Пушарнăй — çирĕп кăмăллисен профессийĕ

Вут-çулăм сÿнетерекенсен ĕçĕ — тĕнчере чи йывăррисенчен пĕри. Пушар хуралĕнче тăрăшакансен кашни самантра çулăма хирĕç тăма, хăрушă лару-тăрăва лекнĕ çынсен пурнăçне çăлма хатĕр пулмалла, инкек пулни çинчен пĕлтерсен кĕске хушăра çула пуçтарăнса тухма пултармалла. Ку ĕç — çирĕп кăмăллă, сывлăхлă, хăюллă, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем валли. Шăпах çакăн пек ĕçченсем вăй хураççĕ те Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçĕнче.
— Пирĕн коллектив пысăках мар пулсан та кашни хăйĕн умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пырать. Пушарнăйсем, водительсем «хĕрлĕ автана» хирĕç кĕрешме яланах хатĕр. Караулта тăракансем пирĕн 4-ăн. Вĕсем ылмашăнса хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Чаçре пурĕ пушар сÿнтермелли 4 машина: 8 тоннăллă КамАЗ, Урал, пушар пусмиллĕ автоцистерна тата резерври ЗИЛ. Кирек мĕнле япала та хăйне пăхнине юратать, пушар машини вара пушшех те. Техника юсавсăр пулсан унпа нимĕн те тăваймăн. Çавăнпа та водительсем хăйсене шанса панă автомашинăсене тĕрĕслесех тăраççĕ, юсав ĕçĕсем вăхăтра ирттереççĕ, — пĕлтерчĕ районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Иван Ананьев.
Кашни хăйĕн ĕçне пĕлсе тата пахалăхлă пурнăçланине кура пушар сÿнтерекенсем вăхăтра инкек пулнă çĕре çитеççĕ, çулăмпа кĕрешме ыткăнаççĕ. Юнашар районсенче вăйлă пушар тухсан унта та васкаççĕ пирĕн пушарнăйсем. Сăмах май, нумай пулмасть Канаш хулинче 5 хутлă çуртăн тăрри çуннă чухне 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем те ăна сÿнтерес ĕçе хутшăннă.
Районти пушарнăйсен професси ăсталăхĕ пысăк. Çакна вĕсем çулсерен иртекен республика шайĕнчи пушар спорчĕн ăмăртăвĕсене хутшăнса курăмлă çитĕнÿсем туни, малти вырăнсем çĕнсе илме пултарни те çирĕплетет. Кăçал, шел пулин те, коронавируса пула çакăн пек ăмăртăва хальлĕхе йĕркелемен-ха. Апла пулин те, пушарнăйсем пушă вăхăтра алă усса лармаççĕ, професси ăсталăхне тарăнлатаççĕ. Ветерансемпе — Виталий Мамуткинпа, Владимир Павловпа, Владислав Тихоновпа, Вячеслав Мамуткинпа, Николай Луповпа — тачă çыхăну тытни, вĕсем яланах сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр пулни тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшать.
Çавăн пекех чылай ял тăрăхĕнче пушарнăйсен пулăшуçисем пур. Асанкасси, Хырхĕрри, Тукай, Шурут, Урмаел, Чĕчкен, Элпуç, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕ- сенче пушар хуралĕсем, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче ирĕклĕ пушар хуралĕн команди пур. Унсăр пуçне вăрманти пушар хурал службин те вут-çулăма сÿнтермелли машина пур. Çакăн пек вырăнти пулăшуçăсем пушар тухсассăн синкерлĕ вырăна чи малтан çитсе «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме тытăнаççĕ.
Пушара сÿнтересси çăмăл мар, çавăнпа та пушар чаçĕнче тăрăшакансем çулăм тухасран асăрхаттарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иван Ананьев тата районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов час-часах халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен аса илтереççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Районта çулсерен сахал мар пушар тухать. Кăçалхи 4 уйăхра, сăмахран, 11 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă, вут-çулăма пула пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çавăнпа та вут тухасран асăрханмалли мелсем çинчен аса илтерни яланах вырăнлă.
— Çак кунсенче пушар хуралĕн ĕçченĕсем професси уявне паллă тăваççĕ. Районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕ- сене, ветерансене чун-чĕререн саламлатăп. Ăнăçу, çăмăл мар ĕçре малашне те хальхи пекех тăрăшма çирĕп сывлăх, вăй-хăват сунатăп, — терĕ ĕçтешĕсене саламласа Иван Ананьев.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *