Вторник, 23 апреля

Образование

«Ÿсĕмсен çăлкуçĕ – юратура», —

тет Анна Тимофеевна Ежергина, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, чи пысăк квалификациллĕ вĕрентекен. Вăл сентябрĕн 2-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Çавна май эпĕ вулакансене кăштах та пулин унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парасшăн. МĔН АКАТĂН — ÇАВ ШĂТАТЬ Аня туслă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Тимофей Дмитриевич Манзуркин, ăслă та пултаруллă çын пулнă. Колхоз, ял Совет председателĕнче, агрономра тăрăшнă. Кĕнекесем вулама юратнă. Ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Тимофей Дмитриевич граждан тата Аслă Отечественнăй вăрçăсен ветеранĕ, ялти хисеплĕ çын. Иустиния Алексеевна колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе ултă ача çуратнă, шел пулин те виççĕшĕ, тĕрлĕ чире пула, пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Каярах тата виçĕ хĕр çуратнă — Люда, Валя, Аня. Вĕсем лайăх ÿснĕ. Иккĕшĕ аслă пĕлÿ илн

Педагогсен сÿтсе явмалли чылай

Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен, ачасем парта хушшине вырнаçса ларса пĕлÿ тĕнчине малалла кĕриччен нумай та юлмарĕ. Сивĕтсе пыракан çанталăк та кĕркунне çывхарса пыни, çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама вăхăт çитни çинчен систерет. Çавна май районти шкулсенче ĕçлекен педагогсем паянхи вĕренÿ тытăмĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явма, иртнĕ вĕренÿ çулне пĕтĕмлетсе çитес вĕренÿ çулĕ валли тĕллевсем палăртма çулсерен иртекен конференцие пуçтарăнчĕç. Канашлăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин уйрăм начальникĕ Антон Ширшов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хутшăнчĕç. Тĕп докладпа район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Лариса Антонова тухса калаçрĕ. Вăл вĕренÿ тытă-мĕнчи çивĕч ыйтус
Паян – конференци

Паян – конференци

Августăн 27-мĕшĕнче районта учительсен йăлана кĕнĕ август уйăхĕнчи конференцийĕ пулать. Вăл 10 сехетре районти культура керменĕнче пуçланать. Конференцире ачасене утăм хыççăн утăм тума, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшакан, професси ĕçне чунтан парăннă педагогсене наградăсемпе чыслĕç. Унпа пĕрлех вĕренÿ тытăмне пырса тивекен ыйтусене уçăмлатĕç, 2019—2020 вĕренÿ çулĕн тĕллевĕсене те палăртĕç.  

Йĕркене пăсаççĕ

Августăн 23-мĕшĕнче районти ГИБДД уйрăмĕ "Пешеход. Пешеходный переход" профилактика мероприятийĕ ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче водительсем çуран çÿрекенсене çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсенче ирттерсе яман тĕслĕхсене тупса палăртса вĕсене явап тыттарнă. Çуран çÿрекенсем те йĕркене пăсса юраман вырăнсенче çул урлă каçнине регистрациленĕ. Районти ГИБДД ĕçченĕсем районта пурăнакансене çул-йĕр çинчи правилăсене çирĕп пăхăнма, йĕркене пăсасран асăрханма ыйтаççĕ. Çул-йĕр инкек илсе ан килтĕр. Д.СОЛОВЬЕВ.

«Асăрханăр — ачасем!»

Августăн 26-мĕшĕпе сентябрĕн 9-мĕшĕччен республикăра "Асăрханăр — ачасем!" профилактика мероприятийĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем ачасемпе тата вĕсен саккунлă представителĕсемпе ĕçлĕç, ачасем çулсем çинче инкеке ан лекчĕр, çул-йĕр правилисене пăхăнччăр тесе калаçусем ирттерĕç.  
Сывă пурнăç йĕрки пысăк пĕлтерĕшлĕ

Сывă пурнăç йĕрки пысăк пĕлтерĕшлĕ

Паян сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси, организма спортпа, физкультурăпа çирĕплетесси тĕп вырăнта. Ку тĕлĕшпе Каçал тăрăхĕнче çамрăксем çеç мар, аслă çулсенчи çынсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сăмах май каласан, пирĕн районта пурăнакансен 41,3 проценчĕ е 10328 çын /республикипе 42 процент/ спортпа туслă. Вĕсенчен чылайăшĕ район, республика чысне хÿтĕлеççĕ, федерацин Атăлçи округĕшĕн тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. Августăн 10-мĕшĕнче районти «Кĕтне» ФСК-ра Физкультурник кунне паллă тума хатĕрленеççĕ. Вăл 10 сехетре пуçланать. Унта яланхи пекех халăх йышлă хутшăнĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартĕ.  

Маттур ачасем шыравра

Ут пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă", — тенĕ ваттисем. Каларăшĕ авалхиех пулин те, пĕлтерĕшĕ вара нихăçан та кивелмест. Ачасем мĕн курса, мĕнле хутшăнăва хăнăхса ÿсеççĕ — вĕсен малашнехи аталанăвĕ çакăнтан килет. Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем пур енĕпе те пултаруллă. Вĕренÿре, спортра, мероприятисенче тата шырав ĕçĕсене хутшăнса малти вырăнсем йышăнакансене палăртас пулсан вĕсем — Федор Александровпа Валерия Кузьмина. Çамрăксем экзаменсене лайăх паллăсемпе тытса 9-мĕш класс пĕтерни çинчен алла аттестат илнĕ. Çуллахи каникулта та ахаль ларма вăхăт çук вĕсен. Пĕлтĕр вĕсем Чудово районĕнче /Новгород облаçĕ/ шырав экспедицине хутшăннă, хамăр салтаксене шыраса тупса мемориала пытарнă. Кăçал та вĕсем Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялне икĕ эрнелĕхе экспедицие кайса килн

Ача канăвĕ мĕнле иртет-ши?

Иртнĕ эрнере районти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр специалисчĕсемпе "Молодая гвардия" волонтерĕсем "Сирĕн ачасем ăçта пулнине пĕлетĕр-и?" акци йĕркелерĕç. Унăн тĕллевĕ — çуллахи вăхăтра çул çитмен çамрăксен канăвне епле иртнине сăнаса тăрасси тата ашшĕ-амăшне тимлĕрех пулма сĕнесси. Акци вăхăтĕнче эпир, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пултăмăр, ачисем çуллахи канăва епле ирттернипе кăсăклантăмăр. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисем ăçтине тата канăва епле йĕркеленине лайăх пĕлеççĕ. Теприсем вара ыйту çине хурав шыраса ачисене шăнкăравласа тĕрĕслеме те ÿркенмерĕç. Пĕр сăмахпа каласассăн, кашни ашшĕ-амăшĕн ача çуллахи вăхăтра епле каннине, вăхăта епле ирттернине лайăх пĕлмелле. Унпа пĕрлех шыва кĕнĕ чухне, çула тухнă май уйрăмах тимлĕ пулмаллине те асăрхаттармалла. Пушар хăрушсăрлăх правилисене те çирĕп пăх
Экзамен  тытасси – яваплă тапхăр

Экзамен тытасси – яваплă тапхăр

Çуллахи каникул — ачасемшĕн чи кĕтнĕ вăхăт. Тинех уроксем çинчен манса кунĕпе канма, экзаменсем тытнă хыççăн    çăмăллăн сывласа яма пулать. Вăтам шкултан вĕренсе тухакансемшĕн çеç мар, 9-мĕш класс   пĕтерекенсемшĕн те экза-          мен тытасси — питĕ яваплă тапхăр.    Кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем 4 предметпа патшалăх экзаменĕ тытнă: вырăс чĕлхипе, математикăпа тата хăйсем суйласа илнĕ икĕ предметпа. Тĕп патшалăх экзаменĕсенче районĕпе чылай ача 2 е 3 предмета "пиллĕк" паллăпа тытнă. Çав вăхăтрах 4 экзаменра та "пиллĕк" паллă илнĕ пултаруллă ачасем те пур пирĕн. Вĕсем: Адиля Шейдуллина тата Рине Самкина (Урмаел вăтам шкулĕ),  Георгий Долгов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), София Чернова (
Пур енĕпе те пултаруллă

Пур енĕпе те пултаруллă

Кашни шкултах пур енĕпе те маттур, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, тĕрлĕ конкурсра мала тухакан хастар ачасем пур. Вĕсем предмет олимпиадисене хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ, сцена çине тухса куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Çакăн пек маттур ачасенчен пĕри —  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан София Чернова. Класри пĕр мероприяти те Соньăсăр иртмест. Вăл мĕн пĕчĕкрен хастарлăхпа палăрать, уроксенче лайăх ĕлкĕрсе пырать, класс тулашĕнчи ĕçе те активлăн хутшăнать. Биологипе, географипе, вырăс чĕлхипе, математикăпа, акăлчан чĕлхипе, физикăпа, историпе, общество-знанипе — кашни предметпах вăл хăйĕн пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулнине конкурс-олимпиадăсене хутшăнса çирĕплетет. 2017 çулта вăл пуçватмăшсем шутлас енĕпе ирттернĕ "