Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

— Техника тӗрӗслевӗ хыҫҫӑнах  тракторсене нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма хире кӑларасшӑн, — пӗлтерчӗ «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО ертӳҫи Р.М.Мансуров апрелӗн 9-мӗшӗнче техосмотр пуҫланас умӗн. Чӑнах та, кӑнтӑрла иртсен техника нумай ҫул ӳсекен  курӑксен уйӗнче тӑрӑшнӑ, 40 гектар ҫинче апатлантарнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та унта ҫитсе курнӑ, механизаторсене ӑнӑҫу суннӑ.

Унччен вара тӗрӗслев иртнӗ. «Дружба» ЯХПК, «Сюрбеево» ООО, Мансуровӑн фермер хуҫалӑхӗ пурӗ 28 трактора тӗрӗслеве тӑратнӑ. Вӗсем тӗрлӗ маркӑллӑ, тӗрлӗ лаша вӑйӗллӗ. Комисси вӗсене пур енчен те пӑхса хакларӗ. Техникӑн тӗп ӗҫлев пайӗсемпе пӗрлех ҫутатакан, сасӑ паракан хатӗрӗсен юсавлӑхне те тӗрӗслерӗ. Трактор ҫинчех медаптечка, огнетушитель пулнипе те интересленчӗҫ. Механизаторсем хӑйсене шанса панӑ техникӑна пысӑк яваплӑха туйса хатӗрлени палӑрчӗ.  Ҫапла пулмалла та, трактор вӗсен тӗп ӗҫ хатӗрӗ, укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илмелли ҫӑлкуҫ пулса тӑрать. Юсавлӑ та шанчӑклӑ техникӑпа ҫеҫ тухӑҫлӑ ӗҫлеме май пур. Комисси тӑратнӑ пур трактор та тӗрӗслев витӗр тухнине палӑртрӗ. Пӗчӗк кӑлтӑксене механизаторсем ҫийӗнчех  пӗтерсе пычӗҫ.

Техника тӗрӗслевӗ хыҫҫӑнхи кӗске канашлура патшалӑх техника надзорӗн округри тӗп инженерӗ Н.А.Райков, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М.Шарафутдинов, «Дружба» ЯХПК председателӗ Р.М.Мансуров, тӗп инженерӗ Р.Г.Мухутдинов механизаторсене ӗҫ вӑхӑтӗнче, ҫул ҫинче ӗҫ тата техника хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтерчӗҫ.

Кӑҫалхи ҫуракинче кунти механизаторсен пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ сахал мар. 100 гектар тулӑ, 300 гектар урпа, 150 гектар сӗлӗ, вӗсемсӗр пуҫне пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, хӗвелҫаврӑнӑшӗ, рапс тата ытти культурӑсем акмалла,  ҫӗрулми лартмалла, нумай ҫул ӳсекен курӑксене, кӗр тыррисене апатлантармалла. Механизаторсем кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Тракторсем ҫинче опытлӑ ӗҫченсем тӑрӑшӗҫ. Вӑрлӑх хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем, удобренисем илсе килнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене пуҫлама хатӗр.

Ҫак кунах комисси уйрӑм ҫынсен техника хатӗрӗсене те тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ.

Округра техника тӗрӗслевӗ малалла пырать. Акӑ, апрелӗн 10-мӗшӗнче «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗнче те техосмотр иртнӗ. Тӗрӗслеве тӑратнӑ 20 трактора та кунти механизаторсем кирлӗ шайра тытса тӑраҫҫӗ. Комисси кунта та пысӑк ҫитменлӗхсемех асӑрхаман. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та техосмотр мӗнле иртнипе паллашнӑ. Паянхи кун техника уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫлакан тӗп вӑй пулса тӑнине, унӑн юсавлӑхӗ, ӑна тухӑҫлӑ ӗҫлеттерни ҫеҫ тӗллевсене пурнӑҫлама майсем туса панине палӑртнӑ. Ҫуракине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ ирттерсе ярассине шанни ҫинчен пӗлтернӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *