Воскресенье, 5 мая

Тирпей-илем хамăршăн

Тирпей-илем хамăршăн

Ушкăнпа кар тăрса тăван яла, салана, урамсене тирпей-илем кÿни пархатарлă та сăваплă ĕç çеç мар, хавас кăмăл кÿрекен хăйне евĕр уяв та.
Çакна шута илсе районта пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри субботника хутшăнса хăйсем пурăнакан вырăна тирпей-илем кÿчĕç. Пурте пĕрле тăрăшса вĕсем ял урамĕсене, çырма-çатрасене, парксене çÿп-çапран, типнĕ çулçăсенчен тасатрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене, вĕсен территорийĕсене тирпейлесе çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Вăл çеç мар, нумайăшĕ йывăç-тĕм те лартрĕç.
Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *