Ҫурма финалта пулнӑ

Ҫурма финалта пулнӑ

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсем тата студентсем валли Раҫҫей шайӗнче тӗрлӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Унта пирӗн округри ачасем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Виолетта Никифорова, Татьяна Яковлева, Юлия Мухина «Россия — страна возможностей» — «Большая перемена» конкурсӑн Чулхулари ҫурма финалӗнчен таврӑннӑ. Унта Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи шкулсенчен килнӗ талантлӑ та пултаруллӑ 1100 ҫамрӑкпа пӗрле нумай мероприятие хутшӑннӑ.

Хастар хӗр ачасем лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пыраҫҫӗ, шкулта ирттерекен обществӑлла ӗҫсене те тӑтӑш хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем Чулхулана кайма «Большая перемена» конкурсӑн дистанциллӗ тапхӑрӗнче лайӑх кӑтартусем тунӑшӑн тивӗҫнӗ.

Маттур хӗрачасен малашне те ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *