Урмаел вӑтам шкулӗнче вӗренекен Салих Сахров 8 ҫулта анчах-ха. Апла пулин те вӑл спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунипе палӑрса тӑрать. Иртнӗ ҫул вӑл Хусанта хӗллехи дуатлон енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Мускавран акватлон ӑмӑртӑвӗнчен 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑччӗ.
Нумаях пулмасть вӑл Сочи хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Лига триатлона. Дети» ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Хӑйӗн ӳсӗм ҫулӗсенчи спортсменсемпе ӑмӑртса дуатлон енӗпе 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Халӗ Салих асӑннӑ тупӑшӑвӑн Волгоградра иртекен 3-мӗш тапхӑрне хутшӑнма хатӗрленет. Пултаруллӑ ачана унта та ӑнӑҫу сунатпӑр.
Нежметдин Сахров.