Понедельник, 6 мая

Хӗрӗх ҫул медицинӑра тӑрӑшать, пӗрремӗш пулӑшу пама васкать

Хӗрӗх ҫул медицинӑра тӑрӑшать, пӗрремӗш пулӑшу пама васкать

Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Чирлесе ӳксен эпир тӳрех васкавлӑ пулӑшу уйрӑмне шӑнкӑравлатпӑр. Шур халатлӑ ӗҫченсем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Вӑл вӑхӑтра медицина ӗҫченӗсем асамҫӑ пекех туйӑнаҫҫӗ. Чирлӗ е аманнӑ ҫынна вӗсене курниех пӑртак та пулин ҫӑмӑллӑх парать.

Хӗрӗх ҫул ытла васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлесе Олимпиада Николаевна Ядрова миҫе ҫынна вӑхӑтра пӗрремӗш пулӑшу панине, вилӗм аллинчен туртса кӑларнине шутласа та пӗтерме ҫук пулӗ. 1984 ҫулта Соликамскри медицина училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн Комсомольскинчи тӗп больницӑн васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ та пӗр улшӑнмасӑр унта тӑрӑшать. Малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑк хӗре ҫӑмӑлах пулман, паллах. Чирлӗ е аманнӑ ҫынпа куҫа-куҫӑн тӑрса тӗрӗс диагноз лартма, пулӑшу памалли меле хӑвӑрт тавҫӑрса илме пултармалла пулнӑ-ҫке. Чылай чухне ҫын пурнӑҫӗ ҫип ҫинчи пек ҫакӑнса тӑнӑ. Вӗренӳ заведенийӗнче илнӗ пӗлӳпе тӗрӗс усӑ курни, яваплӑх туйӑмне вӑйлатни Олимпиадӑна ӗҫе хӑвӑрт хӑнӑхма май панӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн унӑн опычӗ те ӳссе пынӑ. Талӑкӗпех сменӑра пулни те хӑратман О.Ядровӑна. Пурӑна киле васкавлӑ пулӑшӑвӑн ӗҫӗ унӑн чунне ҫывӑх пулса тӑнӑ.

«Малтан районти тӗп больницӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗн уйрӑмӗнче пӗрле нумай ҫул ӗҫлерӗмӗр. Халӗ вара 7-мӗш ҫул, ятне вырӑслах илсе кӑтартам-ха, «Центр медицины катастроф и скорой медицинской помощи» бюджет учрежденийӗн Патӑрьелӗнчи уйрӑмӗнче тӑрӑшатпӑр. Пирӗн таврари 4 округри ялсене ҫитмелле. Ҫулӗ ҫывӑх мар. Час-часах Олимпиада Николаевнӑпа пӗрле те ҫула тухма тивет. Вӑл чӑннипех те пысӑк квалификациллӗ ӗҫчен пулнине хам куҫпа курса ӗненетӗп. Медицина ӗҫченӗ чирлисемпе пӗр чӗлхе тупма та, вӗсене кирлӗ те пахалӑхлӑ пӗрремӗш пулӑшу пама та пӗлет. Чӑннипех те хӑйӗн ӗҫне пысӑк пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан специалист тесех калас килет», —  тет пӗрле ӗҫлекен Николай Волков Олимпиада Ядрова пирки сӑмах пуҫарсан.

Пӗр талӑка тӑсӑлакан смена вӑхӑтӗнче васкавлӑ пулӑшу бригадин тӗрлӗ ҫӗре ҫитме, тӗрлӗ йышши пулӑшусем пама тивет. Вӗсен медицинӑн пур отраслӗсен специалисчӗсем те пулмалла: хирург та, терапевт та, психолог та… Чи кирли — йывӑрлӑха лекнӗ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу парасси. Пур чухне те вӑл е ку чирпе аптраса ӳкнисене больницӑна илсе кайма сӑлтавӗ те ҫук. Вырӑнтах кирлӗ пулӑшу пама тивет. Кунта вара вӗсен пӗлӳ шайӗ, опычӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Олимпиада Николаевна 4 теҫетке ҫул ӗҫлесе темӗнле лару-тӑрӑва та лексе курнӑскер чирлисене эмелпе те, ӑшӑ сӑмахсемпе те сиплеме пӗлет, кирлӗ сӗнӳ-канаш пама та ӳркенсе тӑмасть. Автотранспорт хатӗрӗсемпе пулнӑ аварисенче аманнисене те, чрезвычайлӑ ытти лару-тӑрура сусӑрланнисене те пулӑшма  тивет «скорӑй» ӗҫченӗсен. Йывӑр ҫын хӗрарӑмсене ҫуратма пулӑшнисем те  пулнӑ. Пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Ҫӳлерех каланӑ пек, пур енӗпе те пулӑшу пама пӗлмелле вӗсен.

Олимпиада Николаевнӑна хастар ӗҫшӗн  Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерствисен Хисеп грамотисемпе  чысланӑ.  Вӗсемсӗр пуҫне ытти наградӑсем те чылай унӑн. Чи хакли вара чирлисен, хӑй пулӑшу панӑ ҫынсен тав сӑмахӗ. Вӗсем вӑл пулӑшу панӑ хыҫҫӑн ура ҫине тӑрса малалла пурӑнни.

— Хам пурнӑҫа медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑшӑн эпӗ пӗрре те кулянмастӑп. Васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче яваплӑхӗ пысӑк пулсан та эпӗ ҫынсемшӗн питӗ кирлӗ ӗҫ тунипе хӑпартланатӑп, — тет О.Ядрова.

Олимпиада Николаевна Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнать. Мӑшӑрӗпе вӗсем 2 ывӑлпа пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Талӑкӗпех ӗҫре пулсан та тӗпренчӗкӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма май тупнӑ.

Ҫак кунсенче О.Н.Ядрова сумлӑ юбилейне паллӑ турӗ. Пӗтӗм пурнӑҫне ҫынсене пулӑшас ӗҫе панӑ вӑл. Пархатарлӑ ӗҫӗнче чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ. Малашне те ӑнӑҫу унпа пӗрле юнашар    ҫӳретӗр, ҫынсене пулӑшу пама вӑй-халӗ пултӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *