Шӑнкӑрав ян! янрарӗ, пӗлӳ тӗнчине йыхравларӗ

Шӑнкӑрав ян! янрарӗ, пӗлӳ тӗнчине йыхравларӗ

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине пӗлтерсе округри пур вӗренӳ учрежденийӗнче те пӗрремӗш шӑнкӑрав сасси янранӑ. Ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ линейкӑсем пулса иртнӗ. Вӗсем пурте Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин гимнӗсене шӑрантарнипе тата ялавӗсене ҫӗкленипе уҫӑлнӑ.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче иртнӗ линейкӑра вӗренекенсемпе вӗрентекенсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин, влаҫ органӗсен ертӳҫисем, обществӑлла ҫар организацийӗсен представителӗсем, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ашшӗ-амӑшӗ саламланӑ. Пӗрремӗш класа пуҫласа каякансем вӗренӳ учрежденине хӑйсем мӗнле курнине сӑвӑсем урлӑ пӗлтернине уява килнисем интересленсе итленӗ. Кадет класӗсенче вӗренекенсем вальс ҫеммипе ҫаврӑннӑ. Линейкӑра пурте  ачасене тӑрӑшса вӗренме ӑнӑҫу суннӑ.

Кӑҫал ку шкул картишне пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерсе хӑтлӑлатнӑ. Унта вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан  пур услови те туса панӑ. Кӑҫал Комсомольски 1-мӗш  вӑтам шкулӗнче 506 ача пӗлӳ илӗ, вӗсенчен 42-шӗ вӗренӳ ҫурчӗн алӑкне пӗрремӗш хут уҫрӗ.

Кӑҫал ку вӗренӳ учрежденийӗнче Комсомольски   2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ  ачасем те иккӗмӗш сменӑпа пӗлӳ пухӗҫ. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчех кӑнтӑрла иртсен ҫак территорире Комсомольски 2-мӗш шкулӗн йышӗнчи 497 ачана тата вӗрентекенсене Вӗренӳ кунӗ ячӗпе саламланӑ. Пуҫласа шкула каякан 31 ачана пӗлӳ тӗнчине кӗнӗ май ун ҫулӗ тӑрӑх ҫирӗппӗн пусса пыма ӑнӑҫу суннӑ.

Сентябрӗн пӗрремӗшӗ — мӗнпур шкул ачин тӗп уявӗ. Ку вӑл пӗрремӗш класа каякансемшӗн Пӗлӳ тӗнчине пӗрремӗш утӑм туни, 11-мӗш класс ачисемшӗн вара тӑ-ван шкулпа сывпуллашмалли вӑхӑт ҫитсе пыни. Вӗрентекенсемшӗн — хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи 54 ачашӑн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пушӑ ларнӑ классем каллех ача-пӑча сассипе тулчӗҫ. Ҫав кун пӗрремӗш класра вӗренме пуҫлакан пилӗк хӗрачапа виҫӗ арҫын ачашӑн уйрӑмах хумхануллӑ пулчӗ. Вӗсен умра халиччен пӗлменни-курманни мӗн чухлӗ-ҫке!

Пирваях шкул директорӗ Светлана Антонова ӑшшӑн саламлани пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Авӑн уйӑхӗн    1-мӗшне халалланӑ савӑнӑҫлӑ линейкӑра ҫавӑн пекех Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов, округ администрацийӗн представителӗ Олеся Митюкова, вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ сӑмах илчӗҫ, шкул ачисене лайӑх вӗренме, спортра, обществӑлла ӗҫсенче хастар пулма сунчӗҫ.

Ачасен пурин те сывлӑх, лайӑх паллӑсемпе кӑна вӗренме, пурнӑҫри пур чӑрмава та парӑнтарма пулӑшакан ӑс-тӑнпа тарӑн пӗлӳ илес туртӑм пултӑр. 

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Вӗренӳ кунӗ ячӗпе иртнӗ линейкӑна шкул директорӗ С.А.Лукиянов уҫнӑ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ О.П.Григорьева, Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Г.Р.Хамидуллова, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ В.В.Никифоров тата ыттисем те саламланӑ. Кӑҫал кунта пуҫласа шкула пӗрремӗш класа 5 ача килнӗ. Вунпӗрмӗшсем вӗсене вӗренӳре, обществӑлла ӗҫсенче, спортра хастар пулма ӑнӑҫусем суннӑ. Кӑҫал ку шкулта Аслӑ Чурачӑк, Чӗчкен, Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенчи ачасем пӗлӳ илӗҫ.

Ачасене классене йыхӑрса вунпӗрмӗш класра вӗренекен Кирилл Григорьевпа Варвара Николаева пӗрремӗш шӑнкӑрава янраттарнӑ.

Юрий ГАВРИЛОВ,

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *