Понедельник, 6 мая

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест

Кашни ҫынах ҫирӗп ҫемье чӑмӑртаса кун-ҫул сукмакӗпе мӑшӑрпа пӗрле алла-аллӑн утӑмлама, йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерсе пырса ачасене анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма ӗмӗтленет. Ҫемьере юрату, килӗшӳ, ӑшӑлӑхпа лӑпкӑлӑх хуҫалансан ӗҫсем те ӑнаҫҫӗ, пурнӑҫри пӑрӑнӑҫсем те хӑратмаҫҫӗ. Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакан Ямалетдиновсен ҫемйи чӑмӑртаннӑранпа кӑҫал кӗркунне 30 ҫул пулать. Туслӑ та килӗшӳллӗ мӑшӑр шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурнӑҫ ҫулӗпе утать, ачисене те тӗслӗх парса ырӑ ӗҫсемпе хисеп ҫӗнсе илме вӗрентет.

Айрат Гаязтдиновичпа Гульназ Минзекремовна иккӗшӗ те ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтерсе малалла вӗренме ҫул тытнӑ. Айрат Хусанти строительство техникумӗнче, Гульназ Канашри педагогика колледжӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӗренсе пӗтерсен тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Гульназ Минзекремовна 19 ҫулта тӑван яла таврӑнса пуҫламӑш класс ачисене вӗрентме тытӑннӑ, халӗ те ҫак ӗҫрех тӑрӑшать, ачасене пӗлӳ тӗнчине ҫавӑтса кӗрет. Ҫемье чӑмӑртаса икӗ ачаллӑ пулсан самана таппинчен юлас мар тесе Ямалетдиновсем иккӗшӗ те аслӑ вӗренӳ учрежденине вӗренме кӗнӗ, кӑштахран аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем пулса тӑнӑ.

Айрат Гаязтдинович чи малтанах Канашри строительство комбинатӗнче ӗҫленӗ, унтан 8 ҫул Урмаел ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче, район администрацийӗнче, «Агропромхимия» обществӑра вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Урмаел территори уйрӑмне ертсе пырать, хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗн пурнӑҫлать. Ӗҫе пысӑк яваплӑхпа, типтерлӗн тӑвасси ӑна ашшӗ-амӑшӗнчен куҫнӑ. Муршида Хидиятулловнапа Гаязтдин Ямалетдинович — ялти хисеплӗ ҫынсем. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шкулпа ҫыхӑнтарса нумай ҫул унта ӗҫленӗ. Шкул пурнӑҫӗсӗр пуҫне обществӑлла ӗҫе те хастаррӑн хутшӑннӑ, концертсенче юрланӑ, ал ӗҫӗ тунӑ, тӗрлӗ станоксемпе ӗҫленӗ. Пур ӗҫе те чунне парса пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех тӑван ен историне тӗпчесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.  Гаязтдин Ямалетдинович темиҫе кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн «Күктә булса тулган ай, җирдә авылым —Тукай». («Тӳпере тулли уйӑх пур пулсан, ҫӗр ҫинче манӑн ялӑм — Тукай») кӗнекинче, сӑмахран, Тукай Мишер ялӗн пурнӑҫне, историне кӑтартса панӑ, ялти мечетӗн, шкулӑн историйӗпе паллаштарнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пулӑмсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Анлӑ тавракурӑмне, пуян ӑс-тӑнне кура ял ҫыннисем Гаязтдин Ямалетдиновича «чӗрӗ» энциклопеди тесе те каланӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн араб чӗлхине вӗренсе ачасене те авалхи ҫырусене вулама вӗрентнӗ.

Гульназпа Айрат Ямалетдиновсем тӑватӑ ачана кун ҫути парнеленӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗнчен тӗслӗх илсе вӗренӳре те, ӗҫре те малта пыма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Аслӑ ывӑлӗ Айнур ҫемйипе Хусан хулинче пурӑнать. Вӑл шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухса Хусанти федераллӑ университетра ӑс пухнӑ. Экзаменсем тытнӑ хыҫҫӑн ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тухса кайнӑ, сержант званийӗпе каялла таврӑннӑ. Халӗ вӑл «VK» компанире технологи инжиниринг пайӗн ертӳҫинче вӑй хурать. Ӗҫӗнче ӑна пурте хисеплеҫҫӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Диляра пысӑк компанире программистра тӑрӑшать. Вӗсем иккӗшӗ те — паянхи кун чи кирлӗ специалистсем.

Хӗрӗ Эльназ та шкул пӗтерсен Хусаналла ҫул тытнӑ, пиччӗшӗ вӗреннӗ университетри тӗрӗк чӗлхисен факультетне суйласа илнӗ. Вӑл вӗренӳре ҫеҫ мар, обществӑлла ӗҫре те хастар. 2021 ҫулта халӑхсем хушшинчи “Татар кызы” конкурса хутшӑнса финала тухнӑ. Финал Узбекистанри Ташкент хулинче иртнӗ, унта Тукай Мишер хӗрӗ «Чи уҫӑ кӑмӑллӑ пике» номинацире мала тухнӑ, ятарлӑ приза — 50 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ял хӗрӗ ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайри конкурса хутшӑнма тивӗҫнипе унӑн ҫывӑх тӑванӗсем ҫеҫ мар, ял ҫыннисем те мӑнаҫланаҫҫӗ. Халӗ Эльназ магистратурӑн пӗрремӗш курсӗнче пӗлӗвне тарӑнлатать, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ ирттерекен пур мероприятие те волонтер пулса хутшӑнать.

Ямалетдиновсен виҫҫӗмӗш ачи — Айзат — Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче 10-мӗш класра ӑс пухать, шкул пурнӑҫне активлӑн хутшӑнать. Вӑл та аслисем пекех хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе ашшӗ-амӑшне савӑнтарать, тӗрлӗ конкурссенче мала тухса Диплом-грамотӑсене тивӗҫет.

Кӗҫӗн ывӑлӗ Камиль хальлӗхе ача садне ҫеҫ ҫӳрет, шкула кайма хатӗрленет. Вӑл та пиччӗшӗсемпе аппӑшӗнчен тӗслӗх илме тӑрӑшать.

— Ачасем — пирӗн тӗрек те савӑнӑҫ. Вӗсене мӗн пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тату пурӑнма, аслисене хисеплеме, кӗҫӗннисене пулӑшма вӗрентсе ӳстеретпӗр. Вӗсем малалла талпӑннине, ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунине курса хӗпӗртетпӗр. Аслисем хӑнана килсен кил-ҫурт тата та ҫуталса, илемленсе кайнӑн туйӑнать. Пирӗн ҫемьере малашне те телейпе юрату ҫеҫ хуҫаланччӑр, — теҫҫӗ Ямалетдиновсем.   

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *