнтерни тутлӑрах, усӑллӑрах…

Ял хуҫалӑх предприятийӗсене, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене, уйрӑм ҫынсене ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ продукцие сутма, вырнаҫтарма пулӑшас тӗллевпе республикӑра ярмӑркка-выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗнче пирӗн округра та «Дары осени — 2023» ял хуҫалӑх ярмӑрккине Комсомольскинчи тӗп пасар ҫывӑхӗнчи лаптӑкра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева ӑна уҫнӑ май пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем яланах ӗҫченлӗхпе уйрӑлса тӑнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек суту-илӳ лаптӑкӗсенче ялта пурӑнакансен кӗркунне парнисене, хӑйсем туса илнӗ продукцие, кӑтартма, ӑнӑҫлӑ сутма май пулӗ, округра пурӑнакансем кирлӗ ҫимӗҫсене туянма пултарӗҫ. Ҫак кун ярмӑрккӑна килнӗ ҫынсем округри территори уйрӑмӗсем павильонсенче йӗркеленӗ ял хуҫалӑх продукцийӗн

38 ҫул пӗр ӗҫре

Александрӑпа Аверкий Дмитриевсен ҫемйинче Валентина — пиллӗкмӗш ача. Ашшӗпе амӑшӗ, ҫӗр ӗҫченӗсем, ял ҫинче хисепре пулнӑ. Вӗсем ачисене те кӑмӑл-сипет енчен йӗркеллӗ пулма вӗрентнӗ, пӗлӳ парассишӗн тӑрӑшнӑ. Сӑмах май каласан, ҫак ҫемьери ҫичӗ ачаран тӑваттӑшӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, ыттисем техникум тата училище пӗтернӗ. Александра Михайловнӑпа Аверкий Дмитриевич хӑйсен ачисене пӗчӗкренех ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ. Аслисемпе пӗрле Валентина та шкул вӑхӑтӗнче, каникулсенче колхоз ӗҫне хутшӑннӑ, ашшӗ-амӑшне килти хуҫалӑхра пулӑшнӑ. 1972—2010 ҫулсенче Валентина Аверьяновна, пӗрре те ӗҫ вырӑнне улӑштармасӑр, Кайнлӑк ял Советӗнче ӗҫленӗ. Канашри финанс техникумне пӗтернӗскер, вӑл тӗрлӗ ҫулсенче тӗп бухгалтер, секретарь, специалист-делопроизводитель пулса тӑрӑшнӑ. Ял Совечӗ витӗр тухакан пӗтӗм документа в

Хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ ят хӑварнӑ

Клавдия Ефремовна Смирнова (Николаева) Тури Тимӗрчкасси ялӗнче 1923 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗн малтанхи упӑшкинчен 2 хӗр, ашшӗн ывӑлпа хӗр пулнӑ. Ҫемье ҫавӑрсан вӗсен тата пӗрлехи пилӗк ача ҫуралнӑ. Ӗҫчен мӑшӑр аванах ал-ура ҫавӑрнӑ, ачисене ҫителӗклӗ пурнӑҫпа ӳстерес тесе тӑрӑшнӑ. Анчах кӗтмен ҫӗртен ҫак ҫемьене инкек килсе ҫапнӑ. Тар юхтарса пуҫтарнӑ пурлӑха 30-мӗш ҫулсенче, колхозсем тунӑ вӑхӑтра, пӗтӗмпех туртса илнӗ. Ҫӗпӗре тытса ярасран ашшӗн пытанса пурӑнма тивнӗ. Мунчара тӑрса юлнӑ ҫемьен хура-шурне, асап-нушине нумай курма пӳрнӗ. Ҫапах амӑшӗ ҫити-ҫитми пурнӑҫа сыпӑнтарса, шӑлне ҫыртса пурнӑҫ лавне малалла туртнӑ, ура ҫине тӑма пултарнӑ. Паллах, аслӑрах ачисем нумай пулӑшнӑ: кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр уй-хирте ӗҫленӗ, вӑрман тасатнӑ ҫ
Электрон повестка. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл?

Электрон повестка. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл?

Раҫҫейре ҫар учечӗн реестрне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май ҫар ӳсӗмне ҫитнисем патне йӑлана кӗнӗ пек хутпа ҫеҫ мар, электрон повесткӑсем те ярса пама палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин апрелӗн 14-мӗшӗнче ҫар учечӗн пӗрлехи реестрне йӗркелесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ. Асӑннӑ документ ҫар ӳсӗмне ҫитнисене призыв пуҫланни ҫинчен электрон повестка ярса пӗлтерме ирӗк парать. Ҫавӑн пекех повестка илнӗ, анчах та ҫар ӗҫ комиссариатне килмен граждансем тӗлӗшпе тумалли хӑш-пӗр чарусене те палӑртса хӑварнӑ унта. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн, пулас салтаксене повесткӑна хутпа, ҫавнах электрон майпа та ярса параҫҫӗ. Электрон повесткӑна гражданинӑн харпӑр хӑй пӳлӗмне вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ӑна алла панӑ шутланать. Кунсӑр пуҫне повестка пани ҫинчен пӗлтерекен информаци Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрле

Юнкун Чӑваш Енре черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртет.

Кун йӗркине кӗртнӗ тӗп ыйтусем: киберхӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси, телефон ултавҫисенчен хӳтӗленесси, кӗрхи уй-хир ӗҫӗсене пӗтӗмлетесси, ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсене, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлесси. Ҫавӑн пекех информаци ушкӑнӗсем граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнӗҫ.
Халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене хуравлаҫҫӗ

Халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене хуравлаҫҫӗ

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе тӳрӗ лини ирттерни ҫинчен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл эфирти 130 минутра 35 ыйту ҫине хуравлама пултарнӑ. Республикӑра пурӑнакансенчен пурӗ 500 ыйту килнӗ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ  ҫыннисенчен те пулнӑ. Вӗсем Комсомольскинчи тасатмалли сооружени, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн шӑпи, Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилни пирки пулнӑ. Округ администрацийӗн  яваплӑ специалисчӗсем тӳрӗ лини пынӑ вӑхӑтрах   «ВКонтакте» социаллӑ сеть урлӑ хуравсем панӑ. Вӗсемпе паллашар-ха. Александр Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ: — Муниципаллӑ округ администрацийӗ Комсомольскинче талӑкра 600 кубла метр шыва биологи
Ҫурма финалта пулнӑ

Ҫурма финалта пулнӑ

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсем тата студентсем валли Раҫҫей шайӗнче тӗрлӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Унта пирӗн округри ачасем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Виолетта Никифорова, Татьяна Яковлева, Юлия Мухина «Россия — страна возможностей» — «Большая перемена» конкурсӑн Чулхулари ҫурма финалӗнчен таврӑннӑ. Унта Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи шкулсенчен килнӗ талантлӑ та пултаруллӑ 1100 ҫамрӑкпа пӗрле нумай мероприятие хутшӑннӑ. Хастар хӗр ачасем лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пыраҫҫӗ, шкулта ирттерекен обществӑлла ӗҫсене те тӑтӑш хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем Чулхулана кайма «Большая перемена» конкурсӑн дистанциллӗ тапхӑрӗнче лайӑх кӑтартусем тунӑшӑн тивӗҫнӗ. Маттур хӗрачасен малашне те ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр. (ХАМӐР ИНФ.).