Шӑнкӑрав ян! янрарӗ, пӗлӳ тӗнчине йыхравларӗ
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине пӗлтерсе округри пур вӗренӳ учрежденийӗнче те пӗрремӗш шӑнкӑрав сасси янранӑ. Ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ линейкӑсем пулса иртнӗ. Вӗсем пурте Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин гимнӗсене шӑрантарнипе тата ялавӗсене ҫӗкленипе уҫӑлнӑ.
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче иртнӗ линейкӑра вӗренекенсемпе вӗрентекенсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин, влаҫ органӗсен ертӳҫисем, обществӑлла ҫар организацийӗсен представителӗсем, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ашшӗ-амӑшӗ саламланӑ. Пӗрремӗш класа пуҫласа каякансем вӗренӳ учрежденине хӑйсем мӗнле курнине сӑвӑсем урлӑ пӗлтернине уява килнисем интересленсе итленӗ. Кадет класӗсенче вӗренекенсем вальс ҫеммипе ҫаврӑннӑ. Линейкӑра пурте ачасене тӑрӑшса вӗренме ӑнӑҫу сунн