Ял çыннине çурт лартма ипотека пулăшать
Юратакан çынпа хÿшĕре те çăтмах теççĕ халăхра. Çăтмахĕ çăтмах пулĕ те, хÿшĕ вырăнне хăтлă çурт пулсан, паллах, лайăхрах. Çавăнпах ĕнтĕ чылай çемье ипотека илсе те пулин пысăк çурт лартма е çĕнĕ хваттер туянма тăрăшать. Ялсенче тĕпленес кăмăллисене вара кăçалтан ĕçлеме пуçланă çăмăллăхлă ял ипотекин программи питех те пулăшать. Çак программа тăрăх нихăçан курман пĕчĕк процентсемпе ял-салара çурт лартма е туянма Раççей ял хуçалăх банкĕ е Перекет банкĕ урлă кредит илме пулать.
Ял ипотекине 3 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çак укçапа усă курса хатĕр çурт туянма е çĕнĕ çурт хăпартма пулать. Пÿрт лартмалăх çĕр участокĕ çук пулсан та ипотека программи пулăшĕ. Çавăн пекех çак укçапа усă курса кивелнĕ çурта е хуралтăсене юсаса çĕнетме те пулать. Асăннă программăпа ялсенче çеç мар, 30 пин