Воскресенье, 5 мая

Янăрать-ха сăвă, янăрать

Янăрать-ха сăвă, янăрать

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăри вулав залĕнче Валери Туркай поэт 60 çул тултарнине халалланă чăваш поэзийĕн «Туркай вулавĕсем» 3-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн ентешĕн, чăваш халăх поэчĕн, куçаруçăн, публицистăн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тата Чĕмпĕр чăвашĕсен «Эткер» фончĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕн, Пушкăрт Республикин Фаттих Карим ячĕллĕ писательсен союзĕн преми лауреачĕн, Украинăри Чернигов облаçне кĕрекен Остер хулин тата Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕн, Чăваш тата Тутар Республикисенчи культуратава тивĕçлĕ ĕçченĕн Валери Туркайăн пултарулăхне юратакансем, хисеплекенсем пуçтарăнчĕç.
Мероприятие Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕн, Канаш районĕнчи Çеçпĕл вăтам шкулĕн, пирĕн районти Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Нĕркеç, Çĕнĕ Мăрат, Аслă Чурачăк, Хырай Ĕнел, Шурут, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсен тата Анат Тимĕрчкасси, Тăманлă Выçли, Хирти Явăш, Хырхĕрри тĕп шкулĕсен вĕренекенĕ- семпе чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç — 13 шкултан килнĕ 30 вулавçă поэт сăввисене пухăннисем умне тухса вуларĕ. Валери Туркай поэзи фестивалĕн тĕп хăни пулчĕ.
Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *