Автор: Редакция

«Бессмертному полку» быть!

«Бессмертному полку» быть!

Началась регистрация на участие в акции «Бессмертный полк онлайн». Расскажите о тех, кто защищал нашу Родину в годы Великой Отечественной войны. Для участия необходимо подать заявку до 7 мая 2021 года: - на сайте проекта «Бессмертный полк» 2021.polkrf.ru/ - через социальные сети ВК vk.com/polk_app - на сайте «Банк памяти» sber9may.ru/ Онлайн-шествие «Бессмертный полк» состоится 9 мая 2021 года в 15.00 по местному времени во всех регионах России.

Пушарнăй — çирĕп кăмăллисен профессийĕ

Вут-çулăм сÿнетерекенсен ĕçĕ — тĕнчере чи йывăррисенчен пĕри. Пушар хуралĕнче тăрăшакансен кашни самантра çулăма хирĕç тăма, хăрушă лару-тăрăва лекнĕ çынсен пурнăçне çăлма хатĕр пулмалла, инкек пулни çинчен пĕлтерсен кĕске хушăра çула пуçтарăнса тухма пултармалла. Ку ĕç — çирĕп кăмăллă, сывлăхлă, хăюллă, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем валли. Шăпах çакăн пек ĕçченсем вăй хураççĕ те Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçĕнче. — Пирĕн коллектив пысăках мар пулсан та кашни хăйĕн умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пырать. Пушарнăйсем, водительсем «хĕрлĕ автана» хирĕç кĕрешме яланах хатĕр. Караулта тăракансем пирĕн 4-ăн. Вĕсем ылмашăнса хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Чаçре пурĕ пушар сÿнтермелли 4 машина: 8 тоннăллă КамАЗ, Урал, пушар пусмиллĕ автоцистерна тата резерври ЗИЛ. Кирек мĕнле япала та
Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен уявĕ пулчĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен уявĕ пулчĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ — халăхшăн вăй хуракансен уявĕ. Çĕршывра ăна Раççей Президенчĕ 2012 çулта уяв çинчен калакан указа алă пуснă хыççăн уявлама тытăннă. Уяв кунĕ районти культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсене, муниципалитет службин ветеранĕсене, депутатсене, халăхăн шухăш-кăмăлне палăртакансене йыхравларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин сăмах илчĕç. Вĕсем пухăннисене уявпа саламланă май муниципаллă влаç органĕсем территорисене тухăçлă аталантарас тата çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас ĕçре питĕ кирлĕ социаллă тата экономикăлла ыйтусене татса панине палăртрĕç. Муниципалитет ĕçчен

Сасăлава хутшăнар!

Хăтлă хула хăтлăхне йркелес ĕçе кашни çын тÿпе хывма пултартăр тесе вырăнти тирпей-илем объекчĕсемшĕн онлайн-сасăлав иртет. Ятарлă платформа çинче — za.gorodsreda.ru — апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен сасăлама пулать. Сасăлава 14 çул тултарнă тата унтан аслăрах кашни Раççей гражданинĕ хутшăнма пултарать. Районта ку енĕпе ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ. Волонтерсем çынсене мĕнле сасăламалли пирки ăнлантарса параççĕ, сасăлама пулăшаççĕ. Çавăнпа та йывăрлăхсем пулмалла мар. Мĕншĕн сасăлатпăр-ха? Пире район территорийĕнче хăтлăлатма палăртнă икĕ объектшăн сасăлама сĕнеççĕ. Пĕрремĕшĕ — районти тĕп парка хăтлăлатассишĕн. Проектпа килĕшÿллĕн кунти вырăна тата тирпей-илем кĕртмелле. Иккĕмĕшĕ — нумай функциллĕ ача-пăча площадки тăвассишĕн. Кам мĕншĕн сасăлассине хăй суйласа илет. Ятарлă сайт çинч
Çырăва хаклаççĕ

Çырăва хаклаççĕ

Александр ОСИПОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ: «Президент Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Раççейĕн кăçалхи тата çитес çулсенчи аталану йĕрĕсене уççăн палăртрĕ. Тĕп темăсем демографи, экономика пулăшăвĕн мерисем, çемьесене пулăшасси, вĕренÿ, экологи тата халăхсем хушшинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем пулчĕç. Ачасен сывлăхĕ питĕ пĕлтерĕшлине палăртса çĕршыв ертÿçи çуллахи вăхăтра ача-пăча лагерĕнче канмалли путевкăн çур хакне каялла тавăрмалли программа пуçарма хушрĕ. Çемьесене пулăшу кÿресси паянхи кун пысăк вырăнта. Çакна та Çырура палăртнă. Владимир Владимирович шкул ачисене тата кăçал пĕрремĕш класа каякан кашни ачана августра 10-шар пин тенкĕ пама сĕнчĕ. Кăçалтан пуçласа 7 çул тултарман ача чирлесен ăна пăхнăшăн ĕç укçинчен 100 процент тÿлеме йышăнмаллине те палăртрĕ През
Тирпей-илем хамăршăн

Тирпей-илем хамăршăн

Ушкăнпа кар тăрса тăван яла, салана, урамсене тирпей-илем кÿни пархатарлă та сăваплă ĕç çеç мар, хавас кăмăл кÿрекен хăйне евĕр уяв та. Çакна шута илсе районта пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри субботника хутшăнса хăйсем пурăнакан вырăна тирпей-илем кÿчĕç. Пурте пĕрле тăрăшса вĕсем ял урамĕсене, çырма-çатрасене, парксене çÿп-çапран, типнĕ çулçăсенчен тасатрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене, вĕсен территорийĕсене тирпейлесе çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Вăл çеç мар, нумайăшĕ йывăç-тĕм те лартрĕç. Малалла вулас  
Поздравляем вас с Днем государственных символов Чувашской Республики.

Поздравляем вас с Днем государственных символов Чувашской Республики.

Уважаемые жители Комсомольского района! Поздравляем вас с Днем государственных символов Чувашской Республики. Государственный флаг, герб и гимн Чувашской Республики – символы, призванные объединять всех граждан, живущих на одной территории. В них полно и емко отражен чувашский национальный колорит как свидетельство связи времен. Отношение к символам государственности – один из показателей культуры общества. Ведь они отражают историю народа, его прошлое и настоящее, традиции наших предков и новые устремления в будущее. Развевающийся флаг свидетельствует о том, что наша Чувашия уверенно развивается, достигает успеха в показателях экономики и на политической арене, занимает достойное место в мировом сообществе. Искренне желаем успехов на благо Чувашии и района, здоровья, счастья, благоп
Янăрать-ха сăвă, янăрать

Янăрать-ха сăвă, янăрать

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăри вулав залĕнче Валери Туркай поэт 60 çул тултарнине халалланă чăваш поэзийĕн «Туркай вулавĕсем» 3-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн ентешĕн, чăваш халăх поэчĕн, куçаруçăн, публицистăн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тата Чĕмпĕр чăвашĕсен «Эткер» фончĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕн, Пушкăрт Республикин Фаттих Карим ячĕллĕ писательсен союзĕн преми лауреачĕн, Украинăри Чернигов облаçне кĕрекен Остер хулин тата Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕн, Чăваш тата Тутар Республикисенчи культуратава тивĕçлĕ ĕçченĕн Валери Туркайăн пултарулăхне юратакансем, хисеплекенсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕн, Канаш районĕнчи Çеçпĕл вăтам шкулĕн, пирĕн районти Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Нĕркеç, Çĕнĕ Мăрат, Аслă Чурачă
Чечеклентĕр чăваш чĕлхи!

Чечеклентĕр чăваш чĕлхи!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш çĕршывĕ Чăваш чĕлхи кунне уявларĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма та пулать. Пурнăçра — анне пĕрре, тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси — пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет», — ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн. Малалла вулас