Понедельник, 6 мая

Кайӑксем — пирӗн туссем

Кайӑксем — пирӗн туссем

Кайӑксен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче округри вӗрентӳ тата культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем йӗркеленӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енре Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май «ҫунатлӑ туссем» ҫинчен аса илсех тӑмалла. Ҫуркунне ӑшӑ енчи кайӑксем каялла таврӑнаҫҫӗ. Чылай шкул ачи шӑнкӑрчсене кӗтсе илме вӗллесем туса ҫакнӑ.

Акӑ, Кӗҫӗн Каҫал ял библиотекинче «Что вы знаете о птицах?», Тукай ял библиотекинче «Птицы — наши друзья», Ҫӗнӗ Мӑрат ял библиотекинче «Птицы нашего края» экологи сехечӗсем иртнӗ. Урмаел ял библиотекинче «Птичий базар» эко-вӑйӑ йӗркеленӗ. Комсомольски ача-пӑча библиотеки те айккинче тӑрса юлман.

Асанкасси, Хырхӗрри культура ҫурчӗсенче, Нӗркеҫ, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗсенче тӗрлӗ ятсемпе конкурссемпе выставкӑсем пулнӑ. Мероприятисен ячӗсем тӗрлӗрен пулсан та унта калаҫу тӗпрен илсен вӗҫенкайӑксен ҫутҫанталӑкри пӗлтерӗшӗ, вӗсене упрасси пирки пынӑ.             

  (Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *