Тӳрӗ лини иртнӗ

Тӳрӗ лини иртнӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансене хумхантаракан ыйтусене пӗлсех тӑма тӑрӑшать. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа нумаях та вӑхӑт иртмен-ха, ертӳҫӗ халӑхӑн ыйтӑвӗсене хуравлама  иккӗмӗш хут тӳрӗ эфира тухрӗ. Вӑл апрелӗн 9-мӗшӗнче 18.00 сехетре «Тӳрӗ лини» ирттерчӗ. Икӗ сехет ытла вӑхӑт хушшинче вӑл 50 ыйту ҫине хуравлама пултарчӗ.  

Ҫынсене тӗпрен илсен республикӑри ҫулсен пахалӑхӗ, сывлӑх сыхлавӗнчи, вӗрентӳри ӗҫ-хӗл, Шупашкар агломерацийӗ, пенси ыйтӑвӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех хуҫасӑр йытӑсемпе кӗрешесси, электросамокатсем, урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси, ялсен шӑпи, тирпей-илем кӗртесси те пӑшӑрхантарать. Олег Алексеевич вӗсем ҫине тӗплӗн хуравлама тӑрӑшрӗ.

«Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче 600 ытла ыйту килчӗ. Вӗсене хуравсӑр хӑвармӑпӑр. Эсир ыйтусем парса республикӑри «чирлӗ вырӑнсене» асӑнатӑр. Ҫакӑ пире вӗсене пӗлсе тӑрса кирлӗ йышӑнусем тума май парать», — палӑртнӑ О.Николаев телеграмм-каналӗнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *