Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем паян-ыран хире нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тата сӳрелеме тухма хатӗрленеҫҫӗ.

«Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи механизаторсем ҫак ӗҫе апрелӗн 9-мӗшӗнче пуҫланӑ. Павел Данилов, Александр Константинов, Алексей Павлов, Илья Григорьев трактористсем яра куна хирте тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ӗнерхи кун тӗлне 200 гектара яхӑн нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 100 гектар ытла сӳреленӗ.

Кӗҫех округри хирсем машина-трактор сассисемпе тулӗҫ.

Ремис Шарафутдинов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *