Понедельник, 29 апреля

Округ делегацийӗ те хутшӑннӑ

Округ делегацийӗ те хутшӑннӑ

Иртнӗ шӑматкун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта  А.Г. Николаев летчик-космонавта асӑнса «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе  йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту 85-мӗш хут иртнӗ. Унта пирӗн округ делегацийӗ те хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӗсене эсафетӑллӑ чупӑвӑн тӗрлӗ дистанцийӗнче тӗрӗслесе пӑхнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреймен пулсан та, япӑх мар кӑтартусем тунӑ. Округри спорта юратакансем республикӑри пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнни савӑнтарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *