Суббота, 27 апреля

Ял çыннине çурт лартма ипотека пулăшать

Ял çыннине çурт лартма ипотека пулăшать

 

Юратакан çынпа хÿшĕре те çăтмах теççĕ халăхра. Çăтмахĕ çăтмах пулĕ те, хÿшĕ вырăнне хăтлă çурт пулсан, паллах, лайăхрах. Çавăнпах ĕнтĕ чылай çемье ипотека илсе те пулин пысăк çурт лартма е çĕнĕ хваттер туянма тăрăшать. Ялсенче тĕпленес кăмăллисене вара кăçалтан ĕçлеме пуçланă çăмăллăхлă ял ипотекин программи питех те пулăшать. Çак программа тăрăх нихăçан курман пĕчĕк процентсемпе ял-салара çурт лартма е туянма Раççей ял хуçалăх банкĕ е Перекет банкĕ урлă кредит илме пулать.

Ял ипотекине 3 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çак укçапа усă курса хатĕр çурт туянма е çĕнĕ çурт хăпартма пулать. Пÿрт лартмалăх çĕр участокĕ çук пулсан та ипотека программи пулăшĕ. Çавăн пекех çак укçапа усă курса кивелнĕ çурта е хуралтăсене юсаса çĕнетме те пулать. Асăннă программăпа ялсенче çеç мар, 30 пин çынран сахалрах пурăнакан хуласенче те усă курма май пур. Анчах та ял ипотекипе усă курас текен çынсен ĕçĕ ялпа çыхăннă пулмалла.

Программăпа усă куракансен ĕлĕкхи пек нимелле çурта хăпартмалла пулмасть. Ĕçсене ятарласа уйăрнă подрядчиксем урлă килĕшÿ çырса тумалла.

Раççей ял хуçалăх банкĕ «Ял территорийĕсене 2020 — 2025 çулсенче комплекслă аталантарасси» программăна активлăн хутшăнса паян кунччен республикипе 260 çăмăллăхлă кредит пĕтĕмĕшле 420 миллион ытла тенкĕлĕх пама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Унсăр пуçне тепĕр 750 миллион ытла тенкĕлĕх 380 заявкăна пăхса тухмалла. Çăмăллăхлă ипотекăпа усă курас текенсенчен Çĕрпÿ, Шупашкар, Вăрнар, Муркаш, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастарлăх кăтартаççĕ. Ипотека илес текенсем йышлă пулни пĕрре те тĕлĕнтермест. Çак пулăшу хальхи пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет, çав хушăрах ял территорийĕсене аталантарма пулăшать, пурăнма, ĕçлеме хăтлă условисем туса парать, çамрăксене ялсене явăçтарать.

Çĕршывра çак пĕчĕк, 3 процентлă, кредитпа усă курас текенсем йышлă пулнине кура пĕр вăхăтра уйăрнă укçана валеçсе пĕтернĕ пулнă. Çавна кура банк вăхăтлăха ял ипотеки парассине чарса лартнă. Халĕ вара Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ çак ипотекăна каллех пама тытăннă. Çакна тума        1 миллиарда яхăн тенкĕ хушма  укçа уйăрса панă.

Аса илтеретпĕр: пĕчĕк процентлă ял ипотекипе 21 çултан пуçласа кредита тÿлесе татнă çĕре 75 çул тултаракан кашни РФ гражданинĕ усă курма пултарать. Чăваш Енре çемьесен уйрăм категорийĕсем (тĕслĕхрен, нумай ачаллă çемьесем, АПКра, потребкооперацире, социаллă сферăра тăрăшакансем) валли ял ипотекин виçине тата та пĕчĕклетнĕ. Хăшĕ-пĕрисемшĕн ипотека проценчĕ 0,1 процентпа  анчах танлашать.

— Ял ипотекине республикăра пурăнакансем хапăлласах йышăнчĕç, çине тăрсах унпа усă курма пикенчĕç. Вĕсем чăнах та 1 процентран та пĕчĕкрех шайпа ипотекăсем илсе хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатаççĕ. Ку пулăшу ял çыннисен пурнăç условийĕсене хăтлăлатма пулăшни, ялсен сăн-сăпачĕсене лайăх енне улăштарни иккĕлентермест, — палăртать Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская.

Иккĕлентермест: çак ипотека программи ял-салара çурт тăвас текенсен ĕмĕтне çывăх вăхăтрах пурнăçлама май парĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе тата туллин усă курмалли çеç юлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *